Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чикнӗ (тĕпĕ: чик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хулигансенчен пӗри варӑ, чӑн асли, Бычков тенӗскер, нумаях та пулмасть колонире ларса килнӗскер, ҫӗҫҫине туртса кӑларнӑ та ҫав ҫынна малтан тутинчен чикнӗ, унтан чӗринченех лектернӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Укҫине чикнӗ, документсене ас туман…

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Тамара текенни пулатӑп, — кивӗ перчеткене хывса фуфайка кӗсйине чикнӗ хыҫҫӑн аллине хӑюсӑррӑн тӑсрӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унта Ф. Висенерова ҫырӑвӗ тӗрӗс пулни ҫинчен, столовӑйри йӗркесӗрлӗхсемшӗн В. Сардимирова ӗҫрен хӑтарни тата вӑл ултавлӑ майпа хӑйӗн кӗсйине чикнӗ укҫана унран каялла шыраса илни ҫинчен ҫырнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Унӑн ячӗпе суя документ майлаштарса ӗне укҫине Сардимиров пӗтӗмпех хӑйӗн кӗсйине чикнӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Тути ма ывӑнмасть-ши ку инкен!» — пӑшӑрханса утать пуҫне чикнӗ Изамбаев.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Сӑхман кӗсйине ҫанталӑк тӑрук сивӗтсе пӑрахасран хӑраса алсиш чикнӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Пире халиччен те хура хурамаран кӑна ҫакман, пире шывра та путарнӑ, ҫӗре те чӗрӗллех чавса чикнӗ, ӳте-тире те сӗве-сӗве илнӗ, пуҫсене, каса-каса илсе, шалча ҫине лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ним айӑпсӑр ачана пӑвса вӗлернӗ, хускалайман ҫынна ҫӗре чавса чикнӗ чухне пит паттӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫынсем калаҫҫӗ, вилейменскерех ӑна ҫӗре чикнӗ, теҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сысна чикнӗ чухнехи пек ҫухӑрни илтӗнсе кайрӗ: ҫирӗмсенчи улӑп пек паттӑр хулҫурӑмлӑ арҫын пӑрӑнса ӗлкӗреймерӗ, юман айне пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ман пиччене чӗрӗллех ҫӗре чикнӗ чухне ӑна ҫӑмӑл пулнӑ тетӗн-им! — кӑшкӑрчӗ тепри.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чылай хушӑ тертленнӗ хыҫҫӑн хӗр ҫӑварне персе чикнӗ ҫӗтӗке тӗксе кӑларчӗ-кӑларчех.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакна курса вара хайхи ҫӑварне пӗтӗрсе чикнӗ ҫӗтӗк татӑкне чӗлхипе тӗксе кӑларма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лавҫӑ утӑ айне чикнӗ ҫавапа туртса кӑларчӗ те ачасене хӑйпе пыма чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫиесси килчӗ пулсан та, сумкӑна чӗркесе чикнӗ апат-ҫимӗҫе уҫса ҫимерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Телефон та, шыва чикнӗ пек, шарламасть.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Унччен те пулмарӗ, алӑкра арӑмӗн ҫиллес сӑнӗ курӑнса кайрӗ: ҫийӗнче ӗҫ халачӗ ҫӳҫӗсене пӗчӗк тутӑр айне пуҫтарса чикнӗ, аллинче пуш витре.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Пӗрре ҫапла урапа кустӑрми ҫине тӑрса алла хутаҫа чикнӗ кӑначчӗ — пӗр салтак ман ҫине акӑрса ячӗ те чупса пырса ман кӗсьесене хыпала пуҫ-ларӗ.

Куҫарса пулӑш

Граждан вӑрҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл пиншаксӑр, сулахай ҫаннине пиҫиххи айне чикнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех