Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чир сăмах пирĕн базăра пур.
чир (тĕпĕ: чир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сайра калаҫакан пулчӗ илемлӗ хӗрарӑм, ӑна сасартӑках хӑрушӑ чир килсе ҫапрӗ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Амӑшӗ йывӑр чир хыҫҫӑн суккӑрланса юлать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вара тем чир те иртсе кайӗ! — хута кӗчӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑранипе хама сивӗ чир тытнӑ пек силлет, анчах шалтине тула кӑлармастӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ҫапла платник пӗррехинче хӗне каять, йывӑр чир ӑна леш тӗнчене ӑсатать.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Укҫа вӑрри вӑлах пулсан, ӑна тепӗр куннех вӗри чир ҫапса ӳкерӗ.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

— Чахутка — вилмелли чир.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫитӗнсе ҫитичченех ӑна йывӑр чир урасӑр хӑварчӗ, ҫавӑнпа та вӗсем кирлӗ пек тӳрленмеҫҫӗ те, хуҫланмаҫҫӗ те.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та кайӑк грипне тӗп тӑвас тата малалла ытти ялсене сарӑлма парас мар тесе ятарлӑ хушӑва алӑ пуссан, Туктамӑш ялӗнчи хуҫалӑхсенчи кайӑк-кӗшӗкпе унтан илнӗ продукцие пуҫтарса илсе (Патӑрьелпе Комсомольскинчи чир тупнӑ ялсенчи пек) тӗп тума та пултарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Туктамӑш ялӗнче карантин туса хунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1833- ... -tusa-khun

Колхидӑра ҫурри шывра ларакан вӑрмансенче сивӗ чир саракан вӑрӑмтунасем пит нумай тата шапасем миллионӗ-миллионӗпех.

В колхидских полузатопленных лесах много комаров — разносителей лихорадки, миллионы лягушек.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсенче дискуссисем пыраҫҫӗ, ку енӗпе малалла аталанма чӑрмантаракан «чир точкисене» палӑртаҫҫӗ.

На них ведутся дискуссии, выявляются «болевые точки», мешающие дальнейшему развитию в этом направлении.

Пушкӑртстан отрасльсен хушшинчи кооперацийӗн аталанӑвӗпе малта пырать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... at-3468530

Кӑҫал республика тухтӑрӗсем 22 012 ҫынра чир тупса палӑртнӑ, кашни виҫҫӗмӗш диагноза пуҫласа лартнӑ.

Всего же в текущем году врачи республики выявили 22 012 заболеваний, каждый третий диагноз поставлен впервые.

Пилӗк уйӑх хушшинче «сывлӑх поезчӗн» бригадисем 150 пин ытла ҫынна тӗрӗсленӗ // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/%D0%A1%D1%8B%D0% ... en-3442955

Тен, темле усал чир килсе тухсан?..

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

ПР Сывлӑх сыхлав министерствинче сахӑр диабечӗ, атеросклерозпа рак пекех, час-часах инвалидпа вилӗм патне илсе пыракан виҫӗ чир шутне кӗнине каласа панӑ.

В Минздраве РБ рассказали, что сахарный диабет, так же, как атеросклероз и рак, входит в тройку заболеваний, наиболее часто приводящих к инвалидности и смерти.

Уфари 18-мӗш больницӑра диабетпа чирлисем валли шкул ӗҫлет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... et-3375024

Ӗҫпе-и, пӗлӗшсемпе-и - пӗлтерӗшлӗ мар, чир кирли - пӗр тӗллев пултӑр.

Неважно по работе или просто знакомые, главное, чтоб у вас была одна цель.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӑна республикӑри ветлабораторие тӗрӗслеме илсе кайнӑ та урнӑ чир пулнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта кушака пула — тепӗр карантин // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35805.html

Ара, кирек хӑш самантра та кунта пурӑнакансене хӑйсене тӗллӗн ҫеҫ хӑварма ҫук-ҫке, чир аптратса ӳкересси час-час пулать ватӑсен.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Чир чӗрре кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл, чир ҫинчен пачах манса кайнӑскер, сасартӑк ырату хӗссе илнипе карт сикрӗ те тунката ҫине ларчӗ, ыйхӑран вӑраннӑ пек пулса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

«Чир уҫӑлать, — терӗ вӑл ӗҫрен таврӑннӑ амӑшӗпе йӑмӑкне.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех