Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чарса (тĕпĕ: чар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пралук карта ҫинчи Гитлер сӑнне курах каяҫҫӗ — куҫне-пуҫне чарса пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Тата мӗн каласси пур-ха, кала, уҫса кӑтарт чунна! — тетӗп, аран-аран хама чарса.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Анчах Санюк халӗ те пурнӑҫпа вилӗм хушшинче кӗрешсе выртнӑ пирки амӑшӗсем ачисене ниҫта та ярасшӑн мар чарса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тата пӑшал та тупнӑ! — терӗ куҫӗсене чарса пӑрахнӑ Елена Максимовна.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫунатлӑ этем куҫӗсене чарса пӑрахрӗ те форточкӑран вӗлтӗр кӑна вӗҫсе тухса ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Пӗве, ку тӗлте вун икӗ-вун пилӗк чалӑш сарлакӑшскер, юххи пачах палӑрманнине пула анаталла талккӑшӗнче, пуҫнелле, хӑй ҫинче янкӑр тӳпене кутӑнла ӳкерсе, теме тӗлӗнсе куҫне чарса пӑрахнӑ пек ялтӑртаттарса выртать.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Ҫимӗк хӗвелӗ паян Ҫӗрпе алӑ тытсах туслашасшӑн тейӗн: ҫиччӗмӗш хутри тӗнчеренех ҫӗр ҫинчи пурнӑҫа чӗрӗ вӑй пиллес-кӳрес тесе-ши, ытла та аял аннӑ, ӑшшӑн, евӗклӗн ҫиҫет, анчах хӑй ҫине тӳррӗн, куҫа чарса пӑхнине хапӑлламасть — шартать, йӑмӑхтарать.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Кӗркуришӗн ку хыпар кӗтмен-туман ҫӗртен ҫӑвара армути вӑрри хыптарнӑ пекех пулчӗ-тӗр: вӑл, уттине кӑштӑн мӑтӑклатса, хӑтӑм чӗтретнӗ пек, шартах туртӑнса-сиксе илчӗ те, куҫне-пуҫне чар! чарса пӑрахса, куҫ харшине мӑлт-мӑлт сиктере пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Анчах шофер кабининчи тӗкӗр витӗр малалла куҫ илмесӗр тинкернисем, куҫӗсене сиксе тухаслах чарса пӑрахса, ҫуйлансах ӳкрӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӑл, чунпӑта пулнӑ ҫын пек хытса, сасӑ илтӗннӗ еннелле куҫне алчӑравлӑн чарса тимлерӗ, ӑсӗ-пуҫӗ танк тӗнсе, чӑлханса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр еннелле ҫавӑрчӗ, куҫне чарса, тимӗр бильярд шарикӗ пек ҫавракалатса ячӗ, вара тавара хакран кӑларнӑ йӑтмарҫӑ патнелле вирхӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис машинине чарса тӑратса кабинӑран сиксе тухрӗ, чӑрт! сурчӗ, вара кӳлленчӗке тӗпчеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тавлашу вӑхӑтлӑх чарса ҫапла калаҫса татӑлмалла: хӑйӗн шухӑшне каласа париччен кашни хӑйпе калаҫакан ҫыннӑн шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене кӗскен каласа памалла, леш сирӗн калавпа килӗшмелле пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Тавлашу ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1300

Мӗнле-ха ҫакӑн пек вӑхӑтра та ҫын калаҫма пултарать тенӗн, тӗлӗнсе пӑхрӗ Сима хӑйне чарса тӑратакан этем ҫине.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Общежити картлашки тӑрӑх хӑпарма тӑнӑ чух хӗре такам чарса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Чӗрине уҫсах калаҫасшӑнччӗ Сима Тамарӑпа, анчах тем чарса тӑчӗ ӑна, тантӑшӗ ялти пурнӑҫӗ ҫинчен каланине те итлесе пӗтермесӗр, Ларисӑпа пӗрле тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Вӑрмана кайиччен атьӑр-ха, паян унта кайса килетпӗр, — Тимошӑна чарса тӑратрӗ Тамара.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Тӑхта, Корнеев, — Ивана ҫавӑнтах чарса лартрӗ цех начальникӗ, — хӑв йӑнӑшна ӑнланасшӑн та мар иккен эсӗ, эпӗ вара сана урӑхларах ҫын тесе.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Эсир мӗн суккӑр чанасем пек куҫӑрсене чарса пӑрахнӑ, ну-ка, пулӑшӑр, — ҫинҫе сассипе кӑшкӑрса ячӗ ҫӳлли лешсене.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тантӑшусем ӑҫта? — хӗре чарса тӑратрӗ Ревлен Петрович.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех