Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗстерсе (тĕпĕ: хӗстер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укахви, картишӗнче ларнӑ сысна валашкине хул хушшине хӗстерсе кӗрсе тӑнӑскер, упӑшки вӑраннӑшӑн савӑнанҫи турӗ: «Ӑхӑ, — терӗ, — ытти чухнехи пек, силлесе нушаланма кирлех мар иккен: хӑвах тӑнӑ… Ме!» — вараланчӑк та шӑршлӑ валашкана диван умне шак пырса лартрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑл, Пашӑна купе кӗтессине хӗстерсе лартса, ӑна пыртан ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Майкӑпа кӗске йӗм вӗҫҫӗнех сиксе анчӗ Левен, ним шутласа тӑмасӑрах хӗстерсе лартрӗ сӗмсӗр Дон-Жуана.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Аллинче — хӑйма банкипе кашӑк, пӗҫҫисемпе кулачӑ хӗстерсе тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Аркадий Давыдович, журналпа кӗнекисене хул хушшине хӗстерсе класран тухма тӑнӑскер, Абаев тӗлӗнче чарӑнать те: — Чим, Ваҫук, — тет, — Пушкин сӑввине мӗнле ӑнланнине каласа пар-ха мана.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫав вӑхӑтра мана улӑп пек матрос хул хушшине хӗстерсе ҫӗклерӗ те кӑштах айккинерех тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Тӗрлемесре вакун алӑкӗпе те хӗстерсе пӑхрӗҫ, пурпӗрех нимӗн те ыратмарӗ…»

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпӗ укҫа енчӗкне кӗсьене персе чикрӗм те, ҫӑмарта пуракне хул айне хӗстерсе, патваррӑн утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Эпӗ мунчана анам, — кӗрӗкне тӑхӑнчӗ те, пуҫтарнӑ кӗпе-йӗмне хул хушшине хӗстерсе, пӳртрен тухрӗ кинемей.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Иртнӗ Герман вӑрҫи, хальхипе танлаштарсан, вӑйӑ пек ҫеҫ пулнӑ иккен, — калаҫӑва хӑйӗн сӑмахӗсене хӗстерсе хурать Хумкка мучи.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑрт икӗ енчен айлӑмалла нимӗҫ танкӗсем шуса тухрӗҫ — хулана икӗ енчен хӗстерсе илесшӗн пулмалла.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан, ҫакна ҫеҫ кӗтнӗ пек, хура маска аллине хӗстерсе илчӗ те тепӗр аллине ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Икӗ аллипе тимӗр хӗскӗч пек хӗстерсе илчӗ, пӗчӗк ачана тыткаланӑ пек ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йытӑ ҫӑмӑллӑх туйса кӳлнӗ ҫунапах килелле хӳрине хӗстерсе вирхӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Джинспа футболкӑна вӑр-вар тӑхӑнтӑм та кроссовкине ҫара ура ҫинех тӑхӑнса, каҫхине хатӗрлесе хунӑ ҫӗнӗ сумкӑна хул хушшине хӗстерсе пӳлӗмрен тухса вирхӗнтӗм.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Уруна хӗстерсе лартать ак…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Паян, ак, майлӑ самантпа усӑ курса, Рамана йывӑҫ хушшине хӗстерсе лапчӑтма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман тӳрӗрен ыткӑнчӗ, хурӑн тавра ҫаврӑнакан хӗре сылтӑм аллипе вулӑ ҫумне хӗстерсе ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мачча хӑмисене те хӗстерсе пӗтереймен.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сарлака туталлӑ, лапчӑк сӑмсаллӑ, пуҫӗ те ун ик енчен хӗстерсе лапчӑтнӑ пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех