Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чечекпе (тĕпĕ: чечек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна та, ачана танлаштарнӑ пекех, чечекпе танлаштарас килет.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Пирӗн хӗре чечекпе илӗртсе, диспетчер службипе черетсӗр усӑ курма шутларӑн иккен-ха?

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ача садӗнче, шкулта ӑс пухакансем те кунта паттӑр космонавтсене сума суса чечекпе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Космонавтика паттӑрӗсене сума суса // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60739

Амӑшӗ пуҫне усса, сассӑр ӗсӗклесе, айккине пӑрӑнать те, вилтӑпри патне ял ҫамрӑкӗсем шӑппӑн пырса пуҫ таяҫҫӗ, ӑна тем тӗрлӗ чечекпе илемлетсе хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Вуланӑ пулсан астӑватӑр пуль: ҫав драмӑри пӗр герой пурнӑҫа илӗртӳллӗн ҫеҫкеленекен капӑр чечекпе танлаштарать те: «Анчах ҫав чечеке пӗрпӗр кун сӗмсӗр качака ҫисе яма пултарать», — тет.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Парка, чашкӑрса ӳсекен курӑкпа, пин-пин чечекпе хупланнӑ хӑй.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Пыл хурчӗсем вара хӑйсен тулса тӑкӑнакан телейне пӗр ҫемӗллӗ, кӗске, чечекпе чечек хушшинчи сӗрлевӗпе «юхтара-юхтара, сапала-сапала», этемшӗн пархатарлӑ, ырми-канми, вӗҫӗмсӗр тӑрмашӑвӗпе хӗрпе каччӑпа хӗрӳ тупӑшӑвах тухнӑ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ӗҫӗн тӗшшине, ӗҫӗн савӑнӑҫне тупнӑ ҫынсен кӑмӑлӗ пекех, пӗтӗм улӑх ҫӗр тӗрлӗ чечекпе ҫиҫсе хумханса тӑрать.

Усеянный пестрыми цветами луг, словно чувствуя настроение людей, вкушающих радость труда, колышется ровно, покойно.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах та Чечекпе Кавруҫшӑн Ҫитес ир савӑнӑҫлӑ мар.

Куҫарса пулӑш

XXXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Юратнӑ ҫынсен чӗрине ҫӗнсе илӗр: чечекпе е парнепе савӑнтарӑр.

Покоряйте своих возлюбленных, дарите им цветы и пикантные подарки.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Куншӑн сире мӑшӑр чечекпе, парнепе савӑнтарӗ, ӑшӑ туйӑмсем парнелӗ.

В качестве бонуса от нового распределения ролей вам обеспечены цветы, подарки и обожание.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑл кашни ир ҫӳрекен уҫланкӑ, ем-ешӗл курӑкпа та сап-сарӑ чечекпе ҫиҫсе тӑнӑ уҫланкӑ, йӑлтах ҫаралса юлнӑ; таврара пӗтӗмпе кичемлӗх, тунсӑх…

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хӗп-хӗрлӗ те кӑн-кӑвак чечекпе тулнӑ улӑх тӑрӑх утса пырать пек; ун тавра мана тыт та, мана тыт тесе хитре хӗрсем чупкаласа ҫӳреҫҫӗ; Патирек вӗсенчен пӗрне ал вӗҫҫӗн йӑтать те чакӑл сӑрт тӑрӑх ялалла хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Клеткӑллӑ костюмлӑ, шурӑ пархӑт чечекпе капӑрлатнӑ хӗрлӗ-хӑмӑр шлепкеллӗ Отилия Гервак унашкал ӗренкеллӗ пин хӗрарӑмран нимӗнне те уйрӑлса тӑмасть-тӗр, авӑккӑн куҫкалакан харшисен айӗнче кӑвак куҫӗсем сиввӗн пӑхаҫҫӗ, ҫакӑ куҫӑмсӑр тинкерӗвӗнче питех те уҫӑмлӑн хытсах ларнӑ тейӗн.

В клетчатом костюме и коричневой шляпе с белыми бархатными цветами, Отилия Гервак ничем не выделялась бы из тысячи женщин своего типа, не будь ее холодные серые глаза под резко сдвинутыми бровями так отчетливо неподвижны в выражении застывшей пристальности.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Чӗрен сулахай енчен, кӗтмен ҫӗртен ыткӑна-ыткӑна тухса тата пытана-пытана, нӗрсӗр ҫӗлен авкаланать, ҫӳлелле ҫӗкленӗ, чечекпе тулнӑ ҫара алла сӑхать те сӑхать; сылтӑм енчен хӗрарӑмӑн ҫав тери чипер алли курӑна-курӑна каять, ыйткалакан старик шлепкине ылтӑн укҫа тӑкать те тӑкать.

Из левой стороны сердца, прячась и кидаясь внезапно, извивалась отвратительная змея, жаля протянутые вверх руки, полные цветов; с правой стороны высовывалась прекрасная голая рука женщины, сыплющая золотые монеты в шляпу старика-нищего.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Унтан самантрах килсе тулнӑ ушкӑн — вун пилӗк ҫын — хушшинче йӑрӑм-йӑрӑм костюмлӑ, чечекпе капӑрлатнӑ шлепкеллӗ ҫамрӑк хӗрарӑм е хӗр кӗрсе тӑчӗ.

Затем, среди разом нахлынувшей толпы, — человек пятнадцати, — появилась молодая женщина или девушка в светлом полосатом костюме и шляпе с цветами.

XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Юлашкинчен опытлӑ сӑмса лайӑх пӗлекен шӑрша — хӗрарӑм шӑршипе парфюмерин кӑткӑс тути-техӗмне, чечекпе пир-авӑр тата тасалӑх шӑршине уйӑрса илчӗ.

Наконец он различил так хорошо знакомый его опытному носу запах женщины, сложный букет парфюмерии, цветов, материи и чистоты.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.

Галеран эрни-эрнипе килӗнче ларать, пыл хурчӗ ӗрчетет, вулать е парӑслӑ кимӗрен пулӑ тытать, тата Покетри «Кӗл чечекпе слива» хӑна ҫуртӗнче эрни-эрнипе пурӑнать, черетпе е бильярдла, е картла вылять.

Галеран неделями сидел дома, разводя пчел, читая или занимаясь рыбной ловлей с парусной лодки, и неделями жил в покетской гостинице «Роза и слива», играя поочередно то на бильярде, то в карты.

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Вӑл чӳрече умӗнче тӑрать, тӗттӗм — ҫур ҫӗр вӑхӑтӗнчи негр пек, унта вара, — Элли куҫӗсене чарса пӑрахрӗ, — унӑн хӗрӗ, чечекпе те бриллиантпа капӑрланнӑскер, чиркӳрен килсе ҫитнӗ…

— Он стоит у окна темный, как негр в полночь, а там, — Элли закатила глаза, — его дочь, в цветах и бриллиантах, приехала из церкви …

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Малтан нимӗн тума та пӗлменскер — Корнелия Давенант чӑлха ҫыхма, шлепке ӑсталама, рак хуранӗнчен рамка е курупка ҫыпӑҫтарма вӗренчӗ, тепӗр чух чечекпе сутӑ турӗ.

Не умевшая раньше ничего делать, Корнелия Давенант выучилась вязать чулки, мастерить шляпы, клеить рамки и коробки из раковин, иногда торговала цветами.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех