Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

читлӗхе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсем хӗрхеннӗ ӑна, алла илесшӗн пулнӑ, анчах ӑмӑрткайӑк ҫынсене хирӗҫ тӑнӑ, текех читлӗхе кӗресшӗн пулман.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пӗррехинче ӑмӑрткайӑка читлӗхе хупса пӑхнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тимӗр решеткеллӗ читлӗхе арӑслансем мӗкӗрсе кӗнине курсан, шартах сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыттисене каялла читлӗхе хупнӑ чухне пач ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Читлӗхе лекнӗ пекех пулчӗ Вассана.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихон Иванович сана кӑсӑяна тытнӑ пек тытса килнӗ те читлӗхе янӑ.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Читлӗхе.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унтан, кӑшт тӑна кӗрсен, читлӗхе лекнӗ кайӑк пек, унталла та кунталла сиккелеме тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

«Чуниллисем, ҫак хӑмӑшлӑха кӗрсен, мана тупма пултараҫҫӗ, — читлӗхе лекес кайӑк пек, хӑраса шухӑшлать Кирук. — Мӗн тумалла?

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пуҫлӑх та, мӗнпур чун хавалне пухкаласа, ӗрӗхсе кайнӑ ахӑлтатӑвне чаракласа «читлӗхе» хӑваласа кӗртсе хупрӗ те, хашка-хашка сывласа, Полбутылкин-ҫур кӗленче ҫине куҫне тӗпчевлӗн ывӑтса илчӗ, вара, крафинран ярса, виҫӗ стакан та ҫурӑ шыв ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Чее тилӗ те читлӗхе лекет, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Тукай хӑйне мӗнле мӑшкӑл кӑтартнине аса илсен вӑл вырӑн ҫинчен сике-сике тӑчӗ, читлӗхе хупнӑ кашкӑр пек, пӳлӗм тӑрӑх чупрӗ, шӑлне шатӑртаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑчӑрне читлӗхе астарса кӗртмелли апачӗсене Лев Борисович Мускавранах илсе килнӗ: тӗрлӗ йышши тырӑ пӗрчисем, йывӑҫ вӑррисем…

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Тытса читлӗхе хупман пулсан ман кӑвакарчӑнсен ҫӑмартисене йӑлтах вӑрласа ӗҫсе пӗтеретчӗ, эпӗ вара Вадима нимӗн те параймастӑм.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Атя, чӗррӗнех тытатпӑр та читлӗхе хупса усратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Инҫетрен халь ҫеҫ вӗҫсе килнӗ, ирӗкре, хӑйӗн мӑшӑр тусӗпе пӗрле, ҫурхи илеме курса киленсе пурӑнас, чӗпписене пӑхса ӳстерес, хурт-кӑпшанкӑ пухни-ҫинипе этеме усӑ тӑвас кайӑка тытса тӑвӑр читлӗхе хупса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.

Наччас унтан Етӗрне районӗнчи пӗр шульӑка ҫеҫ мар «читлӗхе» хупнӑ сотрудник ҫитсе «хураха» пистолетран персе вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Читлӗхе хупса хунӑ тискер кайак пек, Михапар пӗр чарӑнмасӑр утать, ҫаврӑнса ҫӳрет.

Арестованный Мигабар снова ходит, словно зверь, загнанный в клетку.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тискер кайӑк хуйхине манса кайтӑр тесе хуҫа читлӗхе тепӗр йытӑ кӗртсе янӑ, анчах арӑслан ӑна ҫавӑнтах ҫурса тӑкнӑ.

Хозяин думал, что лев забудет свое горе, если ему дать другую собачку, и пустил к нему в клетку живую собачку; но лев тотчас разорвал ее на куски.

Арӑсланпа йытӑ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 34–35 с.

Вӑрахчен лартӑм, пайтах шухӑшларӑм, унтан ура ҫине тӑратӑп та читлӗхе илесшӗн кармашатӑп.

Долго сидел, думал, потом встаю, хочу взять клетку.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех