Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗлӗмне (тĕпĕ: чӗлӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Канаш вара йӑлтах урӑхла, вӑл — арҫын, вӑл пысӑк сасӑпа — баспа — калаҫать, яланах темскер шаккать, ҫӗмӗрет, юсать, ҫӗнӗрен тӑвать, ҫав вӑхӑтрах чӗлӗмне те мӑкӑрлантарать…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Тӑпри ҫӑмӑл пултӑр, — пӗр самант ҫӗлӗкне хывса тӑчӗ Хумкка, кӗрӗк кӗсйинчен чӗлӗмне туртса кӑларса.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Галанкӑ тӑрпи уҫӑ, ҫывӑхарах лар та турт, ара, чӗлӗмне! — пукан лартса пачӗ Сӑпани Ҫимуна.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑпанирен ирӗк ыйтмасӑрах йытӑ пуҫлӑ чӗлӗмне васкамасӑр авӑрларӗ Ҫимун, пӗр-иккӗ тарӑннӑн сӑвӑрчӗ тӗтӗме, ун хыҫҫӑн тин: — Пӗтрӗ иккен манӑн Якку, — тесе хашлатса сывласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимун, чӗлӗмне сӳнтерсе, ура ҫине тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Илтрӗм-ха, — кӑмака умне ларса, чӗлӗмне сӑвӑрчӗ кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пӑртакҫӑ астӑватӑп ӑна, — чӗлӗмне авӑрласа, кӑмака умне туртма ларчӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура Ҫимун чӗлӗмне авӑрларӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумкка мучи ҫӑварӗнчи чӗлӗмне илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мария Тимофеевнӑна курсан, Хумкка, чӗлӗмне сӳнтерсе, ура ҫине тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Фома Фомич турттӑр чӗлӗмне кунтах!

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумкка мучи, вӑрах калаҫнипе халран кайнӑ пек хашӑлтаткаласа, пит-куҫне ал тутрипе шӑлкаларӗ, васкамасӑр чӗлӗмне авӑрласа, сцена хыҫнелле тухасшӑнччӗ, ҫав вӑхӑтра малта ларакан Ылтӑн Петрукӗн сасси илтӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тур ан хуштӑр ӑна курма! — кӑмака умне пырса, чӗлӗмне тивертрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Старшинана тухнӑ пирӗн Иван, значӑтцӑ, ӗлӗкхилле фельдфебель пулать, — чӗлӗмне туртса ячӗ мучи, савӑннипе кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӳсме вӗреннӗ эпӗ, — чӗлӗмне авӑрласа, ҫунакан кӑмака умне кукленсе ларчӗ Откан, кӳреннӗ пек пӑхса илчӗ председатель ҫине.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫемен, кӑмака умӗнчи чӳлмекӗ ҫинчен манса кайса, кӗсйинчен чӗлӗмне туртса кӑларчӗ, сӑранланса ҫуталса кайнӑ мамӑк шӑлаварӗн тепӗр кӗсйинче хыпаласа енчӗк шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫырӑр! — терӗ вӑл, чӗлӗмне ҫӑварӗнчен кӑларса.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хвекла кинемей пысӑк лампине ҫутаймасӑр хытса тӑрать, Хумкка мучи чӗлӗмне шырать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимун тӗпленӗ ҫӑматтине кӑмака ҫинчен илсе тӑхӑнчӗ те кӗсйинчи чӗлӗмне хыпаласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ма хӑвалан лашуна? — чӗлӗмне паклаттарса, куҫ харши айӗн Петрук ҫине пӑхса илчӗ Откан.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех