Шырав
Шырав ĕçĕ:
Никам чарайми, куҫа курӑнман вӑй ҫав тӗлӗнмелле ырӑ хӗм таткине, ҫав хӗрсе кайнӑ метал пӗрчине малалла илсе пынӑ.
Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Хӑй хыҫҫӑн, тытса чарайми хум пек, чӑваш юланутҫисем сиктерсе пынине туйни хӗр-полковникӑн вӑйне ӳстерчӗ.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Нимӗнле вӑйпа, нимӗнле ирӗкпе чарайми хаяр та юнлӑ ҫапӑҫу саманчӗ ҫывхарчӗ.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗре теҫҫӗ пирӗн енче тытса чарайми аскӑна.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫапла вара, Российӑра революциллӗ кӗрешӳ ҫӗнӗрен, никам чарайми тапранса сарӑлма пуҫланӑ.
Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.
Чиркӳре ним ӑнланми, никам тытса чарайми, никам лӑплантарайми ҫуйхашу, шӑв-шав, тӗрткелешӳ, йӗркесӗрлӗх пуҫланчӗ.
Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Анчах Яким хӑйне чарайми пулнине курса, Эльгеев (Шекспир тумне тӑхӑннӑскер) ӑна лӑплантарма чупса пычӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Михаил Николаевич чун тӑвӑлне тытса чарайми пула кайнӑ, нимшӗнех тияккӑна виҫесӗр сӑмахсем калама пуҫланӑ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫав хушӑра, вӑл иртсе кайма аптӑранине кура, хӗрсем тӑруках шӑпланчӗҫ те сике-сике тӑрса хушӑк айккинелле пӑрӑнчӗҫ; ахӑлтатса кулса ярасран тутисене ҫирӗп пӑчӑртаса тытнӑ, пӗр-пӗринпе вӑрттӑн-хӗрттӗн тӗрткелешеҫҫӗ, тӳп-тӳрӗ пӑхаҫҫӗ, куҫӗсенче — тытса чарайми хӗлхемсем.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Кӗтмен ҫӗртен кунта кӑштах пӗр шухӑшлӑх та пур ахӑр, Фильс мӗн тунине манӑн та тӑвас килсе кайрӗ; анчах ҫак утӑм патне ытларах теветкеллӗхӗн ҫивӗч кӗҫӗтӗвӗ туртать ахӑр, — ҫак туртӑм хӑш-пӗр ҫыннӑн трамвай ҫулне пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыракан вакун ҫумӗнченех татса каҫассишӗн тытса чарайми ӑнтӑлӑвӗпе тӑванлӑ.
III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ассунта сӑнӗ халӗ питӗ тимлӗ, илӗртӳллӗ, анчах тарӑхуллӑ пек те; кӗвӗҫӳн кӗтмен ҫӗртен килсе лекнӗ авӑкӗ хыҫҫӑнах Ассунта тӑпӑлкка пӗчӗк кӗлеткине чӗтретекен тӳлек, анчах тытса чарайми вӑрах кулӑ ҫумӑрӗ ҫутарма пуҫларӗ.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ку — чаларнӑ тӑнлавлӑ, ҫамрӑках мар, ҫӳллӗ, тулли арҫын; сӳрӗккӗн ҫуталакан куҫӗсенче, яланах мӑн кӑмӑллӑ, лӑпкӑ сӑн-питӗнче вӑрман чӑтлӑхӗн чарӑнмасӑр улшӑнакан ҫути тытса чарайми мӗлтлетет-вылять.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Сывлӑш ӑссӑрлӑхне пӑхӑнса, организмӗн тытса чарайми хумханӑвӗ хускалма, кӑшкӑрма, мӗн те пулин тума чӗннине туйса Жип ҫӗр ҫинчен ҫӗкленчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.
Иртен-ҫӳренпе ҫапӑна-ҫапӑна, тытса чарайми хӑвӑртлӑхпа ӑнтӑлса килекен хура юбкӑпа тӑваткал куҫлӑ тутӑр Клиссона тӗк те ҫил тарма хистерӗҫ.
Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.
Алиса Эсборнпа унӑн упӑшкин сӑнӗ пурин кӑмӑлне те палӑртать: икӗ мӑшӑр савӑк куҫра вӗсен шалти тӗнчин тытса чарайми кулли ҫиҫет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.
Вара вӑл ытла нумай выртнӑран начарланнӑ кӗлетки ӗсӗклесе макӑрнине, тытса чарайми силленнине асӑрхамасӑр — кӗнеке вуланӑн — йӗри-тавра пӑхма пуҫларӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.
Чӗр куҫҫисем янах айӗнчен ҫапӑнаҫҫӗ, чӗр куҫҫисене ытамланӑ аллисем сив чир чухнехилле — тытса чарайми — туртӑнса хутланчӗҫ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Авӑ, юнашаррӑн, пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗне-тӗршӗне, вӗсем тытса чарайми пусма евӗр аялалла юхаҫҫӗ, леререх ушкӑншарӑн, икшер-виҫшерӗн нӳрлӗ чул тӳшекӗнчен шӑппӑн йӑтӑна-йӑтӑна анаҫҫӗ; тата ҫӳлерех пӗччен шыв сикки картлашкасене чӑма-чӑма ҫӳллӗ хысакран ишӗлсе тӑкӑнать те сывлӑшра витӗр курӑнакан шӗвӗ кӗмӗл сапаласа акать; аяларах тикӗс кӗленче йӑрӑм шавлать — чулсем ҫинче ҫапӑнса-арканса йӑлтӑркка пӑр сирпӗнчӗкӗсене вӗттӗн-вӗттӗн тӑркӑшлать-вӗҫтерет.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Ассоль картах сикрӗ, каялла тайӑлчӗ, шаках хытса ларчӗ; унтан ҫӗкленӳллӗ хумханӑвӗн тытса чарайми куҫҫулӗпе хыпса илчӗ, пуҫӗ ҫаврӑнса каясла татӑлса тапакан чӗрипе вӑштах сиксе ҫӗкленчӗ.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
— Ҫапла каланӑ май хӑй каллех тытса чарайми кулӑпа йӑлкӑшрӗ.
VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.