Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чару сăмах пирĕн базăра пур.
чару (тĕпĕ: чару) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла майпа кӑҫалхи майӑн 4-мӗшӗнчен пуҫласа Йошкар-Олари уйрӑм территорисенче кайӑк-кӗшӗк грипӗнчен асӑрханса чару мероприятийӗсене йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк тӑрӑхӗнче — патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... %83%d0%b6/

Республикӑран агропромышленность продукцине ют ҫӗршыва ӑсатасси тӗрлӗ чару саманинче те чакман.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш йӗтӗнӗ ют ҫӗршыва ӑсанать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34967.html

Эс те пулин ырӑ ҫын пул Инессӑшӑн, манран чару ҫук…

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Никама та чару пулма пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ара, хӑвӑр пӗр-пӗрне кӑмӑллатӑр, пӗр-пӗринпе пӗр чӗлхе тупрӑр пулсан, манран чару ҫук.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Эх, ку тумхах мӗне пӗлтернине тӗпчесе, юнавран сыхланса, пуҫне кӗлт ҫавӑрттарса илесчӗ те, ҫиччӗ-саккӑр виҫкелесе вырӑна алли-урипе те пулин тӗпчесчӗ — ҫук ҫав, ӗнтӗ вӑрман тӑрӑх ури айӗнчи хӑрӑк-марӑка кӑна мар, хӑрушлӑх, шик туйӑмӗсене те хатӑррӑн таптаса утса, халӗ те хӑй умне чару карти лартаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чару паллине лартас пирки республикӑри ГИБДД-па калаҫса татӑлни кирлӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене асӑрхава илнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10670-yj ... rkhava-iln

Манран, ват хусахран, чару ҫук.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуть кирек кам турт, уншӑн чару ҫук.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Пурте юратаҫҫӗ пек ӑна, тем тусан та чару ҫук пек.

Все вроде ее любят, а потому делают с ней, что хотят.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Яланлӑха юлсан та чару ҫук.

А то и насовсем оставайся, будем только рады.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Савтепишӗн килӗнче нимле чару та пулман.

Для Савдеби в доме не было ни в чем запрета.

Каҫҫан пичче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑмӑл туртӑмне чӗлхе пӗлменни те чару марччӗ…

Видать, душами были близки, вот и не было преграды…

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫын юратать вӑл ҫӗр ҫулта та: Вӗри чӗрешӗн ҫук чару.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫавна пӗлсе хӑйне вӑл тытнӑ Патша пекех — пулман чару.

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Пӗрре ҫаврӑнса кил, чару ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чи кирли вӑл - ӗҫе юратни, ӳссе ҫитсен хӑй мӗнле ӗҫе суйласа илес тет - ҫавӑнта кайтӑр, манран чару ҫук.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшакансене патшалӑх пулӑшать, вӗсем хӑйсем те алӑ усса лармаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9515-t-r-sha ... sa-larmacc

Ҫак статьяпа ҫирӗплетнӗ чару шайӗнчен муниципалитет пӗрлӗхӗсене хавхалантарас тӗллевпе, ҫав шутра социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн чи лайӑх кӑтартӑвӗсене тунӑшӑн, ҫут ҫанталӑк инкекӗсемпе ытти майсӑр лару-тӑру сиенӗсене пӗтернӗшӗн Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен уйӑрса паракан бюджетсем хушшинчи ытти трансфертсен сумми чухлӗ, ҫавӑн пекех вырӑнти бюджетсене Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен уйӑрса паракан бюджетсем хушшинчи ытти трансфертсен, Чӑваш Республикин республика бюджетне федераци бюджетӗнчен асӑннӑ тӗллевсем валли уйӑрса панӑ бюджетсем хушшинчи ытти трансфертсем вӗсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли ҫӑл куҫ пулса тӑраҫҫӗ, сумми чухлӗ иртме юрать.»;

Ограничение, установленное настоящей статьей, может быть превышено на сумму межбюджетных трансфертов, предоставляемых из республиканского бюджета Чувашской Республики в целях поощрения муниципальных образований, в том числе за достижение наилучших значений показателей социально-экономического развития, ликвидации последствий стихийных бедствий и других чрезвычайных ситуаций, а также на сумму иных межбюджетных трансфертов, предоставляемых из республиканского бюджета Чувашской Республики местным бюджетам, источником финансового обеспечения которых являются иные межбюджетные трансферты, предоставленные из федерального бюджета республиканскому бюджету Чувашской Республики на указанные цели.»;

Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019

— Ну, Порфирий Евграфович, ресторан уҫма пиртен чару ҫук: санитари енчен пурте йӗркеллех пултӑр малашне те, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Манран чару ҫук, — терӗ Чураппа кулса.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех