Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунӗсене (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чунӗсене уҫса калаҫнӑ-и вӗсем, Ваҫукпа ун арӑмӗ, пӗр-пӗринпе?

Говорили ли они хоть раз с Праски по душам?

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр уйӑх ытла ӗнтӗ французсем мӗн тупса ҫиме пултарнӑ, ҫавсемпе чунӗсене усракаланӑ.

Больше месяца французы живились тем, что им удавалось раздобыть.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чунӗсене пусарма ҫеҫ кантур путвалне уҫса пӑхаҫҫӗ Миккипе Янтул.

И вот, чтобы успокоить душу, Яндул и Микки собрались побывать в этом жутком подвале.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чунӗсене сутӑн илесшӗн.

Намереваясь купить их души.

Ят шырани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кам панӑ вӗсене ирӗк ҫын чунӗсене таптама, япалисене ҫаратма, кил-ҫурчӗсене юхӑнтарса хӑварма?

Почему они смеют топтать людские души, уродовать жизни людские, грабить, пускать по миру целые семьи, хозяйства?

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Талантлӑ авторӑн пултарулӑх вучахӗ ҫынсен чунӗсене ӑшӑтсах тӑтӑр!

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Хӗрӗх ҫул ытла унӑн тӗпчев ӗҫӗсен тӗп теми – вӗресе-тапса тӑракан, ҫав тери тӳсӗмлӗ чӑваш ялӗ, хӑш чух чунӗсене ӗҫпе пиҫӗхтерсе хӗстернӗ, ҫапах кӑмӑллӑ ҫыннисем, ытларах кӗрхи-ҫу сӑн ҫапнӑ йӑли-йӗрки пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Сӗвемӗн-сӗвемӗн иртсе пыракан чӑваш пурнӑҫӗнчи хурапа шурра 47 ҫул хушши тишкернӗ тарӑн шухӑшлӑ тӗпчевҫӗ // Леонид Атлай. Whatsapp

Краснов, Андреев — чӑваш салтакӗсем, Зайцев — чӑваш рабочийӗ, Петров — чӑваш морякӗ тата ыттисем те пӗр ротӑран тепӗр ротӑна ҫӳресе чӑваш салтакӗсен чунӗсене ҫӗклентернӗ: пӗр Совет влаҫӗ кӑна хура халӑха чӑн-чӑн ҫӑмӑллӑх, ҫӗр тата ирӗклӗ пурнӑҫ пама пултарасса шантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Нушара пурӑннӑ хресченсем — «ҫӗрпе ирӗк» халӑхӑн пулмалла, куланай тӳлемелли йӗркене пӗтермелле, — тенине илтсен, патша саманине ишӗлтермешкӗн хӑйсен чунӗсене те хӗрхенмен: Тимофей Николаевич мӗн каланӑ — ҫавна тума хатӗр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа чунӗсене мӗнле йывӑр пулсан та кӑҫал ӗнине сутма шутларӗҫ, ҫавӑнпа хӗле утӑ та хатӗрлемерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Эпӗ вӗсене, Ритль, вӑрманӑн пӗчӗк ҫак чунӗсене, хӗрхенсе кайрӑм; анчах эпӗ вӗсене мӗнпе пулӑшайӑп?..

Мне стало жалко их, Ритль, этих маленьких лесных душ; но чем я мог им помочь?..

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Унти тӗп шухӑш: каттӑркӑри ҫынсен чунӗсене музыка питех те пархатарлӑ витӗм кӳмелле.

В ней я провожу мысль, что весьма благодетельное влияние на души каторжан оказала бы музыка.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

Вӗсем нӳрлӗ тӑпра ҫинчен ҫӗкленчӗҫ, хурлӑхлӑ вырӑнтан хыпаланса утса кайрӗҫ; вара тинех ҫӗкленчӗк чунӗсене лӑплантара-лӑплантара, пӗр-пӗрин валли кирлӗ сӑмахсем тупа-тупа калаҫрӗҫ, хӑйсен лару-тӑрӑвӗнче ку таранччен тӗшмӗртменнине уҫӑмлатрӗҫ.

Они встали, удалившись от печального места, и тогда, наконец, взаимные слова, приведенные в некоторый порядок силой возбужденных душ, объяснили каждому то, что оставалось неясным в их положении.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Ҫапла калаҫни виҫҫӗшне те чунӗсене пусарчӗ, пӗр хушӑ пурте шӑпӑрт ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Теприсем «Волгӑпа» ярӑнса чунӗсене килентернӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Иудейсен чунӗсене турӑ патне туртса хӑпартма кирлӗ! —

Иудейские души до бога подтягивать.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Пур ҫветтуйсене те асӑнса тупа тӑваҫҫӗ, чунӗсене параҫҫӗ, анчах укҫи-хуйхӑр, рабочисем валли укҫа тупатпӑр.

Клянутся всеми святыми, а деньги прячут, но ты, товарищ комиссар, не горюй, для рабочих мы денег найдем.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫук, ӗҫ кунта Ленин ҫынсен чунӗсене этемле ҫывӑххӑн та тарӑннӑн туйса ӑнланнинче, ҫав сисӗмлӗх хӑш лару-тӑрура палӑрнинче кӑна мар; чи кирли кунта — Ленин событисем пурпӗрех Алексейшӗн ӑнланмалла, тем тесен те вӑл хӑйӗн йӑнӑшне тавҫӑрса илмелле ҫулпа аталанассине пӗтӗм чун хавалӗпе шанса тӑнинче пулчӗ.

Что дело тут было не только в человеческой чуткости Ленина и даже не в том, при каких обстоятельствах эта чуткость проявилась; дело было в беспредельной уверенности Ленина, что события будут обязательно развиваться так, что Алексей поймет, не сможет не понять свою ошибку.

18 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Пурне те унӑн туллин силленсе тӑракан кӳлепи килӗшнӗ, унӑн сӗткенлӗ хӗрхӗлтӗм тути сӑхлантарнӑ, илӗртӳллӗн янӑракан кулли ҫӗклентернӗ, хуралличен пиҫнӗ чие ҫырли пек ҫуланса тӑракан куҫӗсем чунӗсене тивнӗ.

Всем нравится ее пышный, колыхающийся стан, ее сочные, розовые губы, звенящий, увлекательный смех и маслянистые черные, как вишни, глаза.

III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Хӑйсен чунӗсене Гитлера сутни ҫинчен вӗсем уҫҫӑнах ҫыраҫҫӗ.

Боны сами пишут, як продали душу Гитлеру.

Тискер «йӗрке» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех