Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑлха сăмах пирĕн базăра пур.
чӑлха (тĕпĕ: чӑлха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрлӗ питлӗ, вараланчӑк пальто, шалпар атӑ тӑхӑннӑ палламан ҫын килсе кӗнӗ чухне Даша инке картишӗнче чӑлха ҫыхса ларатчӗ.

Тетя Даша сидела во дворе и вязала, когда у ворот появился незнакомый красномордый человек в грязном парусиновом пальто, в толстых сапогах.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ваня ҫипрен ҫыхнӑ шурӑ чӑлха тӑхӑнчӗ те иккӗленерех тӑрса, аллине пуртенкке тытрӗ.

Ваня натянул белые нитяные носки и нерешительно взял портянки.

18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Тепӗр вун-пилӗк минутран вӑл, чӑлха вӗҫҫӗн, пушмаксемсӗр, Верочка пӳлӗмӗ патне йӑпшӑнса пычӗ.

Через четверть часа она в одних чулках, без башмаков, подкралась к двери Верочкиной комнаты.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех