Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чалӑштарса (тĕпĕ: чалӑштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чалӑштарса мӑн шлепкине пӑхать вӑл вӑрттӑн вырӑнтан.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чӑнах, кӑмакана тир татӑкӗсенчен сӳтӗн пӗҫерме лартнӑччӗ, пӗлтӗрхи сысна хӑлхисене ятӑм ҫавӑнта, — тӳрре тухасшӑн пулчӗ Кулюкка, хулӑн тутине чалӑштарса.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуҫне чалӑштарса чӑлт-шурӑ ҫивитти ҫине пӑхрӗ те: «Хамах тавҫӑрмалла. Ҫак тери капӑр вырӑн ҫине таса мар урапа мӗнле выртӑн-ши?» тесе, Матӗрне пырса лартнӑ таз ҫинче урине ҫурӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ… эпӗ, — терӗ вал пуҫне чалӑштарса.

Куҫарса пулӑш

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Тутине чалӑштарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мӗнле ӑнланмалла кӑна, Александр Кузьмич? — пуҫне кӑштах чалӑштарса, главнӑй инженер ҫине пӑхрӗ Брянцев.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Акӑ вӑл аллисене лаш! усрӗ те, ҫаннисене турткаласа тӑчӗ, сылтӑм куҫне кӑшт хӗссе, ҫӑварне кӑштах чалӑштарса, хӑйӗнчен хӑй тӗллӗннӗн, хивре сӑмахсемшӗн каҫару ыйтнӑн, ҫав вӑхӑтрах хӑй те пӗтӗмӗшпех каҫарнине пӗлтернӗн, сассӑр кулса ячӗ, васкамасӑр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӗр пуҫне кӑштах чалӑштарса кантӑк витӗр пӑхать, амӑшӗ ҫаплах ун ҫинчен пуҫне илмест.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫтаппан сӗтел ҫинчи кӗленчене чалӑштарса эрех мӗн чухлӗ юлнине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Йытӑ пуҫне ют ҫын еннелле чалӑштарса икӗ-виҫӗ хутчен ҫиллессӗн хамлатрӗ те, Таранов алӑк хӑлӑпне ярса тытрӗ:

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ан ҫиленӗр ӗнтӗ, эпӗ сире хам татнине паратӑп, — вӑл кунтӑкне чалӑштарса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— Вут хумасӑр тӗтӗм тухмасть теҫҫӗ, — тутине чалӑштарса кулам пек турӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫын пӑшӑлтатнине сиссен автан шикленчӗ, пуҫне чалӑштарса кравать еннелле тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Буфетчица хӑрах куҫне кӗнеке еннелле чалӑштарса хулпуҫҫине сиктеркелерӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Мӗске-ер? — куҫне чалӑштарса ҫинҫе тутине нӗрсӗррӗн пӗркелентерчӗ ҫамрӑк арҫын.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хирӗҫле команда вратарӗ вара, тутине йӗплӗ кулӑпа чалӑштарса илсе, аллипе кӑкӑрне те тӳнккесе илчӗ: вӑл пулнӑ иккен леш «Ворошилов стрелокӗ».

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Пуҫлӑх тутине малтанхинчен те ытларах чалӑштарса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Юлташӑм вара, манӑн сӗтел хушшинчи юнтармӑшсене куркаланӑскер, пуҫне ман еннелле чалӑштарса илчӗ те хуҫана ҫатӑр тинкерсе, шӳтлӗн-мӗнлӗн авса-кукӑртса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Вӑл, тутине йӑпӑлти ейӗве ярса, тӑртаннӑ, чалӑштарса вичкӗнлетнӗ куҫӗпе хӑйӗн компаньонне каварлӑн, «техӗмлӗн ҫулласа» илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Пурнӑҫра пурпӗрех урӑх пӗлӳсем ҫине утланса ҫӳреҫҫӗ, — тӑрӑхлавлӑн, елпӗрсе чалӑштарса илчӗ вӑл тутине.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех