Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Пурне те тивӗҫлӗ медицина страхованийӗн территори фончӗн 2019 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2020 тата 2021 ҫулсенчи тапхӑрти бюджечӗ ҫинчен» саккунӗ ҫумне 3-мӗш, 31-мӗш хушса ҫырнисемпе пӑхса хӑварнӑ Чӑваш Республикин Пурне те тивӗҫлӗ медицина страхованийӗн территори фончӗн бюджечӗн бюджет укҫи-тенкине 2019 ҫул валли бюджетсен тӑкаксен классификацийӗн пайӗсем, ҫум пайӗсем, тӗллевлӗ статйисем (Чӑваш Республикин патшалӑх программисем тата программӑна кӗмен ӗҫ-хӗл ҫул-йӗрӗсем), тӑкаксен тӗсӗсен ушкӑнӗсем (ушкӑнӗсем тата ҫум ушкӑнӗсем) тӑрӑх пайласа панине улӑштарасси
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пурне те тивӗҫлӗ медицина страхованийӗн территори фончӗн 2019 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2020 тата 2021 ҫулсенчи тапхӑрти бюджечӗ ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 85 от 28.11.2019
5. Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен» 2001 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 36 №-лӗ саккунӗн (ҫак Саккунпа улшӑнусем кӗртнӗ) 33 статйин иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш абзацӗсен, 34 статйин 1-мӗш пункчӗн 2-мӗш, 3-мӗш тата 5-мӗш ҫум пункчӗсен, 3-мӗш пункчӗн 2–5-мӗш ҫум пункчӗсен, 4-мӗш пункчӗн 2–6-мӗш ҫум пункчӗсен, 5-мӗш пункчӗн 2-мӗш, 3-мӗш, 31-мӗш тата 4-мӗш ҫум пункчӗсен положенийӗсемпе Чӑваш Республикин республика бюджетне туса хатӗрленӗ, йышӑннӑ тата пурнӑҫланӑ чухне йӗркеленекен право хутшӑнӑвӗсем тӗлӗшпе Чӑваш Республикин 2020 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2021 тата 2022 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджетӗнчен пуҫласа усӑ кураҫҫӗ.
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫинчен» 2002 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 13 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2002, 49 №; 2005, 62 №; 2006, 71 №; 2007, 73 №; 2008, 75 №; 2009, 80 №; 2011, 88, 91 №-сем; 2012, 92 (I том), 95 №-сем; «Республика» хаҫат, 2012, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 5, 7 №-сем; 2014, 3, 6, 12 №-сем; 2015, 5, 12 №-сем; 2016, 2, 6 №-сем; 2017, 7, 11 №-сем; «Республика» хаҫат, 2017, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗ; 2018, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗ; 2019, утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен» 2001 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 36 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2001, 43 №; 2003, 54 №; 2005, 64 №; 2006, 68, 71, 72 №-сем; 2007, 74 №; 2008, 76 №; 2009, 80, 82 №-сем; 2010, 85, 87 №-сем; 2011, 89, 91 №-сем; 2012, 92 (I том), 93, 95 №-сем; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2012, 11, 12 №-сем; 2013, 6, 7, 10 №-сем; 2014, 5, 11, 12 №-сем; 2015, 6, 10, 12 №-сем; 2016, 6, 10 №-сем; 2017, 2, 9 №-сем; «Республика» хаҫат, 2017, раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗ; 2018, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗ, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗ, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗ; 2019, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗ) 41-мӗш статйи вӑйра тӑнине 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗччен чарса лартас.
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
Чӑваш Республикин республика бюджечӗн пӗтӗмлетнӗ бюджечӗн ҫырӑвне ҫак статьян 8-мӗш пункчӗн виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш абзацӗсемпе, ҫак статьян 3-мӗш пункчӗн иккӗмӗш, тӑваттӑмӗш тата пиллӗкмӗш абзацӗсемпе пӑхса хӑварнӑ сӑлтавсемсемпе регион проекчӗсене пурнӑҫлассине укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме палӑртса хунӑ бюджет укҫи-тенки пайӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Чӑваш Республикинче проект ӗҫ-хӗлне йӗркелесси ҫинчен калакан йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫирӗплетнӗ регион проекчӗсен паспорчӗсене, Чӑваш Республикин республика бюджечӗн пӗтӗмлетнӗ бюджечӗн ҫырӑвне улӑштарма ыйтнисем пур пулсан, вӗсем кӗртекен ҫавнашкал улшӑнусене тӳр килмелле, улшӑнусем кӗртеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
«10. Чӑваш Республикин республика бюджечӗн пӗтӗмлетнӗ бюджечӗн ҫырӑвне ҫак статьяпа пӑхса хӑварнӑ сӑлтавсемпе, ҫавӑн пекех ҫак статьян 8-мӗш пункчӗн виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш абзацӗсемпе, ҫак статьян 3-мӗш пункчӗн иккӗмӗш, тӑваттӑмӗш тата пиллӗкмӗш абзацӗсемпе пӑхса хӑварнӑ сӑлтавсемсӗр пуҫне, регион проекчӗсене пурнӑҫлассине укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме палӑртса хунӑ бюджет укҫи-тенки пайӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Чӑваш Республикинче проект ӗҫ-хӗлне йӗркелесси ҫинчен калакан йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫирӗплетнӗ регион проекчӗсен паспорчӗсене, Чӑваш Республикин республика бюджечӗн пӗтӗмлетнӗ бюджечӗн ҫырӑвне улшӑнусем кӗртме ыйтнисем пур пулсан, вӗсем кӗртекен ҫавнашкал улшӑнусене тӳр килмелле, улшӑнусем кӗртеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
Чӑваш Республикин республика бюджечӗ ҫинчен калакан Чӑваш Республикин саккунӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин республика бюджечӗн тӗп йӗркелӳҫи валли палӑртса хунӑ бюджет укҫи-тенкине федераци бюджетӗнчен (Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑхӑн бюджет тулашӗнчи фончӗн бюджечӗсенчен) Чӑваш Республикин республика бюджетне бюджетсем хушшинчи трансфертсем тата бюджет учрежденийӗсемпе автономлӑ учрежденисене субсидисен формипе грантсем уйӑрса памалли условисене тивӗҫтерес тӗллевпе ҫӗнӗрен пайласа панӑ чухне;
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
1. Чӑваш Республикин патшалӑх парӑмне йӗркелесе тӑрас ӗҫе Чӑваш Республикин Финанс министерстви Чӑваш Республикин нушисем валли кирлӗ кивҫен укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерсе тӑрас, Чӑваш Республикин патшалӑх парӑмӗн обязательствисене вӑхӑтра тата туллин пурнӑҫласа пырас, парӑма тивӗҫтерме каякан тӑкаксене май килнӗ таран чакарас, ҫирӗп йӗркепе пурнӑҫламалли обязательствӑсен калӑпӑшне тата тытӑмне тивӗҫлӗн тытса пырас енӗпе пурнӑҫлакан ӗҫ-хӗл тесе ӑнланаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
«9. Панӑ гарантисене, вӗсене панӑран Чӑваш Республикин патшалӑх парӑмӗ ӳснине, принципалсем е виҫҫӗмӗш сӑпатсем гарантисемпе тивӗҫтернӗ обязательствӑсене тулли калӑпӑшпа е вӗсен мӗнле те пулин пайне пурнӑҫланине пула Чӑваш Республикин патшалӑх парӑмӗ чакнине, ҫавӑн пекех панӑ гарантисем тӑрӑх гарант мӗнле тӳлев тунине шутласа пырать, принципалсен гарантисемпе тивӗҫтернӗ обязтельствисене тулли калӑпӑшпа е вӗсен мӗнле те пулин пайне пӑрахӑҫланине, гарант панӑ гарантисем тӑрӑх, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин патшалӑх гарнатийӗсемпе палӑртнӑ ытти тӗслӗхсенче тӳлевсем хывнине Чӑваш Республикин Финанс министерстви шута илсе пырать.»;
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
«5. Чӑваш Республикин патшалӑх гарантийӗсене панӑ чухне принципалӑн финанс тӗлӗшӗнчи тӑрӑмне тишкерессине, ҫак статьян 11-мӗш пункчӗн виҫҫӗмӗш абзацӗпе килӗшӳллӗн уйӑрса паракан тивӗҫтерӗвӗн ҫителӗклӗхне, шанчӑклӑхне тата ликвидлӑхне тӗрӗслессине, ҫавӑн пекех принципалӑн финанс тӗлӗшӗнчи тӑрӑмне мониторинг тӑвассине, уйӑрса паракан тивӗҫтерӗвӗн Чӑваш Республикин патшалӑх гарантийӗсене панӑ хыҫҫӑнхи ҫителӗклӗхне, шанчӑклӑхне тата ликвидлӑхне тӗрӗслесе тӑрассине Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн акчӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республики Финанс министерстви е ҫак статьян 7-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн явӑҫтарнӑ агент пурнӑҫлать.
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
«3. Чӑваш Республикин хаклӑ хучӗсене кӑлармалли условисемпе килӗшӳллӗн тӳлесе татмалли вӑхӑт ҫитиччен Чӑваш Республикин Финанс министерстви тулли калӑпӑшпа каялла тӳлесе илнӗ (улӑштарнине пула е Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе пӑхса хӑварнӑ ытти ӗҫсене пурнӑҫланине пула пухса илнӗ) Чӑваш Республикин патшалӑхӑн хаклӑ хучӗсен кӑларӑмӗсене Чӑваш Республикин Финанс министерствин йышӑнӑвӗпе срокчен тӳлесе татнӑ шутланаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
«21. Чӑваш Республикин патшалӑх парӑмне пӑрахӑҫлассине Чӑваш Республикин патшалӑх парӑмӗн калӑпӑшне Раҫҫей Федерацийӗн укҫипе кӑтартнӑ Чӑваш Республикин патшалӑх парӑмӗн обязательствисен тӗсӗсем тӑрӑх пӑрахӑҫлакан сумма чухлӗ чакарса пурнӑҫлаҫҫӗ, кун пек чухне пӑрахӑҫланӑ суммӑна Чӑваш Республикин республика бюджечӗн дефицитне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли ҫӑл куҫсенче кӑтартмаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
Чӑваш Республикин Раҫҫей Федерацийӗн укҫипе кӑтартнӑ Чӑваш Республикин патшалӑх гарантийӗсен парӑм обязательствисене Чӑваш Республикин патшалӑх гарантийӗсене пӑрахӑҫламалли никӗс (сӑлтав) шутланакан пулӑмсем йӗркеленсен пӗтӗмпех пӗтернӗ тесе йышӑнаҫҫӗ тата вӗсене асӑннӑ пулӑмсем (сӑлтавсем) йӗркеленсе пынӑ (йӗркеленни ҫинчен хыпар илнӗ) май Чӑваш Республикин патшалӑх парӑмӗ шутӗнчен кӑлараҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
Чӑваш Республикин патшалӑхӑн хаклӑ хучӗсене вырнаҫтарса тата Раҫҫей Федерацийӗ ют ҫӗршыв кредичӗсемпе тӗллевлӗн усӑ курнӑ шайра федераци бюджетӗнчен, ҫавӑн пекех тӗнчери финанс организацийӗсемпе ют ҫӗршыв банкӗсенчен ют ҫӗршыв валютипе кӑтартнӑ кредитсем илсе, вӗсен тӗлӗшпе Чӑваш Республикин кивҫен илекенӗн евӗр парӑм обязательствисем йӗркеленеҫҫӗ, Чӑваш Республикин республика бюджетне Чӑваш Республики ячӗпе кивҫен укҫа-тенкӗ явӑҫтарасси.»;
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
«Чӑваш Республикин патшалӑхӑн хаклӑ хучӗсене вырнаҫтарса тата Раҫҫей Федерацийӗн бюджет тытӑмне кӗрекен ытти бюджетсенчен, кредит организацийӗсенчен, тӗнчери финанс организацийӗсемпе ют ҫӗршыв банкӗсенчен Раҫҫей Федерацийӗн укҫипе кӑтартнӑ кредитсем илсе, вӗсен тӗлӗшпе Чӑваш Республикин кивҫен илекенӗн евӗр парӑм обязательствисем йӗркеленеҫҫӗ, Чӑваш Республикин республика бюджетне Чӑваш Республики ячӗпе кивҫен укҫа-тенкӗ явӑҫтарасси;
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
1. Чӑваш Республикин патшалӑхӑн шалти йышӑнӑвӗсене Чӑваш Республикин республика бюджечӗн дефицитне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерес тӗллевпе, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин парӑм обязательствисене татма, Чӑваш Республикин республика бюджечӗн счечӗсем ҫинче юлнӑ укҫа-тенкӗ юлашкийӗсене финанс ҫулталӑкӗ хушшинче тултарма усӑ кураҫҫӗ.
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
1. 2019–2024 ҫулсенче Чӑваш Республикин тивӗҫлӗ финанс ҫулӗнчи тата планпа пӑхнӑ тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен калакан Чӑваш Республикин саккунне улшӑнусем кӗртмесӗрех федераци проекчӗсен тӗллевӗсемпе кӑтартӑвӗсене тата результачӗсене пурнӑҫлассине тивӗҫтерекен регион проекчӗсене пурнӑҫлас тӗллевпе уйӑрса паракан бюджетсем хушшинчи трансфертсен калӑпӑшӗсене муниципаллӑ районсен бюджечӗсемпе хула округӗсен бюджечӗсем хушшинче тата (е) иртсе пыракан финанс ҫулӗ тата планпа пӑхнӑ тапхӑр хушшинче Чӑваш Республикин республика бюджечӗн тивӗҫлӗ финанс ҫулӗнчи пӗтӗмӗшле тӑкакӗсен шайӗнче пайласа парассине Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн нормативлӑ право акчӗсемпе улшӑнусем кӗртме пултараҫҫӗ.
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
«Муниципалитет пӗрлӗхӗсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене панӑ Раҫҫей Федерацийӗн, Чӑваш Республикин патшалӑхӑн икӗ е тата ытларах полномочийӗсене пурнӑҫланипе пулакан тӑкак тивӗҫӗсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме вырӑнти бюджетсене Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен уйӑракан субвенцисене вырӑнти бюджетсене Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен уйӑрса паракан пӗрлехи субвенцие пӗрлештерме пултараҫҫӗ, ӑна йӗркелемелли тата уйӑрса памалли йӗркене Чӑваш Республикин саккунӗпе Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви палӑртнӑ пӗтӗмӗшле требованисене пӑхӑнса ҫирӗплетеҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен вырӑнти бюджетсене уйӑрса паракан бюджетсем хушшинчи ытти трансфертсене муниципалитет пӗрлӗхӗсем хушшинче пайласа парассине Чӑваш Республикин черетлӗ финанс ҫулӗнчи тата планпа пӑхнӑ тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен калакан Чӑваш Республикин саккунӗпе тата (е) унпа килӗшӳллӗн йышӑннӑ Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн нормативлӑ право акчӗсемпе ҫирӗплетеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
«4. Вырӑнти бюджетсене Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен паракан субсидисене муниципалитет пӗрлӗхӗсем хушшинче пайласа парассине (конкурс никӗсӗ ҫинче пайласа паракан субсидисемсӗр, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн резерв фончӗн укҫи-тенки шучӗпе паракан субсидисемсӗр тата Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн тата Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин резерв фончӗсен укҫи-тенки шучӗпе паракан бюджетсем хушшинчи трансфертсем субсидисене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли ҫӑл куҫ пулса тӑракан субсидисемсӗр пуҫне) Чӑваш Республикин черетлӗ финанс ҫулӗнчи тата планпа пӑхнӑ тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен калакан Чӑваш Республикин саккунӗпе ҫирӗплетеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019