Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, кӑмӑлӑм, ансат та тӗрӗс, анчах нихӑҫан та чӑна тухаймасть.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
«Сире, паллӑ мар пӗлтерӗшпе чупса кӗнӗ, ҫапах та чӑн-чӑнах пӗччен хаваслӑхпа мана хаваслантарнӑ паллӑсемпе кӳлепесем, — эсир ҫухалса ирӗлсе ҫухаличчен хамӑн Чӑна тухманлӑхӑн тутӑхне шанса паратӑп.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Чӑна тухманлӑх тусен хушшинче ҫухалчӗ, манӑн вара ҫӗрпе тӳпе пӗрлешнӗ ҫав енри мӗн пур ҫул-сукмака шута хумалла.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫапларах шухӑшлатӑп: унӑн тӗшши, тен, пурнӑҫа ӑслӑ-тӑнлӑ процесс влаҫӗпе пӗтӗрсе арпаштаракан уйрӑм саккун картинче; ҫапла вара, ҫакнашкал ӑраскал мӗлкине тӑрса, эпӗ юлашкинчен, тинех, Чӑна тухманлӑха курма пултарӑттӑм.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Илӗртмӗш пӗчӗк алӑ, ҫӑмламас йытӑ пуҫӗ ҫинче выртаканскер, — ку сцена тӗлӗшпе ҫапларах танлаштару вырӑнлӑ; унта, ҫак курӑнура, Чӑна тухманлӑхӑн уҫӑмсӑр шавӗ сисӗнет.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Гавань ҫийӗн вара — ҫӗр-шывсен ҫӗр-шывӗнче, чӗрен пуш хирӗсемпе вӑрманӗсенче, шухӑшсен тӳписенче — Чӑна тухманлӑх йӑлтӑртатать; вӑл — ӗмӗрхи сунарӑн тӗлӗнмелле, вӑрттӑн пӑланӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Укҫа кӗтнӗ май, — ҫакӑн ҫинчен хамӑн шаннӑ ҫыннӑма Лерха ҫырса пӗлтертӗм, — эпӗ куҫас-ҫӳрес хӗрӳ туртӑма Стерс патӗнче иртекен каҫсемпе тата гаваньре уҫӑлса ҫӳренипе пусӑрӑнтарса тивӗҫтеретӗп; унта, капмар карапсен ҫыран хӗрри ҫийӗн ҫакӑнса тӑракан хӳрисен ӗмӗлкисенче, хумхантаракан сӑмахсене — Чӑна тухманлӑхӑн паллисене — курса тӗмсӗлетӗп: «Сидней», — «Лондон», — «Амстердам», — «Тулон»…
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫапла вара эпӗ хамӑн Чӑна тухманлӑхӑма ӑнлантӑм та ӑна пӑхӑнатӑп.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ аллӑма тӑсса кӗтекен Чӑна тухманлӑх хӑй хальлӗн ҫеҫ хӗрӳленсе ҫӗкленме пултарать, унсӑрӑн эпӗ ӑна пӗлеймӗттӗм, ҫапла вара, калӑпланӑ тӗслӗхпе усӑ курса, чунсӑр-чӗмсӗр декорацисем туса хума теветкелленӗттӗм.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унпа эпӗ пурнӑҫ ҫинчен, тунсӑх-кичемлӗх, ҫул ҫӳревсем, ӑна е кӑна курнӑ хыҫҫӑнхи кӑмӑл-туйӑм пирки мӗн чухлӗ ытларах калаҫатӑп — хамӑн Чӑна тухманлӑхӑн тӗшшине те капаш-ӗренкине ҫавӑн чухлӗ нумайрах ӑнкаратӑп.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Анчах кӑмӑллӑ ҫак ҫынна Чӑна тухманлӑхӑн сыв пуллашу алли тӗкӗнмен-ха, ҫавӑнпа та манӑн ӑнлантарусем ӑна хумхантармаҫҫӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫав хушӑрах вӑхӑт шӑвать, шӑвать, эпир вара Чӑна тухманлӑхӑн тӗтреллӗ, ҫӳллӗ ҫыранӗсен хӗррипе ише-ише иртетпӗр, ҫав кунӑн ӗҫ-хӗлне сӳтсе яватпӑр.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫавӑн чухне, хамӑрӑн тӗнче варринче вӑранса кайсан, аса илӗве тертлӗн путса тата кашни куна хакласа пурнӑҫа тӗпчевлӗн тинкерсе сӑнатпӑр, мӗн пур ӳтпе-туйӑмпа курма ӑнтӑлатпӑр: Чӑна тухманлӑх пурнӑҫа кӗме пуҫламан-и унта?
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Маларах-и е каярах-и, ватлӑхра-и е ҫап-ҫамрӑк чухне-и — пире Чӑна тухманлӑх йыхӑрать, йыхӑрать…Рано или поздно, под старость или в расцвете лет, Несбывшееся зовет нас.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Аса илтӗм: эпӗ унпа Чӑна тухманлӑх вӑйӑмӗ-тытӑмӗ ҫинчен темиҫе хутчен те калаҫнӑччӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Кӑларса ывӑтӑр мана хӑвӑрӑн мӑнаҫлӑ пуҫӑртан; сирӗн упӑшкӑр пуласси, пурнӑҫа талккӑшпех ӗҫе ҫавӑрасси… мана ҫакӑ кирлӗ мар, мӗншӗн тесен мана урӑх пурнӑҫ кирлӗ, вӑл чӑна тухаймасть те-и тен, анчах ҫавӑн тӗлӗшпе пӗртен пӗр шухӑш пуҫӑма ҫавӑрать.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ку — мӗн пурри пӗтӗмпех тата нимӗн те, ӑнӑҫу тӗлӗшпе иккӗленӳ, ҫав хушӑрах вӑл чӑна тухасса тилӗрӳллӗн шану-ӗненӳ, тӗрмере ларуҫӑн ҫара алӑпа тухса тарнӑ тата ҫичӗ зарядлӑ револьвер тупнӑ хыҫҫӑнхи пылак минрешӗвӗ, кӑмӑл-туйӑмӑн ӑнтӑлуллӑ чуппи; Горнӑн пашкаса куҫакан чунӗ пуласлӑха тытса пӑхма-хыпашлама хыпаланать, ҫав вӑхӑтрах кӗлетки, ӗшенӗве туймискер, уттине васкатать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ҫак ӗмӗте чӑна кӑларас килет Горнӑн.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
— Санӑн сӑмаху чӑна тухтӑрах.
XVII. Араб тараватлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Никам та тӗпчемен чи тӗттӗм ҫӗр-шывсенче пурӑнма ҫӳллӗ те капмар ҫуртсем ҫӗклемелле, унта ҫутӑ, ирӗк, уҫӑ сывлӑш, тасалӑх, хӑтлӑх, мӗн кирли пурте пулччӑр, тата — савӑнса киленмелли вырӑнсем; паллах, ҫак тӗллеве чӑна кӑлармашкӑн наукӑпа техникӑн чи юлашки сӑмахӗ пулӑшмалла.
XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.