Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чикет (тĕпĕ: чик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта вара вӑл япала таврашӗ чикет.

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

2022 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗ: Нью-Йорк штатӗнчи Чотокуа хулинче лекци ирттернӗ чухне Рушди ҫине тапӑну пулса иртет, сцена ҫине сиксе хӑпарса пӗр ҫын ӑна мӑйӗнчен тата кӗлеткинчен ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикет.

12 августа 2022 года во время лекции в городе Чотокуа, штат Нью-Йорк, на Рушди напал человек, который вскочил на сцену и несколько раз ударил его ножом в шею и тело.

«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC

Сире хӑш енчен чикет эпир мӗнле ӗҫлени?..

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

(Кашкина, хучӗсене пухса, сумкине чикет.)

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

(Йӑпшӑнса пырать те аллине чаршав ӑшне чикет.)

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Раман Анюта еннелле никам сисмесле мар пӑхса илет те каллех пуҫне йывӑҫ кутнелле чикет, такама темшӗн шӑмарнӑн, пӑчкӑ аврине хытӑрах та хытӑрах чӑмӑртать.

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл аллине хӑвӑрт кӑна кӗсйине чикет, тирпейлӗн хутлатнӑ хаҫат туртса кӑларать те ӑна Завьялова тӑсса парать.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов паспортне илсе ӑна кӗсйине чикет.

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов аллине кӗсйине чикет, унта унӑн яланах пӗчӗк кӗнеке — хула ҫывӑхӗнчи поездсем мӗнле ҫӳренине пӗлмелли расписани пур.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тата кам килсе чикет ӑна пирӗн ещӗке?

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Унтан тем аса илет, аллине саппун кӗсйине чикет.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Коля пӗрмай, шӑппӑн ҫаврӑнса, куҫран пӑхса илет те — Укахви пуҫне чикет, унтан хӑй черечӗпе ун ҫине пӑхса илет.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫав ҫыннӑн сӑмахне кам хӑлхана чикет!

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ара, ҫын укҫине хӑй кӗсйине чикет мар-и?

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Анчах вӑл мӗншӗн Мерчен Мишши пек йӑпӑлтак пулӑсен сӑмахне хӑлхана чикет — ҫавӑ тӗлӗнтерет.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тарас пуҫне чикет, именет.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Юлан утли юланпа Виҫ хӑлаҫлӑ сӑнӑпа Чикет, вӑрҫать салтакпа, Вуник пуслӑ ҫӗлен пек; Ҫуранни те ҫӗмӗрлен Ярать тӑшманшӑн инкек.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тытнӑ-тытман Еркиней Салтать тутӑр вӗҫсене: Унта тупать кӑмӑлне Чӗкеҫ ҫӳҫӗ пӗрчине, Чикет ӑна кӗсйине.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Мӗн ҫав хӗрлӗ йытӑ, ҫирӗн хушша сӑмсине чикет?

— Чего она сует нос в вашу семейную жизнь, эта рыжая?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хайхи вӑрӑ пырса аллине хӳме хушӑкне чикет кӑна — ӑна хаяр йытӑ ярса илет те тулласа тӑкать…

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех