Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чарӑнчӗ (тĕпĕ: чарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан сасартӑк чарӑнчӗ те, пурнӑҫӗнче курак таврашне малтанхи хут курнӑскер, хӳрине пӗтӗртетгерсе: «Ме-ек», — терӗ, вара амӑшӗ еннелле сиккелесе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Йытӑ пирки шухӑшласа, ун ҫумне йӑпшӑнса, мӗнле сасартӑк чӗтреме тытӑннӑ, ҫаплипех сасартӑк чӗтреме чарӑнчӗ ача.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Мӗн-ма ыттисенчен шутсӑрах уйрӑлса тӑрса пире тӑрантаратӑн эс?» — тенӗн каллех тӑп чарӑнчӗ, Вова енне чылайччен пӑхса тӑчӗ, вара ҫӑкӑр таткисене ним шиксӗр сӗтӗрме тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Хӗвел ҫавах та веранда тӑррине ӑшӑтать, сехетсерен ӑшӑнсах пырать веранда, варкӑш та вӗрме чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Куркана алла илсе, Шеремет ура ҫине тӑчӗ, пурин ҫине те пӑхса илсе, Кирей ҫинче чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей урама тухрӗ, ун патне четверка машина пырса чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

04 моделлӗ кӑвак «Жигули» пырса чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей мороженӑй сутакан киоск умӗнче чарӑнчӗ, пӗрне туянчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫав вӑхӑтра электричка пырса чарӑнчӗ, сумкисене илсе алӑк патнелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Сасартӑк ҫырмаран тӗксӗмлетнӗ кантӑклӑ хура «Волга» вӗҫтерсе тухрӗ те ачасем умӗнче тормозӗпе чӗриклетсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Макӑрма чарӑнчӗ, анчах чӗмсӗрленчӗ, пӗрмай чӳречерен тунсӑхлӑн ҫул еннелле пӑха-пӑха илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Пирваях тыл ветеранӗсемпе вӑрҫӑ ачисен умне Левонтий Смирнов (Аслӑ Елчӗк шкулӗнчи «Березка» ача сачӗ) тытса пыракан квадроцикл ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

Чӑш-чаш туса, автобус тӑпӑл-тӑпӑл ҫӑкасем айне пырса чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ваҫук «ваш», «ваш» текелерӗ те, мӑк-мак туса, хаш туса чарӑнчӗ юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӑрҫа ҫур ҫул каялла кӑна тухса кайнӑ Петӗр пичче вырӑнне унӑн фронтри тусӗ Салагаев ҫырнӑ иккен: «Сирӗн упӑшкӑр Петӗр, виҫҫӗмӗш атакӑна кӗрсен, паттӑрсен вил…» — тенӗ ҫӗре вуласа ҫитсен, Шӑнкӑрч вулама чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Сывлама чарӑнчӗ пулсан та, чечек ҫыххине унӑн аллине тыттартӑм.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вара вӑл, шухӑша кайса, утма чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Куҫ хуралса килчӗ, суран ыратма чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Светлана ларнӑ пӑрахут анаталла анса кайсанах, пристане тепӗр пӑрахут килсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Николай Ананьевич кулма чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех