Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чара сăмах пирĕн базăра пур.
чара (тĕпĕ: чара) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Жилин каялла ҫаврӑнас тесе лашине чара пуҫланӑ, анчах хытӑ пыраканскере чарма пулман, лаши тӳрех тутарсем ҫине вӗҫсе пынӑ.

Стал он окорачивать, хотел назад поворотить, да уж разнеслась лошадь, не удержит, прямо на них летит.

1 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Чара пӗлмен чӗлхерен юха тӑран хыҫ ирттерет тесе ахальтен каламаҫҫӗ пуль ҫав.

Не зря, видать, говорят, несдержанный язык хуже поноса.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗр чара пӑрҫа ҫӑнӑхӗ сӗнтӗм.

Чашу гороховой муки снес.

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Виҫӗмкун вӗсем патне пӗр чара пӑтӑ пӗҫерсе пынӑччӗ-ха.

Вон третьеводни еще плошку каши им принес.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Мӗскӗн Пикмӑрса пӗр чара шӳтернӗ хуратул пӑтти илсе килнӗ, хирӗҫлеме шӑл ҫемми пултӑр терӗм-ха, терӗ.

Бедный Бикмурза принес плошку гречневой каши.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑл пысӑк чӗрнесемлӗ чара урисемпе ҫӗре путармаллах йывӑррӑн пусса утать.

Широко расставленные ноги с мощными копытами ступали грузно, вдавливаясь в землю.

8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ана валли эпир вӑрманта чуста ҫӑртӑмӑр, пӗҫерессе ту унтах пӗҫертӗмӗр; йӑлтах йӗркеллӗ турӑмӑр темелле, анчах пӗр кунта пулмарӗ ку ӗҫ: виҫӗ чара сӑнӑх пӗтертӗмӗр, кукӑльне пӗҫернӗ чух алӑсене пӗҫертсе ятӑмӑр, куҫсене тӗтӗм йӳҫӗхтерчӗ; пӗлетӗр-и, пире кукӑль тулӗ кӑна кирлӗ-ҫке, анчах пушӑлла вӑл ниепле те тытӑнса тӑрасшӑн мар, лапчӑна-лапчӑна анать.

Мы его месили в лесу и пекли там же; в конце концов все сделали, и довольно прилично, но не в один день; мы извели три полных таза муки, пока его состряпали, обожгли себе все руки, и глаза разъело дымом; нам, понимаете ли, нужна была одна только корка, а она никак не держалась, все проваливалась.

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Григорий хӑяккӑн сулахай чара ҫине пӑхса илчӗ, тарӑн шӑтӑклӑ сурана, ун ӑшӗнчен хурарах ӑшӑ юн ҫӑлкуҫ шывӗ пек лӑкӑртатса тухнине курчӗ.

Григорий искоса глянул на левый пах, увидел развороченную глубокую рану, теплую черную кровь, бившую из нее родниками.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех