Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗреслетсе (тĕпĕ: хӗреслет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял хапхинчи йӑмра айӗнче хӗреслетсе ал шӑлли — парне ҫакнӑ арҫын Ванька чӑсакан купӑс ҫеммипе ура хуҫса ташлани тата ташлаканӑн куҫӗсенче куҫҫуль шӑрҫаланни кӑна асра ҫирӗп тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ваҫиле упӑшки ҫине тимлӗн пӑхса илчӗ те ахлатрӗ: шурӑ кӗпен пӗр тӳмине хура ҫиппе хӗреслетсе ҫӗлесе хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аллисене умне, хырӑм тӗлне, хӗреслетсе тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сасартӑк вӑл аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслетсе тытрӗ те чӗркуҫҫийӗ ҫине ҫӑкӑнса анчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Икӗ Пурис каллех хӗҫӗсене хӗреслетсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсене хӗреслетсе хунӑ пӗр тӗм пулса та тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун ҫумӗнчи хӳхӗм кавирлӗ стена ҫине икӗ кӗпҫеллӗ сунар пӑшалӗпе хӗҫ хӗреслетсе ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳрте кӗмелли алӑка хӑмасемпе хӗреслетсе ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Аллисене хӗреслетсе тытнӑ Ботвель малтан Биче ҫине, унтан ман ҫине пӑхса евитлерӗ:

Ботвель, стоявший сложив руки, переводя взгляд от Биче ко мне, заметил:

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пӗчӗк аллисем хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланнӑ, ҫӳхе ҫара урисем юбка айӗнчен уйрӑм чӗр чунсем евӗр курӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл урисене вырӑнтан вырӑна пӗр чарӑнми куҫаркалать е пӳрнисене вылята-вылята хӗреслетсе тытать.

У нее были маленькие загорелые руки и босые тонкие ноги, производившие под краем юбки впечатление отдельных живых существ, потому что она беспрерывно переминалась или скрещивала их, шевеля пальцами.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Фаркугар хыттӑн мӑшлатать, каҫӑрӑлса ларнӑскер апат-ҫимӗҫе рехетлӗн шӑршлать; Шау аллисене хӗреслетсе тытнӑ, тутине пӑчӑртанӑ та пуҫ пӳрнисемпе ҫавӑрттарать.

Фаркугар грузно сопел, подбоченившись, нюхал кушанья; Шау, поджав губы, вертел большими пальцами, сцепив руки.

IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Бомбей салтса сарнӑ тӗркем ҫине вырнаҫнӑ, урисене хӗреслетсе хунӑ та хӗҫӗн авалхи кӗмӗл йӗннине тасатать.

Бомбэй сидел на распакованном тюке, скрестив ноги и чистя старые серебряные ножны.

II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Футроз вӗсен енне ҫаврӑнчӗ те аллисене хӗреслетсе тытрӗ, куҫ харшисене витӗмлӗн пӗркелентерчӗ, — хӗрсем именчӗҫ те пӳлӗмрен тухрӗҫ.

Футроз повернулся к ним, скрестив руки и двинув бровью так внушительно, что девушки смутились и вышли.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Редотт чике туран сылтӑм хул пуҫҫипе тӗревленчӗ, аллисене хӗреслетсе тытрӗ, урисемпе чултан тӗкӗленчӗ, унтан мӗн пур вӑйне пухрӗ те — пӗтӗм ту хысакне айккинелле хускатса куҫарчӗ; шахтӑна анмалли ҫулсем шӑпах ҫак ту айӗнче.

Редотт уперся в скалу правым плечом, скрестил руки, ногами уперся в камень и, собрав всю силу, двинул весь горный склон прочь. Под этим местом шли ходы шахт.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Суккӑр ҫын кӑшт куларах, сапӑррӑн выртать, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслетсе хунӑ.

Слепой лежал тихо, сложив на груди руки и улыбаясь.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.

Бутлерпа Ластон аллисене кӑкӑрӗсем ҫумне хӗреслетсе тытнӑ та — ҫурма хупӑ куҫӗсене мӑчлаттара-мӑчлаттара мӑнаҫлӑн лараҫҫӗ.

Бутлер и Ластон, скрестив руки на груди, важно сидели перед ним, полузакрыв глаза.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Йӗкӗт аллисене кӑкӑрӗ ҫине йӑвашшӑн хӗреслетсе тытрӗ те пит-куҫне хуҫкаланӑ май кутӑн чака-чака пӳлӗмрен тухрӗ.

Смиренно скрестив на груди руки, парень удалился, гримасничая и пятясь задом.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Тӑртаннӑ ал лапписене ҫӳллӗ кӑкӑрӗ ҫине хӗреслетсе хунӑ.

Вспухшие кисти рук скрещивались на высокой груди.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Райӗҫтӑвкомӑн ҫулҫӳрев ӑйӑрӗ — мӗн каламалли! — чаплӑскер, тилхепене купарчи ҫинче хӗреслетсе илсенех тапса сикӗ, анчах ҫӗр йӗпе чухне ҫӳренӗ урапа йӗррисем хытнӑ та ҫул тӑнкӑр-танкӑрланнӑ, урхамах чупма тытӑнсан, ҫемҫе тӑрантас ҫинче те ӑша кисретет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Атя, иртсе каяр ҫав каппайчӑкран, — сӗнчӗ Антун, савнӑ мӑшӑрӗ килӗшессе кӗтмесӗрех тилхепене хӗреслетсе, ӑйӑра купарчаран ҫатлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех