Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чысланӑ (тĕпĕ: чысла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлтӗр районти ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Юрий Зоринпа Леонид Пронин Надежда Разиновнана асӑнмалӑх парнесем, чечек ҫыххи парса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе пыракан ҫутӑ уявпа саламлатпӑр! // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... lamlatpar/

2022 ҫулта Сӑр тата Хусан хӳтӗлев сооруженийӗсене тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ асӑну медалӗпе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/

Александра Григорьевнӑна медальсемпе (7 штук), Тав хучӗсемпе парнесем парса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/

Юлашкинчен округ пурнӑҫӗпе аталанӑвне, вӗрентӳпе воспитани ӗҫне пысӑк тӳпе хывнисене наградӑсемпе чысланӑ, пилӗк ҫемьене хваттер туянма е пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума социаллӑ тӳлев илме право пуррине ҫирӗплетекен свидетельствӑсем панӑ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Пултаруллӑ та хастар Раиса Филиппована 2014 ҫулта агропромышленность комплексне аталантарассипе хастар ӗҫ кӑтартнӑшӑн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав хучӗпе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11683 ... -clen-sh-n

Ӗҫри ҫитӗнӗвӗсене кура Раиса Ивановнӑна пӗрре мар райӗҫтӑвкомӑн ялхуҫалӑх управленийӗн, колхоз правленийӗн Хисеп хучӗсемпе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11683 ... -clen-sh-n

«Чӑваш Ен тӗрӗллӗ картти» интерактивлӑ пазӑсене культура ҫуртне асӑнмаллӑх парса чысланӑ.

Он преподнёс в дар дому культуры интерактивные пазлы «Вышитая карта Чувашии».

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ те хӑтлӑ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/24/yuma ... a-urch-uln

Мала тухнӑ атлетсене медальсемпе, хаклӑ парнесемпе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ентешсене асӑнса // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе куравра ӗҫре палӑрнисене наградӑсемпе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Иккӗмӗш ҫӑкӑр» уявӗнче вӑрнарсене мухтанӑ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12363-ik ... ne-mukhtan

Леонард Левый кооператив членӗсене — Алина Гавриловӑпа Алена Сусметовӑна тата Марат Хуснутдинова Елчӗк муниципалитет округӗн Хисеп грамотисемпе чысланӑ май вӗсене ырлӑх-сывлӑх, малашнехи ӗҫре ӑнӑҫусем сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов салтаксен шӑлне юсанӑ тухтӑрсене чысланӑ.

Министр здравоохранения Чувашии Владимир Степанов поблагодарил врачей, лечивших зубы солдатам.

Салтаксен шӑлне юсанӑ тухтӑрсене чысланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34246.html

— Эпӗ унта: «Рекламӑна илӗр ӗнтӗ, доктор господин, ку питӗ паха та пысӑк ӗҫ, — тесе калӑп. Ҫаплах, питӗ паха та пысӑк ӗҫ тесех, калатӑп. Паллах, Цэрнэне малтан хӑйӗн ҫи-пуҫне кӑштах тасатса йӗркене кӗртме, ҫӑвӑнма хушмалла. Ҫаплах, ҫак ӗҫ пӗтӗмпех Цэрнэ тавра пулса иртет те. Цэрнэ ячӗпе эпир утмӑл ҫул хушши канмасӑр, хӑйӗн ҫӗр-шывӗн ырлӑхӗпе лӑпкӑлӑхӗшӗн ӗмӗр тӑршшӗпе пӗр ӳркенмесӗр ӗҫленӗ рабочие чысланӑ пек тӑвӑпӑр. Ҫӗршыв ӑна хисеплет, тейӗпӗр… Кунта Хородничану кирлӗ мар! Эпӗ хам, шкул директорӗ, ҫав сӑмахсене калатӑп. Вӗсен хул айӗсем кӑтӑкланмаллах калатӑп. Юлашкинчен вара эпӗ хам кӗсйерен ҫӗр лей кӑларатӑп та: «Тархасшӑн, мастер господин, эсир ҫакна, пӗчӗк укҫана ман ятӑмран илӗр, турӑ сире ытларах парӗ…», тейӗп.

— Я скажу: «Получайте рекламу, господин доктор, это монументальная работа!» Так и скажу: монументальная! Цэрнэ, конечно, необходимо предварительно послать немного пообчиститься. Да, вокруг Цэрнэ все это и будет происходить. В лице Цэрнэ мы будем чествовать рабочего, который в продолжение своих шестидесяти лет не знал отдыха, который всю жизнь безропотно работал для блага и спокойствия своей страны. И страна признательна ему… Не нужен здесь Хородничану! Я сам, директор школы, скажу это. Так скажу, чтобы у них у всех защекотало под ложечкой. А в конце речи я выну из собственного кошелька сто лей: «Пожалуйста, господин мастер, вот вам от меня эта малость, а господь бог пошлет вам больше…»

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хисеплӗ ентешӗмӗре ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе тата медальсемпе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ентеш // Авангард. http://avangard-21.ru/gazeta/44268-pir-n-entesh-73

Ҫак кунах Ф.Рахимзянова республикӑра Олимп юхӑмне сарас тата физкультурӑпа спорта аталантарас тӗлӗшпе тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑшӑн Раҫҫей Олимп комитечӗн Хисеп грамотине парса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Спорта парӑннӑ ҫын // Г.Юрьев. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%81%d0%b ... %8b%d0%bd/

Тӑрӑшуллӑ ӗҫчене районти тӗп больницӑн, район администрацийӗн, Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн министерствин Хисеп грамотисемпе пӗрре мар чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Фельдшер – ялти хисеплӗ ҫын // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%84%d0%b ... %8b%d0%bd/

Ку ҫеҫ те мар, ҫӗнтерӳшӗн каччӑсене хаклӑ парне – спорт велосипечӗ – парса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳшӗн – велосипед // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10668-c- ... -velosiped

Унӑн ӗҫне патшалӑх пысӑка хурса хакланӑ, нумай-нумай грамотӑсӑр пуҫне 5 хутчен тӗрлӗ медальсемпе чысланӑ, Патшалӑх Президенчӗ В.В.Путин та ятарлӑ ҫырупа саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ учителе манмастпӑр // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10676-kh ... manmastp-r

Республика кунӗнче «Эпӗ – хӗрарӑм» конкурс ҫӗнтерӳҫисене те чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем те хастар хутшӑнчӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10983-v- ... utsh-nch-c

Акатуй йӗркипе тӗрлӗ сферӑра палӑрнӑ ӗҫченсене те чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем те хастар хутшӑнчӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10983-v- ... utsh-nch-c

Борис Сюмайкина тӗслӗхлӗ службӑшӑн Хисеп хучӗпе те чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех