Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрсех (тĕпĕ: хӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Герасим Федотович хӗрсех ӗҫленӗ вӑхӑтра решетке-карта ҫумне шкултан таврӑнакан Тамара пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫынсем хӗрсех утӑ ҫулаҫҫӗ, тислӗк тӑкаҫҫӗ — Зина тӗрӗ тӗрлет е кӗпе ҫӗлет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗрсех утӑ ҫулакансем умӗнче саркаланса-сӗркеленсе тӑма аван мар — вӑрманалла кӗтӗм, лӑпӑска ҫӑка айӗнчи ҫемҫе курӑк ҫине выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эпӗ ҫынсем хӗрсех ӗҫленине пӑхса тӑма аванмартан общежити ҫуртне кӗтӗм, кил картинче шӑв-шав илтӗнсен ҫенӗке тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тарас хӗр санитаркӑпа ташланӑ май паян мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен шухӑшларӗ, вӑхӑт-вӑхӑт вӑл хӗрсех ташлакан Кӗркурипе Елюк ҫине е хӑй ҫумӗнчи Анук ҫине пӑхкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Хуҫалӑхра хальхи вӑхӑтра хӗрсех уйсене сӳрелесси пырать.

Куҫарса пулӑш

Тивӗҫлӗ йӗркеленӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... b5%d0%bde/

Ҫапӑҫу хӗрсех пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна пуянсем те, купсасемпе улпутсем те, пупсем те хӗсӗрлеҫҫӗ, — хӗрсех калаҫрӗ чӑваш утаманӗ.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑрӑшсах, маттурлансах ҫулчӗ, хӗрнӗҫемӗн хӗрсех пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ну, юрӗ, юрӗ, — хӗрсех пыракан тусне чарчӗ Карлай.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗрешӳ хӗрсех пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Вӗсем ялти хыпар-сӑнара хӗрсех сӳтсе яваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫавӑн пек вӗсем, ачасем // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 61–62 с.

— Ӗҫ эс, ӗҫ, сана валли пурте пур кунта, — хӗрсех пычӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Чарӑнма каларӑр — хӗрсех пырать.

Куҫарса пулӑш

Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.

Пӗр енче райпо пуҫлӑхӗ хирӗҫ ларакан поссовет председательне хӗрсех тем тӑнлантарать, завод директорӗ ҫывӑхри колхоз председательне курорт шучӗпе астарать, икӗ хӗрарӑм главврачпа культура пайӗн заведующийӗ, ҫамрӑклӑха сыхласа хӑвармалли ыйтусене татса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Микрофон умӗнче пит-куҫӗнче «ӑвӑс ҫӑвӗ шӑрата-шӑрата», пиҫнӗ-пиҫмен кулӑ «ташлаттара-ташлаттара», ылтӑн шӑлӗсемпе кӑҫалхи юлашки аслати ҫиҫӗмӗ ҫиҫтере-ҫиҫтере, аллисене такама чышкӑласа тӑна кӗртнӗ пек чурӑссӑн, вӑнк-вӑнк ывӑта-ывӑта хӗрсех ҫатӑлтатакана, тӑмплаттаракана тимлесерех пӑхрӑм та — ак тамаша, Алендеев иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Тӳпери тӑри пӗр тӗлте, ҫип-ҫинҫе ҫиппе ҫӗртен кӑкарӑннӑ пек тӑп хытса, вӑль-валь сапӑнкаламасӑр, ҫунаттисене ҫаврӑнакан вентилятор пек курӑни-курӑнми вӗлтӗртеттерсе, хӑйӗн пӗртен-пӗр юррине хӗрсех тӗрлеттерет; уй шӑрчӑкӗ чарӑнма пӗлмесӗр ҫарӑлтатать, «хачӑпа хачӑ-хачӑ-хачӑ хачлаттарать».

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ак ӗнтӗ класра ҫыру экзаменӗ, пӳрт ӑшчиккине ӑшӑтакан радиатор пек майӗпен, шӑппӑн вӑй илсе, хӗрсех кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ял ҫыннисем кунта хӗрсех утӑ ҫулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Хӗрсех кайрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех