Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Тата Хӑйне чӗнсе кӗртекене те каланӑ: эсӗ кӑнтӑрлахи е каҫхи апат тунӑ чухне тусусене, тӑванусене, хурӑнташусене, пуян кӳршӳсене ан чӗн, кайран вӗсем те сана чӗнӗҫ те, ҫавӑ саншӑн ырӑлӑх илни пулӗ.
Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ, Пурне те Тытса Тӑракан, ҫапла калать: пур урамра та ӳлесе йӗрӗҫ, пур ҫул ҫинче те: «шел, шел!» тесе кӑшкӑрӗҫ, ҫӗр ӗҫлекенсене хуйхӑрма, хӳхлев юрри пӗлекенсене хӳхлеме чӗнӗҫ, 17. пур иҫӗм пахчинче те ӳлесе йӗрӗҫ, мӗншӗн тесен Эпӗ сирӗн хушшӑрпа иртӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Эсир: «ку вӑл — пушхир, кунта ҫын та, выльӑх-чӗрлӗх те ҫук, ӑна халдейсен аллине панӑ» теекен ҫак ҫӗр ҫинче вара хирсем туянма пуҫлӗҫ; 44. ҫав хирсене кӗмӗлле сутӑн илӗҫ те суту-илӳ хучӗ ҫырса, пичет пусса хурӗҫ, кӳнтеленсене чӗнӗҫ — ку вӑл Вениамин ҫӗрӗнче те, Иерусалим таврашӗнче те, Иуда хулисенче те, сӑрт-ту ҫинчи хуласенче те, айлӑмри хуласенче те, кӑнтӑрти хуласенче те ҫапла пулӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсене тыткӑнран каялла илсе килӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Сире вара Ҫӳлхуҫа священникӗсем, Туррӑмӑра ӗҫлесе тӑраканӗсем тесе чӗнӗҫ; вара халӑхсен мулӗпе усӑ куратӑр, вӗсен мухтавӗпе мухтавлӑ пулатӑр.
Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эпӗ питленине ӗненӗр: акӑ сирӗн ҫине хамӑн сывлӑшӑма ярӑп, сире хамӑн сӑмахӑма пӗлтерӗп. 24. Эпӗ чӗнтӗм — эсир итлемерӗр; аллӑма тӑсрӑм — тимлекенӗ пулмарӗ; 25. эсир манӑн пур канашӑма та хирӗҫлерӗр, эпӗ питленине йышӑнмарӑр. 26. Халӗ эпӗ эсир пӗтнинчен кулӑп; сире сехре хӑппи ҫитсессӗн савӑнӑп; 27. сире инкек-синкек ҫил-тӑвӑл пек килсе ҫапсассӑн, сирӗн тӗле инкек-синкек ҫавраҫил пек килсе тухсассӑн, сире хурлӑхпа йывӑрлӑх ҫитсессӗн савӑнӑп эпӗ. 28. Ун чухне чӗнӗҫ те мана — эпӗ илтмӗп; мана иртенпех шырама пуҫлӗҫ — тупаймӗҫ. 29. Пӗлӗве курайми пулнӑшӑн, хӑйсем валли Турӑран хӑрассине суйласа илменшӗн, 30. манӑн канаша йышӑнман-шӑн, эпӗ питленине тиркенӗшӗн 31. вӗсем хӑйсен ӗҫӗсен ҫимӗҫӗсене тутанӗҫ, шухӑшланӑ ӗмӗчӗсемпе тӑранӗҫ: 32. вӗсене айвансен чурӑслӑхӗ вӗлерӗ, ухмахсен ҫӑмӑлттайлӑхӗ пӗтерӗ; 33. мана итлекен вара усалтан хӑрамасӑр, шанчӑклӑ та лӑпкӑ пурӑнӗ».
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2