Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрпе (тĕпĕ: хӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул ҫинче шӑтӑклӑ-путӑклӑ вырӑнсем те пур, вӗсем урлӑ каҫнӑ чухне машинӑн малти кустӑрмисем сиксе илеҫҫӗ те хӗрпе каччӑна ирӗксӗрех пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗнтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗрпе каччӑ ҫаплах чӗнмесӗр пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Яла таврӑнни те чылай пулать ӗнтӗ, анчах хӗрпе ниепле те йӗркеллӗн сӑмах хушса калаҫаймарӗ-ха вӑл.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Шупашкартан Калининӑна каякан ҫул ҫине тухсан, хӗрпе каччӑ кӑшт-кашт калаҫкаласа илчӗҫ те шӑпӑртах пулса кашни хӑйӗн шухӑшӗсемпе ирӗккӗн хуҫаланса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халӗ вӑл хӗрпе танлашрӗ те унӑн аллине пӑлханарах тытрӗ.

Поравнялся с ней и взволнованно взял ее за руку.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хальхинче Сима ятлӑ хӗрпе пӗрлешрӗм: тӑпӑрчӑ пек шап-шурӑ сӑнлӑ.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Каласа пар хӑв унта миҫе хӗрпе паллашнине, миҫе хӗр арӑм пуҫне ҫавӑрнине.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Лавр урамра е училищӗре пӗр-пӗр хӗрпе калаҫса пынине е юнашар тӑнине курсан, Поля урсах каять, вӑл вара упӑшкине ҫынсем умӗнчех намӑслантарма та именсе тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ӑҫтан пӗлсе ҫитерес сирӗнне, хӗрпе каччӑ хушшинчи туйӑмсене?..

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

«Вӑт, Борис Баймашкина ҫак хӗрпе паллаштарасчӗ, «чарусӑр пилот» вара хӑйӗн Пӑрчканне часах маннӑ пулӗччӗ», — шухӑшларӑм эпӗ час-часах, ҫак ытарайми хӗре итлесе ларнӑ май.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Темле хӗрпе те ташласа курнӑ эпӗ, анчах Пӑрчкан пек ҫӑмӑл, илемлӗ ташлакана курман.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Аркадий нихҫан хӗрпе ташласа курман иккен, ҫитменнине вӑл «ташӑ — вопше серьезнӑй ҫын ӗҫӗ мар» тесе шутлать-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Ун пек хӗршӗн хуйхӑрни кӑна ҫитмест, ун пек хӳхӗм, паттӑр хӗрпе мухтанмалла та.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Мӑшӑр хӗрпе ывӑла пурнӑҫ парнелесе пӑхса ӳстернӗ.

Куҫарса пулӑш

Фельдшер – ялти хисеплӗ ҫын // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%84%d0%b ... %8b%d0%bd/

Хӗрпе те калаҫас килет, анчах хӑюлӑх ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Хӗрпе калаҫасси те уншӑн тем мар, пӗринпе темиҫе уйӑх калаҫнӑ пулсан, ӑна ҫӑмӑллӑнах пӑрахса теприне тупатчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Праски те, Анук шӑртланнине илтмен пек, кӑмӑллӑн курӑнма тӑрӑшса: — Кин, кин… Иксӗр мӑшӑрланса пурӑнма пуҫласан, юрату та килӗ. Эпир те ашшӗпе, хӗрпе каччӑ чухне, пӗр-пӗрне пӗлмен. Мӑшӑрлантӑмӑр та чунтан юратакан пултӑмӑр. Ак ӗнтӗ вӑтӑр ҫула яхӑн килӗштерсе пурӑнатпӑр. Эсир те ҫавах пулӑр. Сӗтел хушшине лар та пирӗн ҫӑкӑра ҫыртса пӑх, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрпе каччӑ чухнехине аса илмелле марах этемсем мар эпир.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку хӗре эпӗ тӗнчери чи илемлӗ хӗрпе те улӑштармастӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аякри ҫулта хӑв темиҫе хӗрпе те туслашнӑ-и, тен?

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех