Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чахоткӑпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл кӗҫ-вӗҫех чахоткӑпа чирлесе ӳкме пултарать, юлташӑм.

Ей грозит чахотка, товарищ кавалер.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫавӑнпа чахоткӑпа вилекенни, куҫ чирӗпе аптраканни нумай Чӑвашра…

потому они болеют чахоткой, слепнут, умирают…

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чахоткӑпа нумай ҫул хушши асапланса вилчӗ, ҫемйине укҫасӑр хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Мӗн чухлӗ ҫын чахоткӑпа асапланать, чӗрепе аптракансем те тухтӑрсенчен пулӑшу кӗтеҫҫӗ», — тетчӗ вӑл час-часах.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вара тӑванусем патне кайӑн та чахоткӑпа, куҫ чирӗпе, чӗре чирӗпе аптраса пурӑнакансене сиплеме тытӑнӑн.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Атте чахоткӑпа вилнӗ, пичче те ҫав чирпех…

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Упӑшки чахоткӑпа вилнӗренпе вунӑ ҫул та иртнӗ ӗнтӗ: тепӗр хут качча тухман, киле те кӳртмен Наҫтаҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах трахомӑпа куҫсӑрланса пыни е чахоткӑпа халӑх начарланса пыни хальхи йывӑр саманаран килсе пымасть-и?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вилсе пӗтрӗҫ ҫавӑн ачисем, чахоткӑпа пӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Либераллӑ шухӑшлӑскер, вӑл чухӑн халӑх выҫӑ ларнине, вӗсем, ӗнесӗр-лашасӑр асапланса пурӑннине, ҫӗршӗн куланай тӳлеме те укҫа тупайманнине, ачисене вӗрентме шкулсем те ялсенче ҫуккине, чахоткӑпа трахома чирӗ халӑха хупласа илнине тата ыттине те лайӑх курнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Роэнӑпа Элли чахоткӑпа чирлӗ ҫап-ҫамрӑк Мели Скорт шӑпине лайӑхлатасшӑн; ӑна Ахуан-Скапа, тинӗс хӗррине, сипленме ярассишӗн хыпкаланаҫҫӗ.

Роэна и Элли принимали участие в судьбе молоденькой чахоточной портнихи Мели Скорт, затеяв отправить ее лечиться на морской берег Ахуан-Скапа.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Чахоткӑпа чирлӗ ҫын алли евӗр шурса кайнӑ Ганэль сисмесӗрех пӑшалне ярса тытрӗ, анчах вырӑнтан хускалмарӗ.

Бледный, как рука чахоточного, Ганэль машинально схватил ружье, не решаясь тронуться с места.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Реджа чахоткӑпа кам чирлеттерсе ячӗ?

Кто довел до чахотки Реджа?

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.

«Нед Гарлан еткерҫисем», — шӳтлесе ҫапла чӗнеҫҫӗ пӗлӗшӗсем ҫамрӑк ҫичӗ ҫынна — студентсемпе студенткӑсене; вӗсен моторлӑ кимӗ пур — Швейцарире чахоткӑпа вилнӗ Гарлан парнелесе хӑварнӑскер.

«Наследники Неда Гарлана», как прозвали их в шутку знакомые, были семеро молодых людей, студентов и студенток, владевшие сообща моторной лодкой, которой наградил их Гарлан, скончавшийся от чахотки в Швейцарии.

Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.

Марусин вырӑнне хӑма ҫуракан заводра ӗҫлекен рабочи-коммунист тухса тӑрать, — питҫӑмартисем унӑн чахоткӑпа путса аннӑ, мӑчлаттармасӑр пӑхакан куҫӗсене чарса пӑрахнӑ.

На место Марусина влез низовой коммунист, лесопильный рабочий, с чахоточными щеками, с немигающими расширенными глазами.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Чахоткӑпа типнӗ питҫӑмартийӗсем пушшех путса кӗреҫҫӗ.

Чахоточные щеки его втянулись.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Чахоткӑпа тӗрмере ларма хӗн пулать сана.

Тебе с чахоткой в тюрьме сидеть не годится.

Кофе тата пирожнӑйсем // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Начаркка тата каласа памалла та мар ӗшеннӗ пит-куҫӗ куҫҫулӗсене пула темле аван мар, чахоткӑпа чирленӗ чухнехи пек хӗрелсе кайрӗ; вӑл ҫӳҫӗсене хӑлха хыҫнелле ывӑтрӗ те пуҫне сӗтел ҫине тӗрентернӗ алли ҫине тайрӗ.

Худое и до невероятности истомленное лицо раскраснелось от слез как-то неестественно, чахоточно; она отбросила волосы за ухо и склонила на руку, опертую на стол, свою голову.

Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.

Унӑн амӑшӗ чахоткӑпа чирлесе вилнӗ хыҫҫӑн, ашшӗ, пӗр кӗтӳ вӗтӗр-шакӑр ачапа тӑрса юлнӑскер, иккӗмӗш хут авланнӑ.

После того как умерла от чахотки его мать, отец, оставшийся с кучей детей мал мала меньше, женился вторично.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Унӑн упӑшкине Ҫӗпӗре янӑ пулнӑ, анчах вӑл унтан тарнӑ та ют ҫӗршывра икӗ ҫул каялла чахоткӑпа чирлесе вилнӗ…

Муж у нее был в Сибирь сослан, но бежал оттуда и умер от чахотки за границей два года тому назад…

II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех