Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сулахай аллуна чалӑштарарах тытса пыр, вара сылтӑммипе тырра ывӑҫласа илме меллӗ пулӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Хӑма пек лаптак та ырхан кӗлеткине тӳп-тӳрӗ тытса, ҫӳхе туталлӑ пӗчӗк ҫӑварне кӑшт чалӑштарарах кулкаласа, палламан арҫын, хӗрӗхелле ҫитнӗскер, чӳлмек-кӳршек сентрисем умӗн иртрӗ те шӑл витӗр, хыттӑн, сӑмахсене сӗтӗрттеререх ҫапла каларӗ:
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Шӑпланчӗ те ырхан пит-куҫӗ ҫинчи елпӗркке куллине сӳнтерчӗ (йӗрсем-пӗркеленчӗксем сасартӑках хускалми пулчӗҫ), ман ҫине тем чухласа илнӗн, пуҫне чалӑштарарах тинкерчӗ:
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Хӑма хӗрринчен пуҫне чалӑштарарах уснӑ вӑл, пӗртен-пӗр куҫне ҫурхах карса илнӗ, ҫӑварӗ кӑштах карӑннӑ.Светит голову с края доски, полуоткроет единственный глаз, ди и раскроет клюв.
Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Игнат Тарасюк кубанкине чалӑштарарах лартрӗ те ура ҫине тӑчӗ:
3 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Янӑ чухне ан тӑкӑнтӑр тесе, стакана сӑра кӗленчи енне чалӑштарарах тытмалла.
Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
— Сывӑ-и, комиссар! — пуҫне чалӑштарарах, майӗпен сӑмах хушрӗ вӑл.— Здорово, комиссар! — склонив голову набок, негромко сказал он.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Кирилл та, Миша та васкамасӑр утать, уҫӑлса ҫӳреме тухнӑ тейӗн ӗнтӗ: малта редактор пырать, хура кӗрӗкпе вӑл, хӑлхаллӑ ҫӗлӗкӗпе; ун хыҫҫӑн — Артамонов, кӑҫатӑпа вӑл, кӗске кӗрӗкпе, кубанка ҫӗлӗкне чалӑштарарах тӑхӑннӑ.
«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.
Анчах Григорий умне ку Аксинья мар, пуҫне кӑшт чалӑштарарах тытса сатуррӑн кулса пӑхакан илемлӗ Аксинья кӑна тухса тӑчӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тыткӑнти салтак ӑнланчӗ пулас та тутине чалӑштарарах мӗскӗн кулӑпа кулса илчӗ; хӑйне хӑй хистесе, темӗн кӗшӗлтеткелерӗ вӑл, кӗсйисене тавӑрса пӑхрӗ, унтан казаксене лапчӑнкаласа пӗтнӗ нӳрӗ шоколад тыттарчӗ.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
- 1