Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухласа (тĕпĕ: чухла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та ҫак вӑхӑтра ун пит-куҫӗ савӑнӑҫлӑн ҫутӑлса тӑрать, ҫакӑнтан тата йӗри-тавралӑха пит пӑхкаласа пынинчен вӑл хӑйӗн тӑван уй-хирӗ тӑрӑх пынине чухласа илме пулать.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кайран Ахтупайпа Северьян килте ҫуккинчен чухласа илчӗ вара: арҫынсем Эрнепипе Чечекпие шырама кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл йӑнӑшмарӗ — аллах ӑна куннинче те ҫак йывӑр лару-тӑрура мӗн тумаллине вӑхӑтра чухласа илме пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл чухласа илчӗ ӗнтӗ, хан ӑна вӑрҫма мар, тав тума чӗнсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫулланнӑ хӗр хӑй туйӑмне пытарма пӗлет ҫав, ун кӑмӑлне тӳрех чухласа илеймӗн.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗнле чухласа илеймен-ха эсӗ?

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫук, Карамыш эсӗ мӗнле ҫын иккенне ҫийӗнчех чухласа илме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлашкинчен Ятламас ӑна кунта шырани усӑсӑр пулнине чухласа илчӗ те каялла ҫаврӑнчӗ, майӗпен ҫӗр пӳрт еннелле ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унтан хӑй тӗллӗнех чухласа илчӗ: Василий Шуйский князь ҫӗнӗ хулана туса пӗтерни ҫинчен пӗлтерме Мускава кайнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйне канӑҫсӑррӑн тытнинчен ҫакна чухласа илме пулать: государе темле вӑрттӑн шухӑш асаплантарать, вӑл ӑна ниепле те татса параймасть курӑнать.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вунҫиччӗре пулсан та хӑй хӗрача пулса ӳснине чухласа илеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Ҫапла ӗнтӗ вӗсем, — текелерӗ Павӑл, хӑй нимпе те пулӑшаймасса чухласа.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Кизи» сӑмаха латинла темиҫе тӗрлӗ те ҫырса пӑхрӗ, анчах мӗнле тӗрӗсрех пулассине чухласа илеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл ҫӗр пӳрт патӗнче хӑйне кам кӗтнине чухласа илме те пултараймарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс ҫав уйран ҫӳпҫи пирки килмерӗн пулӗ те, Пикментей? — вӑл ывӑннӑ хыҫҫӑн мӗн ҫӑмӑлпа килнине ниепле те чухласа илеймерӗ Укҫук.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урамра тӑракан стариксем халь иртнӗ юлан утсем ахаль ҫар ҫыннисем пулманнине ҫийӗнчех чухласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ятламас калама ҫук ырӑ кӑмӑллӑ ҫын иккенне мӗнле маларах чухласа илеймен-ха вӑл?

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун пек калаҫӑва халиччен илтсех кайман тата Хусантипе Крымри ӗҫсемпе нихҫан та кӑсӑкланман Урасмет вӑл калаҫнинчен нумайӑшне ӑнкарса та ҫитеймерӗ, ҫапах та хӑш-пӗр япалана, уйрӑммӑнах икӗ мӑрса хушшинче мӗн пулса иртнине вӑл аванах чухласа илме пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл шухӑша кайрӗ, мӑрсасене ҫапла вӑрҫтарни кама тата мӗншӗн кирлӗ пулнине чухласа илме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Князь-мӑрса Сарыев-иҫ ара ку! — тин чухласа илет Карамыш.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех