Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухларӗ (тĕпĕ: чухла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уҫук кинемей те кунта мӗн пулса иртнине чухларӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Аманнӑ кашкӑр иккенне Откан малтанах чухларӗ, малти хӑрах ури суранлине те пӗлчӗ вӑл, ҫавӑнпа пӑшалне шултӑрарах етресемпе авӑрларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вара, аллине шала чиксе, стенисене хыпашласа пӑхрӗ, кунта тахҫантанпах вут хутманнине чухларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мавра Ҫтаппан халь ҫеҫ ҫултан таврӑннипе ним те пӗл-меннине чухларӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаша чӗлхипе тутине ҫуланӑран, вӑл шыв ӗҫесшӗннине чухларӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне, Ҫтаппан тарӑхса каласа панине итлесе, вӑл халиччен кунашкал киревсӗр ӗҫсене нихҫан та хутшӑнманнине, ытла та ырӑ кӑмӑллӑ этемне те чухларӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан тӑпра муклашки илсе чӑмӑртарӗ те ҫӗр пиҫсе ҫитейменнине чухларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тен, каччӑ та чухларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Сӑмах кам пирки пынине асламӑшне каламарӗ пулин те ватӑ ҫын хӑех чухларӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Арӑмӗ вӑл хумханнинченех чухларӗ: вӗсене темле инкек кӗтет.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Анчах халех кансӗрлеме юраманнине чухларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан мӗн каласшӑнне Наҫтик те чухларӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун кӑмӑлӗнчен, вӑл мӗн каланинчен Микула ҫывӑх ҫын е нихҫан ҫавӑрӑнайми тӑшман пуласса аван чухларӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунашкал этем таврара та пӗрех пулнӑран, Ҫтаппан вӑл камне часах чухларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Садыя текен хӗрарӑм кунта мӗн-мӗн илсе килмеллине каламасӑрах чухларӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуп мӗн те пулин сиснипе мар, ҫынна юратманнипе ҫеҫ павраса тӑнине чухларӗ Янтул.

Яндулу стало ясно, что поп о нем ничего конкретного не знает, а болтает от злости к нему да и ко всем людям.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Картиш варрине ҫитсен чухларӗ — ун пуртӑпа ним тумалли те ҫук, ҫав, пӳртре ҫакӑнса таракан пӗр ҫыхӑ табак ҫулҫине тураса пӑрахсан кӑна.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лашапа ҫӳреме тем пек кӑмӑлласан та вӑл мӑрса хушнӑ чӑрмавлӑ ӗҫшӗн пӗрре те савӑнма кирлӗ маррине лайӑхах чухларӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кашни разъездрах пуйӑс мӗншӗн чылай чарӑнса тӑнине чухларӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку ҫырӑва илсен, Слюсарев шухӑша ӳкрӗ: унта Баратынски-монархиста тӗртсе илнине чухларӗ, Алексей Алексеевич час-часах Питӗртен «пӑтранчӑк хыпарсем» илтсе килнисем ҫинчен ҫырнине те туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех