Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑшне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑшне айӑпламалла та хӑшне «тавтапуҫ» темелле халь ман аттепе аннерен?

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чи ҫӳле ҫитсен, ҫӑлтӑрсенчен хӑшне те пулин илес тесе, аллине тӑсать, анчах кармашса ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Лида хӑшне ытларах юратнӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Хӑшне пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кирек хӑшне ҫисен те, вилме пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Акӑ, ил-ха, тен, вӗсенчен хӑшне те пулин чышсан пулӑшӗ, — сывпуллашса Матаев шӑла тата сасан пулӑсем чӗркесе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Хӑш больницине илсе кайрӗҫ, хӑшне?!

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑшне чун савать? — ыйтрӗ Ваҫҫа.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

2) Мӗнле апат ҫимелле, хӑшне ҫимелле мар?

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Хӑшне курмӑш пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫынсем, «хӑшне, хӑшне» тесе, кӗпӗр-кӗпӗр кӑна икӗ хӗрарӑма тытса чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Хӑшне ытларах кӑмӑллан, Егор, цирка е концерта?

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Пырса кӗтӗр халь Пахом Петрович ҫак ялсенчен кирек хӑшне — пӗр урам вӗҫне тухичченех темиҫе ҫын чарса калаҫӗ, пӗри те, тепри те кӗрсе тухма чӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ритван патаккисенчен хӑшне те пулин кӑларса илме ҫук-ши?

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хумма Левенне аса илтерекенсем писательсем хушшинче те пур: хӑшне те пулин союз председательне суйласа лартаҫҫӗ те — «Вӑл питӗ лайӑх ҫын!»

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Курӑпӑр унта: хӑшӗ хӑшне ҫӗнтерет!

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ман япалана хӑшне те пулин вуланӑ ӗнтӗ ку», — савӑнарах шухӑшларӗ Таранов, анчах хайхи хӗрарӑмпа унӑн ним ҫинчен те калаҫас килмерӗ:

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑшне чи малтан асӑнатӑр?

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Сасартӑк, пӗр харӑс тӑрса, Эпир вӗтлӗх витӗр, сӑрт урлӑ, хирпе Васкарӑмӑр аслӑ вӑрҫа, Эпир — малтисемччӗ; ҫӗнме ҫӗкленсе Кӗрейрӗмӗр ҫулӑм ӑшне, — Ахлатрӗ тавралӑх, шартах чӗтренсе, Тем шӑхӑрчӗ: хӑшӗ — хӑшне! — Вӑл ухӑ снаряд-мӗн шартлатрӗ ҫумра, Сӳ килчӗ, сӳ кайрӗ хӗрӳ…

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Пуйӑс ҫинче чух эсир ӑна килӗштерсе пӑрахнӑ пек туйӑннӑччӗ — кайран сирӗнтен хӑшӗ хӑшне тиркерӗ вара?

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех