Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑнласах (тĕпĕ: чӑнла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Енре пӗлтӗр иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери наци кӗрешӗвӗн тӗсӗсен пӗрремӗш вӑййисене тӗнчери ҫирӗм пилӗк ҫӗршыв спортсменӗсем хутшӑнни ҫынсем вӗсен илемӗпе, вӑйӗпе тата хӑйне евӗрлӗхӗпе чӑнласах кӑсӑкланнине палӑртрӗ.

Проведение в Чувашии в прошлом году первых Всемирных игр национальных видов единоборств с участием спортсменов из 25 стран мира выявило неподдельный интерес к их красоте, самобытности и силе.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

— Ан кул, — хыттӑн каларӗ Актай, — эпӗ сана чӑнласах.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Чухласа юлаймарӑм сассинчен, те тӑрӑхласа, те чӑнласах каларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Эсӗ сӑнран та йӑлтах улшӑннӑ-ҫке? — чӑнласах ҫуйланчӗ Богданов.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑнласах апла хӑтланас пулсан, у-у-ух эпӗ ӑна!

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

— Эсир, Николай Алексеевич, каҫарӑр пире, эпир чӑнласах йӑнӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

Бригадир хытах ятласа пӗтернӗшӗн Раман паҫӑр Ҫтаппана чӑнласах хӗрхеннӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах та ӗҫ-пуҫ чӑнласах пулса иртет пулсан ӗненмех лекет.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

— Эпир кунта чӑнласах ҫӑтмах тӑватпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ӗҫнӗ, чӑнласах ӗҫнӗ! — тавҫӑрса илет мучи.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Апла, вӑл чӑнласах тӗпсӗр!

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Мӗн-мӗн-мӗн? — тет чӑнласах анкӑминкӗленсе кайнӑ мучи.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унта тӗпсӗр ҫӑл куҫ патӗнче чӑнласах тата тем пулса иртессӗн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Чӑнласах хӑраҫҫӗ пулас, пӗр сас кӑлармасӑр, шиклӗн кӑна ура пускаласа утса пычӗҫ ҫамрӑксем ҫав асамлӑ вырӑн патне.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вара вӑл чӑнласах ҫӑтмах вырӑн пулса тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эх, чӑнласах ҫапла килсе тухсан мӗнле лайӑх пулнӑ пулӗччӗ те…

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Чим-ха, тем ун пек чӑхӑмласа мар, вӑл чӑнласах «салам пултӑр!» тесе каласшӑнччӗ вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Анчах та эсир чӑнласах хушатӑр пулсан, эпӗ, паллах, каятӑп.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫак сӑлтавпа эпӗ паянхи мероприятие чӑнласах хутшӑнма ыйтатӑп, - тенӗ Пишпӳлек районӗн ҫар комиссарӗ Салават Абдуллин ачасене.

По этой причине я прошу отнестись к сегодняшнему мероприятию серьезно. - обратился к ребятам военный комиссар Бижбулякского района Салават Абдуллин.

Пишпӳлек студенчӗсем валли Туризм слечӗ ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... rn-3449969

— Эсир килӗшместӗр-и?! — чӑнласах тӗлӗнсе кӑшкӑрса илчӗ Виктор.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех