Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӳрипе (тĕпĕ: хӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Шӑнкӑрч кайнӑ еннелле куҫ хӳрипе пӑхса илчӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Микула хуса ҫитсен, Анук ун ҫине куҫ хӳрипе пӑхса, кӑмӑллӑн кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах, Анук куҫ хӳрипе сӑнаса ларнӑ ҫӗрте, Микулан пит-куҫӗ ҫинче салхулӑх ҫеҫ мар, кӑмӑллӑхпа хаваслӑх пуррине те астуса илсен, чӗри каллех ыратма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл Макҫӑм ҫине куҫ хӳрипе пӑхрӗ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тилӗ ҫӗлӗкӗ ҫине куҫ хӳрипе пӑхса илчӗ те сӑмах та чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анюк паян та ҫине-ҫинех Петӗр еннелле куҫ хӳрипе сӑнаса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чикан, ҫӑварӗнче татӑлса юлнӑ кашкӑр хӳрипе чыхӑнса, пӗр самантлӑха аптӑраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унччен те пулмарӗ, Антун сасартӑк шартах сикрӗ: чавса тӑршшӗ пулӑ вӗсен умнех ярӑнса килчӗ, хӳрипе ҫурӑмне кӑтартса илчӗ те шыва ҫурса каялла кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ав кам ертсе пырать иккен кунти пӑлхавҫӑсене, — терӗ воевода ун ҫине куҫ хӳрипе ҫеҫ пӑхса илсе.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан куҫ хӳрипе пӑхсах курчӗ — пусма вӗҫӗнче Тукай тӑрать.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турхан хапхинчен тухнӑ чух Северьян куҫ хӳрипе пӑхсах ҫакна асӑрхарӗ: Нухрат чӳрече умӗнчех сыхласа тӑрать.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ман арӑм санашкал шӗвӗрккесем ҫине куҫ хӳрипе те пӑхмасть.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Пӑрах куҫ хӳрипе пӑхма.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Хӗвел ҫинче хӗртӗнсе ларакан Филипп Петрович мана асӑрхасанах ҫӗкленчӗ, куҫ хӳрипе вӑрттӑнтарах пӑхса илсе ал пачӗ, унтан калаҫма пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Илнӗ укҫине вӑл хӑй тӗллӗн мӑкӑртатса, машина ҫывӑхӗнчи ҫынсене куҫ хӳрипе пӑхса шутлать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Филипп Петрович вара ун хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши сӑмах чӗнмесӗр ҫӳрет, «тӑшманне» куҫ хӳрипе ҫеҫ сӑнать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Куҫ хӳрипе пӑхрӗ те салтак енне, юри йӗкӗлтеме тенӗ пекех, Петӗр ҫумне пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Коля куҫ хӳрипе кулса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӗрӗссипе, пурте асӑнакан Мускава салтаксем куҫ хӳрипе те курман.

По правде, Москву, что была у всех на устах, солдаты не увидели даже краем глаза —

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑй куҫ хӳрипе кантур еннелле пӑхрӗ те тулти крыльца ҫине тухса тӑнӑ кулавапа Ивука асӑрхарӗ.

уголком глаза наблюдая за тем, как на крыльцо конторы вышли волостной голова и Ивук.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех