Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрринчен (тĕпĕ: хӗрӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ну, эпӗ кайтарам-ха, чипер ярӑнса ҫӳрӗр, — терӗ те Санюк юлашкинчен, ҫыран хӗрринчен ҫӑмӑллӑн пӑрӑнса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Ыттисем пек сӗтел хушшине ларман вӑл, ҫыр хӗрринчен урине уснӑ та чӗркуҫҫи ҫине лартнӑ чашӑкран васкамасӑр апат ӑсса сыпать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Улӑпла стройка ӑна ҫав тери илӗртӳллӗ пурнӑҫа ҫавӑрса кӗртнӗ, Атӑл хӗрринчен инҫетри ялта ҫуралса ӳснӗ Василий вырӑс ҫӗрӗн аслӑ шывне ӗмӗрлӗхех юратса пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Матви тӑвӑрланӑ хӑяр шывне чӗрес хӗрринчен ӗҫрӗ те каллех выртрӗ, ывӑлӗ вуласа кӑтартнӑ кӗнеке пирки шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Марья Ивановна каланӑ тӑрах, вӑрҫӑчченех вӑрман хӗрринчен кивӗ тункатасене хӑртса кӳнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Плаща хӑрах хӗрринчен пырса тытрӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл Элнет юханшывӗ хӗрринчен таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗлӗт хӗрринчен ҫӗкленсе тухнӑ хӗвел ҫӳлтен ҫӳле хӑпарать, савӑк кӑмӑллӑ хӗр пек ӑшшӑн кулкаласа пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Виҫшер тӗм тунӑ хыҫҫӑн ҫул хӗрринчен чылаях шала кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫитрӗмӗр, — тесе пӗлтерчӗ те Сахар, лашине ҫул хӗрринчен кӑштах аяккарах пӑрса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ, кӗҫех тавра курӑм хӗрринчен, тусан мӑкӑрлантарса, темиҫе ут курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн сылтӑм ҫыранӗ тӑрӑх, ял хӗрринчен пуҫласа мӗн вӗҫне ҫитиех, тӑват-пилӗк ҫухрӑм та пулӗ, йӑвӑ ӳсекен йӑмрасем акӑш-макӑшшӑн кашласа лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Арӑмӗ ҫыран хӗрринчен хӑпарчӗ те хӑмӑшлӑх еннелле аллипе сулса кӑтартса ҫапла систерчӗ:

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн тӑван нумай мар, Атӑл хӗрринчен пуҫласа Тинӗс хӗрне ҫитиччен.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш пайӗ. Ҫармӑс ҫинче ҫар вылять // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тин ҫеҫ лавпа Атӑл хӗрринчен турттарса килтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑл хӗрринчен инҫе мар вырнаҫнӑ Кӑкшамарта та нумай унашкал элчӗсем.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ухантей мӑйран йывӑр аманнӑ, пуҫне те ҫӗклеймест, ҫапах хӑй хаваслӑ: вӑл Атӑл хӗрринчен хуҫасӑр тӑрса юлнӑ пӗр ҫӳрен ута кӑкарса таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсене Атӑл хӗрринчен Иливанпа ытти чурасем турттарса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах та вырӑс ҫарӗсем Сӑр хӗрринчен хускалса кайиччен кунта пӗр усал ӗҫ пулса иртрӗ-иртрех.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та ҫыран хӗрринчен тараканни пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех