Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑвах шутла-ха: хӑр тӑлӑх кӗтӳҫӗ ачи генерала, статски советник чинне ҫитме пултарнӑ вӗт!
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫулталӑк ытла иртнӗ Слюсаревпа калаҫнӑранпа, анчах адъютант чинне иличчен чылай салтаксене фронта вӗренте-вӗренте кӑларса янӑ Эльгеев, казармӑрах вӑхӑта ирттернӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Офицера тухӑччӗ, тен, капитан чинне ҫитӗччӗ, тетӗн.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пушартилле кӑшкӑрса Пантен «Вӑрттӑнлӑха» ҫил ҫинчен кӑларчӗ; карап чарӑнчӗ, ҫав вӑхӑтрах крейсер патӗнчен шурӑ перчеткеллӗ лейтенантпа командӑна лартса пӑспа ӗҫлекен катер ку еннелле ыткӑнчӗ; карап палуби ҫине улӑхсан лейтенант йӗри-тавралла тӗлӗнерех пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан Грэйпа пӗрле каютӑна иртрӗ, тепӗр сехетрен тухрӗ те — аллине тӗлӗнерех сулкаласа, чинне ӳстернӗ чухнехилле йӑл кулӑпа ҫиҫсе сенкер крейсер патне ҫул тытрӗ.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Сӗтел хушшинче ларакансенчен чи асли — Ҫурҫӗр Кавказри вӑйсен ҫар руководителӗ Снесарев — пысӑках мар, нӑкӑ ӳт-пӗвлӗскер, тачка сӑмси ҫине куҫлӑх лартса янӑ, кӑвакара пуҫланӑ ҫӳҫне ежикла кастарнӑ этем, — хӑйӗн ӗлӗкхи аслӑ чинне пула тата халӗ те пысӑк вырӑнта ӗҫленине кура — куҫлӑхӗ витӗр хаяррӑн пӑхкаласа ларать.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Унӑн чинне тата кӑмӑлӗн ырӑ енӗсене хисеплесе, эпӗ ҫакӑнпа хавассӑнах килӗшрӗм.Я охотно согласился на это из уважения к его сану и личным достоинствам.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Дунай ҫинче туроксене ҫӗнтернӗшӗн, Бухарестри миршӗн — граф тата князь ятне илнӗ; Бородиношӑн — фельдмаршал чинне, Наполеона аркатса тӑкса хӑваласа кайнӑшӑн «Смоленский» текен титул илнӗ.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Анчах Польшӑри ҫапӑҫусемшӗн, Кагулшӑн, Ларгӑшӑн, Браунау-Цнайм похочӗсемшӗн орденсем, наградӑсем, генерал чинне илнӗ.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Анчах 1761 ҫулта, Михаил Илларионович корпусран вӗренсе тухса прапорщик чинне илсе ҫарта служить тума пуҫланӑ вӑхӑтра, Петр патша тунӑ йӗркесем питех те сахал упранса юлнӑ.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
I Петр кӑларнӑ закон тӑрӑх, ҫамрӑк дворянинӑн темиҫе ҫул хушши салтак, унтан унтер-офицер пулса служить тумалла пулнӑ, строевой служба вӑхӑтне служить туса ирттернӗ хыҫҫӑн, вӑл тин офицер чинне илнӗ.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Икӗ ҫултан, хӑй калашле, унӑн «чинне хӑпартнӑ»: вӑл помещик лашисене кӗтме пуҫланӑ.И через два года, как он сам выражался, «получил повышение в чине» и пас уже помещичьих лошадей.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Исправникӗ хӗҫпе пулнӑ, картузӗ те унӑн, хӑй чинне кура, тивӗҫлӗ формӑпа ҫӗлетнӗскер пулнӑ.
Тарни // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Пирӗн легионсенче ҫапӑҫса, вӑл хӑйӗн паттӑрлӑхне кӑтартрӗ, гражданин венокне тата декан чинне илме тивӗҫлӗ пулчӗ…Он, сражаясь в наших легионах, доказал свое мужество, заслужив гражданский венок и чин декана…
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вара темле тӑруках илтсе яратӑн: пӗр минут малтанрах ҫеҫ шухӑша кайса чаплӑн ларнӑ пӗтӗм вӑрман халь ӗнтӗ темиҫе ҫӗр кайӑк сассипе тулать, ҫӗр ҫинчи чи таса чӗрчунсем чӑрманса хӑтланнипе тулать, ҫӗр ҫинчи илемлӗхӗн ашшӗ, этем, хӑйне йӑпанмашкӑн эльфсене, херувимсемпе серафимсене тата мӗнпур ангелсен чинне ҫав чӗрчунсем майлӑ туса шутласа кӑларнӑ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл ҫынсем вырӑсла чарусӑр, французла чӑкӑртӑш пулнӑ; вӗсем ют ҫӗршыв ҫыннисемпе кӑна кӑмӑллӑн калаҫнӑ; вырӑссемпе вӗсем хӑш чух ачаш пулнӑ, хӑш чух вӗсене хӗрхеннӗ, анчах полковник чинне ҫитейменнисене пурне те «эсӗ» тенӗ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ангальт-Цербстская принцесса, Орловсем хӑйне пӗтӗм Россия императрицин чинне панӑскер, хӗрарӑмӑн тата аскӑнчӑкӑн чеелӗхӗпе усӑ курса, харсӑр олигархсене пысӑк хисеп парса, кӑмӑллӑн кулкаласа, вӗсене хресчен чунӗсене парса, хӑш чух хӑйӗн патша учӗпе йӑпатса, вӗсен ҫӳҫӗсене касма та, вӗсен тискер туртӑмӗсене лӑплантарма та пӗлнӗ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
— Миҫе ҫул эпир пӗр-пӗрне курман! — тенӗ Мигель, — эпӗ эсӗ капитан чинне илнӗ пулӗ тесе шухӑшланӑ.— Сколько лет мы не виделись! — сказал Мигель, — я думал, что ты уже получил капитана.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Каялла чакнӑ чух та вӑл пӗрремӗш степеньлӗ тимӗр хӗрес тата хӑй чинне ӳстересси ҫинчен ӗмӗтленме пӑрахман.
145 полк ялавӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 145–155 с.
Калугинпа полковник, хӑйсем ҫав тери аван ҫынсем пулсан та, хурланма мар, ҫавӑн пек ҫапӑҫӑва кашни кулленех курма хатӗр, вӗсемшӗн пулсан, кашни ҫапӑҫу хыҫҫӑнах ылтӑн хӗҫпе генерал-майор чинне илсе пултӑр.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Лучӑрканса пӗтнӗ хут ҫинче лайӑх пӗлекен ят курӑнса тӑнӑ, вал ятӑн инициалӗсем, кунта чинне те шута кӗртсен, виҫӗ саспалли: «К.К.К.» пулнӑ.
LХХVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.