Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрелчӗ (тĕпĕ: хӗрел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сутрӑн пулать апла? — пӗрре хӗрелчӗ, тепре кӑвакарчӗ Мамич-Бердей.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай сӑн-питрен пӗрре хӗрелчӗ, тепре кӗл пек кӑвакарса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урам ик айккипе иртсе ҫӳреме сарса тухнӑ чул пур ҫӗрте те юнпа хӗрелчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла каларӗ те каччӑ, кӑштах хӗрелчӗ, пуҫне аяккалла пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Туканаш мӑрса хӗрелчӗ Кӑрчама ӗҫе-ӗҫе.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Пиччен те куҫӗ хӗрелчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мана кивҫен, ҫӗн тырӑччен, авӑн ҫапса пӗтернӗ-пӗтермен кисе памалла, е ӗҫ хушсан ӗҫлесе татмалла, — терӗ те Михапар хӑйне ырӑ мар туйса кӳ! хӗрелчӗ: Ярмулла нихҫан та ҫынна тара тытса ӗҫлеттермен — хӑйсем ултӑ ҫурла, тырӑ вырасси пирки калас тӑк; ҫапла шухӑшласа илчӗ те Михапар вӑтанса малалла вӗтӗртеттерсе каласа карӗ.

Мне бы взаймы, до нового урожая… Как только обмолотим… — путанно начал Михабар, — или я отработаю, какую хошь работу исполню… — От смущения Михабар покраснел: он знал, что Ярмулла никогда не пользовался чужим трудом — их самих шесть серпов, если речь пойдет о жатве; но его уже было не удержать, и он затараторил дальше:

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Савтепин шурӑ пичӗ кӑштах хӗрелчӗ.

Румяное личико Савдеби побледнело.

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫавӑнпа хӗрелчӗ упӑшки «тарҫӑ» сӑмаха асӑнсанах.

Не зря мужчина покраснел, когда признался, что ищет «место».

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халӗ ятне ыйтнипе хӗрелчӗ.

Теперь же покраснел от вопроса о его имени.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗвел анать, тӳпе хӗрелчӗ — Ӗнеҫҫӗ пӗлӗт таткисем.

Куҫарса пулӑш

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӗрелчӗ хӗрӗн сӑн-сӑпачӗ, Кӗҫех вӑл кайрӗ ҫуталса.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Нар пек хӗрелчӗ хӗвел анӑҫ, Вӑл капӑрлатрӗ пӗлӗте, Ниҫта ним хускалмарӗ — тӑнӑҫ: Сас-чӳленсе вӑл тем кӗтет.

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чечек вӑтаннипе хӗрелчӗ — Пытараймасть чун-вартине.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӗрача пӑртак хӗрелчӗ, витрине ҫӗклес пек малалла ӳпӗнчӗ, унтан сӑмах хушрӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Антонина Павловна вӑтанса хӗрелчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпӗ сирӗнтен ыйтасшӑн, — Детрей Джесси енне ҫаврӑнчӗ, ҫав самантра унӑн ҫамки хӗрелчӗ, — сирӗн сывлӑхӑр хӑрушлӑхра мар-и?

Я хочу вас спросить, — обратился Детрей к Джесси, причем его лоб покраснел, — не внушает ли опасений состояние вашего здоровья?

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Хӗр пичӗ кӑштах хӗрелчӗ те вӑл — ӑна ҫурма маска курма чарать тейӗн — тутине аялтан ҫӳлелле тӗртрӗ, унтан кулса ячӗ, анчах кӑмӑллах мар.

Лицо девушки слегка покраснело, и она двинула вверх нижней губой, как будто полумаска мешала ей видеть, и рассмеялась, но неохотно.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Илемпин тӗлӗннипе пит-куҫӗ пиҫсе хӗрелчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫапла каларӗ те хӗрарӑм вӑтанса хӗрелчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех