Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтлантӑм (тĕпĕ: хӑтлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ тапхӑрччен эпӗ ҫыран хӗррине пырса чарӑнма хӑтлантӑм, анчах ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулаймарӗ — тип ҫырман тӗпӗ айлӑмлӑ та йӗпе.

Два раза я пробовал пристать к берегу, и все неудачно — дно оврага было низкое и мокрое.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Эпӗ телейлӗ, — терӗ вӑл эпӗ лаша ҫинчен сиксе ансан мана ыталаса; унӑн ҫӗкленӳллӗ сӑмахӗ мана кӑштах иментерчӗ, ҫавӑнпа эпӗ хаваслӑн кулма хӑтлантӑм.

— Я счастлив, — сказал он, обнимая меня, когда я соскочил с лошади, и несколько смущенный торжественностью его голоса, пытался весело засмеяться.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.

Эпӗ хырӑм выҫнипе ҫапла хӑтлантӑм!

Я чудил от голода!

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

«Юлташсем, эпӗ ытлашши те хӑтлантӑм пулӗ, ҫапах та эпӗ революциллӗ туйӑм хушнӑ пек ҫеҫ турӑм», тейӗп.

Я отвечу: товарищи, я зарвался, но я поступил по революционной совести…

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ун сӑнне иртен-ҫӳренсем хушшинче шырарӑм, ятне хаҫат пресси кашни кун пӗлтерекен, унччен хамӑршӑн паллӑ пулман ятсен вӑрӑм картлашкинче тупса тавҫӑрма хӑтлантӑм.

Искал его лицо среди встречных прохожих, пробовал угадать его имя в длинных вереницах неизвестных прежде имен, которые ежедневно преподносит нам газетная пресса.

6 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Эпӗ пӗтӗм вӑйпа темиҫе хут кӑшкӑрма хӑтлантӑм, анчах унтан нимӗн те тухмарӗ.

Я несколько раз принимался кричать во всю глотку, но без всякой пользы.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ тӑма хӑтлантӑм, анчах йӑшӑлт та тӑваймарӑм.

Я попробовал встать, но не мог пошевелиться.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ пахчана кайма хӑтлантӑм, унта та йӑрансем хушшинче пытанса лараҫҫӗ.

Я попробовала — с огорода, так и там, за грядками затаившись, сидят.

XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Тӑшмансем тесе арестлеме тытӑнсан эпӗ юриех йӗлтӗр вӑрланӑ пек хӑтлантӑм.

А когда начались аресты врагов, я и придумал этот трюк с лыжами.

XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Эпӗ ром илсе пытӑм та, унӑн ҫӑварӗнчен яма хӑтлантӑм.

Я принес рому и попытался влить ему в рот.

II сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ура ҫине тӑма хӑтлантӑм — ыратнипе ҫӗр ҫинех ӳкрӗм.

Хотел встать — от боли упал.

21. Никитин таврӑнчӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ ӑна-кӑна шутламасӑр аннене аллинчен тытса тӑратма хӑтлантӑм.

Куҫарса пулӑш

Аннепех пурнӑҫ лайӑхчӗ // Валентина Элиме. Килти архив

…Пӗрре эпӗ нимне шутламасӑр, шутсӑр ашкӑнса хӑтлантӑм, дама патне кӗнеке илме пырсан, вӑл мана пит сиввӗн каларӗ:

…Однажды я буйно и слепо наозорничал, и, когда пришёл к даме за книжкой, она сказала мне очень строго:

X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эпӗ алла вӗҫертме хӑтлантӑм, анчах вӑл мана ҫапса ячӗ.

Я попытался вырвать руку, но он ударил меня.

V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫылӑх каҫарттарассинчен хӑраса хама-хам ҫав тери хытарса хӑтлантӑм, анчах пурте хӑрамалла мар, интереслӗ те мар пулса тухрӗ.

так напрягался в страхе исповеди, а всё вышло не страшно и даже не интересно!

IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ку ӗҫре хама епле тытни ҫинчен шухӑшланӑ чух ман пуҫа сасартӑк: эпӗ хӑравҫӑлла хӑтлантӑм, текен хӑрушӑ шухӑш пырса кӗчӗ.

Когда я размышлял о том, как я поступил в этом деле, мне вдруг пришла страшная мысль, что я поступил как трус.

XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫапах, шӑла ҫыртса та пулин, эпӗ хам ӑша чылайччен тӗтӗм ӗмрӗм, ункӑн-ункӑн кӑларса яма, ӑша ҫӑтма хӑтлантӑм.

Однако скрепив сердце я довольно долго втягивал в себя дым, пробовал пускать кольца и затягиваться.

XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫак улшӑнми идейӑна пула, эпӗ хӑшпӗр чухне ытла та ӑссӑрла хӑтлантӑм: хам ҫук ҫӗрте ӑнсӑртран пушӑ вырӑн (néant) ҫеҫ курма ӗмӗтленсе, хӑвӑрттӑн хыҫалалла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӑм.

Были минуты, что я, под влиянием этой постоянной идеи, доходил до такой степени сумасбродства, что иногда быстро оглядывался в противоположную сторону, надеясь врасплох застать пустоту (néant) там, где меня не было.

XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Браунинга ҫӗклерӗм те пеме хӑтлантӑм.

Поднял браунинг и спустил курок.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Эпӗ шӳтлеме хӑтлантӑм, темскер каласа кӑтартрӑм, анчах вӗсем пурпӗр хавасланмарӗҫ, малтанхи пекех чӗмсӗр пулса пычӗҫ.

Я пытался шутить, что-то рассказывал, но всякий раз натыкался на стену, которую они воздвигли между собою и всем миром.

60 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех