Шырав
Шырав ĕçĕ:
Совет тапхӑрӗччен тулай чӑвашӗсене кӗпӗрнине кура ят панӑ ⎼ «хусансем» (е «саккамсем»), «ӗпхӳсем», «самарсем», «саратӑвсем», «чӗмпӗрсем», «ӑремпурсем».
Тулай чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Приставпа шущик, вилес пек тарӑхса ҫитне ҫынсене хӗненӗ евӗр, шӑлӗсене ҫыртса хӗнеҫҫӗ Шуркасси чӑвашӗсене.
Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Концерт вӗҫӗнче Чистай чӑвашӗсене ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ К.А.Малышев, «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ И.Ф.Трифонова сцена ҫине тухса саламларӗҫ.
Юррисем илемлӗ, чӗлхисем ҫепӗҫ // Татьяна Васильева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... hisem-cepc
Анат Кӑтратари «Илем» халӑх фольклор ансамблӗ 1989 ҫулта чӑмӑртаннӑранпах республикӑри тӗрлӗ мероприятисенче Чистай чӑвашӗсене ҫӳллӗ шайра кӑтартать.
Юррисем илемлӗ, чӗлхисем ҫепӗҫ // Татьяна Васильева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... hisem-cepc
Журналта ҫавӑн пекех Хусан тӑрӑхӗнчи «ясаклӑ чӑвашӗсене» хӑш литературӑра тата хӑҫан асӑннине тишкерсе тухнӑ.
Чыса упрасан шӑтӑк курка кирлӗ мар // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/14853.html
Вӑл пурнӑҫӗпе кӑна мар, вилӗмӗпе те чӗлхе шӑпине ӑша-ӳте хывнӑ: «Усал курӑк та ан шӑттӑр ман тӑпра ҫине...» Тавах Турра тата маттур, ҫӗн ӗмӗр чӑвашӗсене: чӗлхемӗр сывлать-ха, тапаланать.
Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№
- 1