Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑшпӗрисем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗнпе пӗрле илемлӗ командирсем те выртатчӗҫ, вӗсем орденсем те илнӗччӗ, вӗсенчен хӑшпӗрисем ҫав хитре гимнасткӑпа калаҫасшӑнччӗ, ӑна юратнине те пытармастчӗҫ, анчах…

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӑшпӗрисем парнесем хатӗрлеме ӗлкӗреймерӗҫ, хӑшӗсем мӗнле япала памаллине пӗлеймерӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Аван мар апла, Кулюкка, — текелерӗҫ хӑшпӗрисем.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ун йышши мар пуль ҫав Ҫимунӗ, — теҫҫӗ хӑшпӗрисем.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑшпӗрисем, юмах итлеме юратаканнисем, ашшӗ-амӑшӗсен кивӗ кӗрӗкӗсене пӗркенсе, Хура Ҫимун тавра пуҫтарӑнса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑшпӗрисем Макҫӑм хыҫҫӑн чупрӗҫ, теприсем ним тума аптраса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лӑп-лап ҫыпӑҫасран хӑранӑ пек, хӑшпӗрисем сӑхсӑхса илчӗҫ, тем мӑкӑртаткаларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Вара хӑех каласа парӗ! — шавларӗҫ хӑшпӗрисем.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑшпӗрисем кайма хатӗрленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑшпӗрисем халиччен каласа панинех тепӗр хут ӑнлантарма тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑхӑчӗ пӗр шелсӗр-ҫке: тантӑшӑмӑр-ӗҫтешӗмӗрсенчен хӑшпӗрисем пирӗнтен уйрӑлса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Сывлӑшра ӑшӑ пирки ҫынсем ҫӳхе тумтирпех ҫӳреҫҫӗ, хӑшпӗрисем тинӗсре шыва та кӗреҫҫӗ.

В воздухе так тепло, что люди ходят в легкой одежде, а некоторые купаются в море.

Кавказӑн Хура тинӗс хӗрри // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пысӑк хӑва хуллисене касса вакламалла, анчах пурне те мар, ҫамрӑк хунавсене ҫеҫ касмалла, хӑшпӗрисем авӑнсан ҫурӑлмасӑр та пултараҫҫӗ, вӗсен хуппине сӳсе илмелле.

Надо нарезать большое количество прутьев из лозы, но не всех, а только молодых побегов, которые могут согнуться и не треснуть при сгибании, снять с них кору.

Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3468717

Хӑшпӗрисем ҫеҫ полюс патне ҫитнӗ, анчах нихӑшӗ те унта наука ӗҫне тӑвайман.

Только некоторые из них достигли полюса, но никому не удалось произвести там научных исследований.

Ҫурҫӗр полюсӗ патне // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Анчах эсир «хӑшпӗрисем ҫапла» тесе яланах хамӑр колхозран юларах пыракан хуҫалӑхсем пирки калатӑр.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Хӑшпӗрисем» икӗ енче пулма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑшпӗрисем тата пӗр пӑру вырӑнне икӗ пӑру ыйтма та именсе тӑмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ай-тур-тур! — хыпӑнса ӳкнӗччӗ хӑшпӗрисем Чемейре.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Хӑйсемпе инкек килсе тухсассӑн е чир-чӗр пырса ҫаклансан хӑшпӗрисем тӳрех парӑнаҫҫӗ, чунпа вӑйлӑ ҫынсем вара пуҫне усмасӑр, ниме пӑхмасӑр, шӑлне ҫыртса малалла талпӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

— Тарас, тата кӑшт ташламаллаччӗ ӗнтӗ, — сӗнчӗҫ хӑшпӗрисем.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех