Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чапа (тĕпĕ: чап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Никамран малтан Саркай чан ҫапма тытӑнӗ: «Таранов хӑйӗн тӑванне чапа кӑларас тесе икӗ ырӑ ҫын ятне тикӗтпе сӗрме хӑтланнӑ!»

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Лешӗ, чӑваш Тургеневӗ, ман ята республикипех «чапа кӑларчӗ», ресторанта ларма укҫа кирлӗ пулнӑ ӑна.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Иккӗшӗ те пӑсӑк шухӑш-туйӑмлӑ: туман ӗҫе тунӑ пек кӑтартнипе, хушса ҫырнипе чапа тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Петр Васильевичӑн хушамачӗ Васильев ӗнтӗ, Таранов мар, ҫавӑншӑн вара тахҫан-тахҫан ял совет секретарӗнче ӗҫленӗ ҫын айӑплӑ: хайхискер чӑвашсен ӗлӗкхи йӑлине пӑсасшӑн пулман-ши — ҫурални ҫинчен хут ҫырнӑ чух сӑпкари Петӗр валли ашшӗ ятӗнчен хушамат тунӑ: «Эс Таранов хушамата чапа кӑларасса пӗлнӗ пулсан ҫамрӑк чух хамӑн хушамата мӗнле те пулин улӑштараттӑм паллах», — шӳтлесе илнӗччӗ пӗррехинче Петр Васильевич.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унӑн ячӗ республикипех чапа тухнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Зотов Янасловсен кӳршиех, чапа тухнӑ ҫамрӑк тракторист.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Пӗрне пӗтерни ҫитмен, тата тепӗр хут «чапа» тухасшӑн!..»

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Унӑн чапа тивӗҫлӗ ячӗ манӑн чӗрере ӗмӗрех пурӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Кунта — Брест крепоҫӗн вилӗмсӗр геройӗсен, тӑшмана хирӗҫ вӑрттӑн ӗҫленӗ вӗри чӗреллӗ комсомолецсен, коммунистсен, партизан отрячӗсем йӗркеленӗ чапа тивӗҫлӗ ҫынсен сасси.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

«Ҫуралнӑ ҫӗршывра» (1951) ятлӑ сӑвӑсен сборникӗнче вӑл Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн киле таврӑннӑ совет воинӗсем мирлӗ ӗҫе гвардилле хастарлӑхпа тытӑнни ҫинчен тулли кӑмӑлпа каласа парать: вӑрҫӑра танкист пулнисем тракторсемпе комбайнсем ҫине куҫса лараҫҫӗ, саперсем ҫӗнӗ кӗперсем тӑваҫҫӗ, кавалеристсем выльӑх-чӗрлӗх фермисенче ӗҫлеҫҫӗ, ҫапӑҫусенче чапа тухнӑ командирсене ял ӗҫченӗсем пысӑклатнӑ колхозсен председателӗсем пулма суйласа лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Пирӗн ҫинчен Тукмак Тукмаковӑн фельетон та пулин ҫырасчӗ хӑть, ҫавах чапа тухаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кур-ха, темӗнле мӑйӑхсӑр чӗчӗ ачи пӗтӗм чапа хӑйне илӗ тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кун пек мутӑ Шупашкарта та, ниҫта та ҫуккӑ, чи малтан сарса чапа тухатпӑр, теҫҫӗ.

Говорят, что такой моды нет ни в Чебоксарах, нигде в других местах, самыми первыми распространим и прославимся.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

«Яла каяс — ӗҫ йывӑр, кунта юлас — алимент; каяс-ха ман пӗлӗте, чапа тухса илӗртес», — шухӑш вӗҫет пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Чапа тухасшӑн пулӗ-ха!

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Халь ӗҫпе чапа тухар-ха Савнӑ ҫӗршывра.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑваш тумӗ тӑхӑнса янкӑлтатакансем те, намӑссӑр сӑмах каласа «чапа тухакансем» те пур интернетра, телее вӗсем ку тӗлпулура ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat

Чапа тухма ӗлкӗреймерӗн-и-ха?

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Сирӗн шутпа, халиччен чапа тухнисене ҫеҫ мухтамалла эппин?

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Шухӑ та уҫӑ кӑмӑллӑскер, ташӑ картине тухсан, хӑй облаҫне полкӗпе чапа кӑларма пултараканскер, вырӑнти Вася Теркин, тӑван киле тунсӑхлӑн, кӗрхи пӗлӗт пек уҫӑмсӑр кӑмӑлпа килсе кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех