Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӳттине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ним тума пӗлмесӗр, ачине ватӑ хурама йывӑҫҫи хӳттине ларса ыталарӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Ҫичӗ ютри пуянпа пурӑниччен — ват хурама пултӑр ман кил-ҫурт, савни пыра-пыра лартӑр ун хӳттине», тенӗ пулать Сарпике.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Давенантӑн йывӑр лару-тӑрӑвне кура, — ӑна хӑватлӑ Фельтон генерал татӑклӑнах хӑйӗн хӳттине илчӗ, — судпа тӗрме влаҫӗсем арестанта ирӗке кӑлармалли процедурӑна кӗскетрӗҫ, ҫавӑнпа та, ирхи тӑхӑр сехетре ӗҫе пуҫӑнса, Галеран вуннӑ ҫурӑрах Кресс врачпа тата санитари автомобилӗпе тӗрме хапхи патне ҫитсе чарӑнчӗ, кӗҫех вӗсем унӑн картишне саккунлӑ майпах кӗчӗҫ.

Ввиду тяжелого положения Давенанта, решительно взятого под свою защиту всемогущим генералом Фель-тоном, судейские и тюремные власти так сократили процедуру освобождения заключенного, что, начав хлопоты около девяти часов утра, Галеран уже в половине одиннадцатого с врачом Крессом и санитарным автомобилем был у ворот тюрьмы, въехав на ее территорию с законными основаниями.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Гетрах пеме чарӑнмасть, Давенант вара борт хӳттине выртнӑ та таможенниксен кӳлеписене пуля хыҫҫӑн пуля парать.

Однако Гетрах стрелял, а Давенант безостановочно отдавал пули телам таможенников, лежа за прикрытием борта.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эпӗ урапа тупрӑм, ҫак пурлӑхӑма мӗнле килнӗ ҫапла купаласа тултартӑм та кунта, тӳпе хӳттине, ҫапкаланчӑксен телейсӗр шӑпине пайлама килтӗм.

Я взял телегу и, навалив, как попало, все свое имущество, приехал сюда, под кров неба, делить горькую участь бродяг.

III. Калаҫу // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.

Хирӗҫ хуравламасӑр Нок шурӑ вӗрене хӳттине выртрӗ, ӳпре-пӑванран хӳтӗленсе пиншакӗпе пуҫне хупларӗ те — кӗҫех ҫывӑрса кайрӗ.

Нок, не отвечая, улегся в тени явора, закрыв голову от комаров пиджаком, и скоро уснул.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Доктор, Грэй тата эпӗ пура алӑкӗн хулӑм стенисем хӳттине чупса кӗтӗмӗр.

Доктор, Грей и я кинулись в дверь, под защиту толстых стен сруба.

XXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Лӑш пулчӗ тепӗртакран пӳртри йӑн-йӑн сасӑ: амӑш хӳттине йӑпшӑнчӗ ӗнтӗ пӗчӗк чун.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӑштахран пӗчӗк этем пӑшӑрханӑвӗ те ҫӗтрӗ унта, канӑҫрӗ, «тӳттӳ» тӗлне тупрӗ ӗнтӗ телейлӗ чун, пур чухне те хӳтӗ пама ӑнтӑлакан амашӗ хӳттине лӑпчӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ытла та коллектив хӳттине пытанма ӑсталанса ҫитнӗччӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эпир сана, ачусем, ҫутӑлсан та, каҫ ансан та ҫӗр хӳттине, асӑнсах тӑрӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗренесенчен тунӑ хӳме хӳттине революционерсем хӑйсен часовойӗсене тӑратса тухнӑ.

Возле деревянной ограды революционеры расставили своих часовых.

Тӗрмери восстани // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Вӑл кӑвайт чӗртсе ярса ӑшӑнчӗ, пӗр котелок вӗри шыв ӗҫсе ячӗ, унтан, малтанхи каҫхинехи пекех, чул хӳттине ҫывӑрма выртрӗ.

Он развел костер и согрелся, выпив много кипятку, потом устроил себе ночлег на каменистом выступе, так же как и в прошлую ночь.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Ахӑртнех, Тӳпе ывӑлӗсен юлашки хӳттине юлашки хут тапӑнаҫҫӗ.

Видимо, началась атака на последнее прибежище сынов неба.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл сывлӑшра ҫавӑрӑнса илчӗ те кӳлле Тортилла инке хӳттине ӳкнӗ пулӗччӗ.

Он описал в воздухе кривую и, конечно, угодил бы в пруд под защиту тётки Тортилы.

Буратино хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче пуҫласа питех те пысӑк хуйхӑна кӗрсе ӳкет, анчах ӗҫ аванах майлашса каять // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Сӗннӗ-пӗр арҫын хӳттине туха-туха сирпӗнмен.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Четниксем ҫывхарса ҫитсен, вӑл ура ҫине тӑчӗ те, юман хӳттине тӑрса, мобилизаципе пухнӑ хресченсене пеме чарӑнма чӗнсе кӑшкӑра пуҫларӗ.

Когда они приблизились настолько, что могли слышать его, он поднялся и, прислонившись к дубу, обратился к мобилизованным крестьянам, призывая их не стрелять в партизан.

27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Глебов аяккалла сиксе илчӗ те ҫул хӗрринчи киоск хӳттине тӑчӗ.

Глебов отскочил в сторону и стал под навес придорожного ларька.

37 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

— Виталий, телейлӗ эпӗ кӗҫӗр, мӗнешкел телейлӗ, — хӗр хурӑн, тирек, вӗрене аллейипе каччӑран маларах иртет те ҫутӑ сайраланса ӳкекен лапсака улмуҫҫи хӳттине пырса йӑпшӑнать.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Владимир мана уҫланкӑ хӗррипе чӑрӑш тураттисен хӳттине тӑратса хӑварчӗ те хӑй пӗр вунӑ утӑм айккинерех кайса вырӑн йышӑнчӗ.

Владимир оставляет меня на краю поляны, под густым навесом еловых ветвей, и сам отходит шагов на десять в сторону и там занимает боевую позицию.

8 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех