Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнмен (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фома чӗнмен

Фома замолчал.

XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Купецсем чӗнмен, вӗсем пӗр-пӗрин ҫумне тачӑран тачӑ хӗсӗннӗ.

Купечество молчало, всё плотнее прижимаясь друг к другу.

XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Купецсем те, ун ҫине пӑхса, нимӗн те чӗнмен.

И купцы молчали, глядя на него.

XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фома хӗр ҫине пӑхса илнӗ те нимскер те чӗнмен.

Фома взглянул на нее и ничего не ответил.

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл нимӗн те чӗнмен, пӳрнисене ҫеҫ сӗтел ҫийӗнче вылятса, шӑкӑртаттарса ларнӑ.

Смотрел, молчал и тихо постукивал пальцами по краю стола.

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Никама та чӗнмен

— Никого не звали…

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Мана чӗнмен, — тенӗ Фома.

— Меня не звали, — сказал Фома.

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Темиҫе ҫекунд хушши пӗри те тапранман, пурте, туйӑм капламӗпе пӳлӗнсе, нимӗн те чӗнмен.

Несколько секунд все молчали, не двигаясь, подавленные тем, что ощущали.

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ежов чӗнмен, вӑл шыв бутылкине уҫнӑ, — ӑна икӗ чӗркуҫҫи хушшине хӗстерсе, пробкине кӑларасшӑн темӗнччен тертленнӗ.

Ежов откупоривал бутылку с водой и, занятый этим, молчал, сжав бутылку коленями и тщетно напрягаясь, чтобы вытащить из нее пробку.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Маякин хӗрӗ ҫине шикленсе пек пӑхнӑ, лешӗ нимӗн те чӗнмен.

Маякин с тревогой смотрел на дочь, она молчала.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фома, йывӑррӑн хашлатса ярса, нимӗн те чӗнмен, Саша та пӗрер минут чӗнмесӗр выртнӑ, унтан хӑйӗн яланхи ытахаль сассипе: — Кала ӗнтӗ ӑна! Мӗн йӗркепе манӑн кирек кам ҫинчен те шухӑшлас? Мана хам ҫинчен шухӑшлама та вӑхӑт ҫук… Тен, ман шухӑшлас та килмест… — тенӗ.

Фома тяжело вздохнул и замолчал, полежав с минуту тоже молча, Саша заговорила обычным своим, равнодушным голосом: — Скажи ему! С какой это стати стану я думать о всяком? Мне о себе подумать и то — некогда… А может, не хочется…

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— И-и-и, тахҫантан пӗрре килетӗр те пирӗн пата, чӗнмен хӑна пулатӑр-и?..

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗнле, Елькка йӑмӑкӑм, чӗнмен хӑна пулмарӑм-и?

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шӑплӑх пулнӑ, никам та нимӗн те чӗнмен, пурте ним хускавсӑр ларнӑ.

Было тихо, все сидели неподвижно, молча.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сывлӑша юрӑ сасси мар, ӳпкевпе вӗресе тухнӑ куҫҫуль — этем чӗрин куҫҫулӗ нӳрлӗн тултарса тӑнӑ; кӗрешсе тинки тухнӑ чун-чӗре пӑшӑрханни, нушан тимӗр аллипе ҫӗмӗрӗлнӗ этемӗн суранӗсем хаяррӑн ыратни — пурте ҫаксем юррӑн ахаль те тӳрккес сӑмахӗсене хывӑннӑ; вӗсем, тӳсме ҫук хурлӑхлӑ сасӑсем пулса, ҫӳле те пушӑ инҫете, чӗнсе те чӗнмен пӗлӗтелле юхса хӑпарнӑ.

Точно не звуки, не песня, а те горячие слезы человеческого сердца, на которых выкипела эта жалоба, — сами слезы увлажили воздух; тоска души, измученной в борьбе, страдания от ран, нанесенных человеку железной рукой нужды, — всё было вложено в простые, грубые слова и передавалось невыразимо тоскливыми звуками далекому, пустому небу, в котором никому и ничему нет эха.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Гордеев, пуҫне усса, туйипе тротуар чулне тӗккеленӗ, вӑл нимӗн те чӗнмен.

Гордеев молчал, опустив голову и тыкая палкой в камень тротуара.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Люба та, хӑйӗн ҫивӗчӗпе выляса лараканскер, нимӗн те чӗнмен.

Люба, играя своей косой, тоже молчала.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фома пӗр тапхӑр нимӗн те чӗнмен, унтан, чӳречерен пӑхса илнӗ те, именчӗклӗн:

Фома помолчал, посмотрел в окно и смущенно ответил:

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Арӑмӗ хирӗҫ чӗнмен.

Жена перечить не стала.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Юрать, манӑн санпа калаҫса тӑма вӑхӑт ҫук-ха халь, — чӗнмен хӑнаран хӑтӑлас тесе, каллех пӳлчӗ ӑна Чжао Юй-линь.

— Ладно, мне недосуг сейчас с тобой разговаривать, — снова перебил его Чжао Юй-линь, чтобы отвязаться от непрошеного гостя.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех