Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтӑлнӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян икӗ хутчен хӑтӑлнӑ вӑл кашкӑрсем ҫурса тӑкасран.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Эльканона та вӗлерме йышӑннӑ пулнӑ, анчах чарӑнса тӑнӑ вӑхӑтра ун вырӑнне ӑна йывӑр ӗҫ хушнӑ, ҫапла майпа вӑл вилӗмрен хӑтӑлнӑ.

Элькано также был приговорен к смерти, замененной вскоре каторжными работами во время стоянки, таким образом он избежал смерти.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Мӑнуксем вара, амӑшне ҫавӑтса, вӑрмана тарса хӑтӑлнӑ, партизансен ретне тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫимунӗ сан патран аран тухса хӑтӑлнӑ, тет!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Князьсенчен, тӑшман тапӑнса сӑтӑр тӑвассинчен хӑтӑлнӑ Сванети халӗ культурӑллӑ халӑхсене хуса ҫитме васкать.

Освобожденная от князей, от нападений и разорений, Сванетия торопится догнать культурные народы.

Сванетире // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

— Ку вӑл ҫӗлен хӑйӗн кивелнӗ тирӗнчен хӑтӑлнӑ пек ҫеҫ.

— Но это все равно, что сбросить старую оболочку.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

«Сывлӑх сунатӑп, — тет нимӗҫ, — тискер варварсен ҫӗршывӗнчен хӑтӑлнӑ ятпа саламлатӑп сире, ырӑ сунса кӗтсе илетӗп, — тет.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тен, чӑнах та, ҫӑлӑннӑ пуль, парашютпа сикнӗ е тата мӗнле те пулин хӑтӑлнӑ, ӑна пӗлместӗп ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Парторг килсе кӗрсен, Кирле хӑйне пысӑк йывӑрлӑхран хӑтӑлнӑ пек туйрӗ:

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Сӑнчӑртан» хӑтӑлнӑ хыҫҫӑн ҫамрӑк хӗрарӑм кашни эрнерех ашшӗ-амӑш килне киле-киле кайнӑ, канӑвне те ялтах ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Бомба-снаряд кисретӗвӗпе выҫлӑх танатинчен хӑтӑлнӑ вырӑс, ҫармӑс, тутар, финн, нимӗҫ(!), еврей ывӑл-хӗрӗн кунҫулӗ кунта ҫӗнӗлле ҫырӑнма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Киремет йывӑҫҫи патӗнче ҫулла ҫӗрле ҫӳренӗ, вӑрӑмтунасенчен хӑтӑлнӑ — ҫак асра юлнине палӑртать Миша.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑл ачи // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60740

Алюнов та, Укаслу та вӗсем Атӑл урлӑ каҫса хӑтӑлнӑ патька-патшан шанчӑклӑ ҫыннисем пулӗ тесе шухӑшларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малтанласа вӑл хӑйне кӑна тытрӗҫ, Ермолай тарса хӑтӑлнӑ пуль тесе шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Валтиел пупӗ килӗштӗрччӗ ҫеҫ Иннокентий сӑмахӗпе, вара вӑл ҫак тискер ӗҫрен хӑтӑлнӑ пулӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ така, пуҫне ерипен пӑркаласа, йӗри-тавра пӑхса илчӗ, куштан каччӑ пек, тӳп-тӳрӗ тӑрса, ерипен кӑна Палас хӗрринелле ҫул тытрӗ, тин ҫеҫ ейӳрен хӑтӑлнӑ йӑмралӑха кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Казаксенчен хӑтӑлнӑ турхан куҫпа вырӑс ҫӗрпӳне шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чуралӑхран, чӗр вилӗмрен аран хӑтӑлнӑ ҫыннӑн вӑйӑ-кулӑ шухӑшӗ пулнӑ-и?

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑтӑлнӑ пулсан вӗсем халиччен кунта ҫитмелле пек, — терӗ Петр Серебряный Микулинскине.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Шигалейрен хӑтӑлнӑ хыҫҫӑн улталамалла мар пек.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех