Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑвашра (тĕпĕ: чӑваш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗренӳ ҫулӗсем вӗҫленнӗ май ҫамрӑксен ӗҫ вырӑнӗсене направленипе каймалли паллӑ пулнӑ - Николайӑн чӑвашра юлмалла, Валентинӑн вара кӳршӗри Мари Эл Республикине каймалла.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Чылай ҫӗрте ӗҫленӗ эпӗ Чӑвашра.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Хуть те темле ирӗк пултӑр кунта, хуть пылпа та кулачпа тӑрантарса усраччӑр, Чӑвашра хура ҫӑкӑр та кулленех ан лектӗр, вӗренме те ан илччӗр (кӗнекесем тӑрӑх вӗренме пурпӗр никам та чараймасть мана), урамра та ман еннелле тиркесе пӑхчӑр («кулак ачи!») пурпӗрех Чӑваша таврӑнмалла ман.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Чӑвашра та «чаппан вӑрҫи» икӗ эрнерен сӳнсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Халӑх сывлӑхне сыхлама та пайтах вӑй хунӑ, чӑвашра сарӑлнӑ чир-чӗрпе кӗрешнӗ, санитари пӗлӗвӗсем сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Чӑвашра рабочи класс аталанайман, вырӑнти условисене шута илмелле, наци туйӑмне хисеплес пулать текен шухӑшсемпе чеен витӗнсе, Алюнов тин ҫеҫ политика юхӑмне хутшӑнма пуҫланӑ ҫынсене, пуху ытларахӑшне хӑй майлӑ ҫавӑрать, эсерсене юрӑхлӑ резолюцисем йышӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Тата пурте пӗлеҫҫӗ, чӑвашра вӑл вӑхӑтра промышленность ҫав тери вӑйсӑр пулнӑ, рабочи класс тени пулманпа пӗрех.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Ачисем темӗнле вӑрттӑн кӗнекесем вуланине, хӗҫпӑшал усранине курмӑш пулать, чӑвашра ун чухне паллӑ пулнӑ социалист-революционера Тимофей Николаева стражниксенчен тарса пытанма та пулӑшать, унӑн чӑматанне хӑй патӗнче усранӑшӑн кӗске вӑхӑтлӑх тӗрмене те лексе тухать.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

— Пӗрре те пулман эпӗ чӑвашра.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пур ҫавӑн пек пӗчӗк юханшыв чӑвашра.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Унсӑрӑн… чӑвашра пасар нумай, пур ҫӗре те связнойсем яраймӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ара, кӗтӳ вӑл кашни ялтах пур ӗнтӗ чӑвашра, унсӑрӑн епле-ха, — терӗ президиум сӗтелӗ умӗнчех шкултан илсе тухнӑ сак ҫинче ларакан Кӑртти Йӑванӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Троцкистсемпе зиновьевецсем хыҫҫӑн каякансем чӑвашра питех тупӑнман, сылтӑм оппортунистсен шухӑшӗпе килӗшекенсем вара пирӗн республикӑра та пулман мар.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ҫапла, Александровпа Орлов пек паттӑрсем халӑхӑмӑр лӑпкӑ пурӑнтӑр тесе пуҫ хураҫҫӗ пулин те, вӗсен вырӑнне милицие пултаруллӑ, вӗреннӗ, ӗҫе лайӑх пӗлекен, хастар ҫынсем килсех тӑраҫҫӗ. Ҫу-ук, кивӗ тӗнче юлашкисем нумай иртӗхеймӗҫ, шалҫи тулатех вӗсен. Чӑвашра та, ҫӗршывӑн ытти кӗтесӗсенче те ӗмӗрлӗхех тӗп тӑватпӑр вӗсене», — шухӑшларӗ Крапивин.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шел, Чӑвашра халиччен пысӑк ӗҫех тупӑнмарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑвашра кӑҫал питӗ йывӑр, хура выҫлӑх текен хыпар ҫитрӗ кунта.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун пекки чӑвашра халиччен пулман…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑт, пӑхатӑп та сана шухӑшлатӑп: енчен чӑвашра пурӑнма май килмесен, чӑнах та, Ҫӗпӗрех куҫмалла сан.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ятламасӑрах пӗлет-ха Александров: Калюк эшкерӗ пек хӑрушӑ вӑрӑ-хурахсем чӑвашра халиччен пулман, ҫавӑнпа вӗсене тытас ӗҫе пуринчен мала хумалла, ку тӗлӗшпе пӗчӗкҫеҫ май тупӑнсан та, унпа ҫийӗнчех усӑ курмалла.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Совхозсем тесен, вӗсене чӑвашра та темиҫе йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех