Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнмесӗр (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Валентина яланах ҫапла чӗнмесӗр ҫӳрет-ҫӳрет те мӗн те пулин кулӑшла япала шутласа кӑларатех.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Итлӗр-ха, тантӑшсем, — сасартӑк янӑравлӑн ҫухӑрса ячӗ халиччен пӗр сӑмах та чӗнмесӗр тӑнӑ Валентина.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Светлана, — терӗ Маша, чылай вӑхӑт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, — сӑвӑсем ҫырма мӗншӗн пӑрахрӑн-ха эсӗ?

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Чылай вӑхӑт хушши чӗнмесӗр лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Урӑх пӗр сӑмах та чӗнмесӗр уйрӑлса кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Каллех чӗнмесӗр пытӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пӗр вӑхӑт хушши чӗнмесӗр пытӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Халиччен айккинче нимӗн чӗнмесӗр пӑхса тӑракан Александра Филипповнӑ куҫӗсем хаваслӑн ҫиҫсе илчӗҫ, — ӑна эпӗ ҫеҫ асӑрхарӑм…

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫапах та эпӗ ӑна тархасласа тенӗ пекех ыйтрӑм, вара вӑл, пӗр вӑхӑт хушши чӗнмесӗр чӳречерен пӑхса ларнӑ хыҫҫӑн, ҫапла каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Чипер юл, Иркутск, — терӗ вӑл, купене кӗрсе пӗр вӑхӑт хушши чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӑйсен интернационаллӑ тивӗҫне пурнӑҫласа каялла таврӑнманнисене халалласа пӗр минут чӗнмесӗр тӑнӑ.

Память тех, кто не вернулся, исполняя свой интернациональный долг, почтили минутой молчания.

Пишпӳлек районӗнче совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 35 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... un-3646508

Ним чӗнмесӗр тӗлӗнсе пӑхса тӑрать Венюк.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пӗр вунӑ минута яхӑн пӗр сӑмах чӗнмесӗр, вырӑнтан хускалмасӑр ларчӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӑматтине тӑхӑннӑ май, сӑмах чӗнмесӗр ахлатса, аллине ҫеҫ сулчӗ хӑтӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аташнӑ куҫӗсемпе пӗрре кӑмака ҫине, тепре Хумкка ҫине мӗскӗннӗн пӑхса илчӗ те пӗр сӑмах чӗнмесӗр алӑкран тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр вӑхӑт сӑмах чӗнмесӗр ларчӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Калаҫни ӗҫлеме чӑрмантарнӑ пек туйӑнать-ши, е патмар кӗлеткеллӗскере пустуй сӳпӗлтетни килӗшмен пек-ши — хӑш чухне кунӗ-кунӗпе сӑмах чӗнмесӗр ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Акӑ мӗн, Ҫимун, — терӗ председатель пӗр хушӑ чӗнмесӗр ҫӗрелле пӑхса ларнӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимунӑн та районтан таврӑннӑ хыҫҫӑн урама тухкаласа ҫӳресси килми пулчӗ, кунӗ-кунӗпе пӗр сӑмах чӗнмесӗр ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Тӗреклӗ пурӑнатӑн эс, Кулюкка аппа, — терӗ Потапов чылай вӑхӑт сӑмах чӗнмесӗр пӳрт ӑшчиккине тем шыранӑ пек пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех