Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтланать (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл тӑма хӑтланать те кӗпи аркинчен Яка Илле тытнипе каялла ларать.

Он пытается снова встать, но Илле удерживает ею за подол рубахи.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл мӗн чухлӗ тӳрленсе тӑма хӑтланать, ҫавӑн чухлӗ ытларах ҫыхланса ӳкет…

Чем больше он пытается выпрямиться, тем больше путается…

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑйне пысӑка хурать, вӑрттӑн хӑтланать.

Все тайком жить норовит да кичится все.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ларса канар-и эппин, ҫакӑнта?» — юлташӗн шухӑшне тавҫӑрса илме хӑтланать Ивук.

Ивук готовно предложил: — Давай присядем здесь.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

(Пӗр енчен, вӑл ӑна чееленсе ҫапла хӑтланать, тепӗр енчен — никама юратманнипе; виҫҫӗмӗшӗнчен ҫеҫ — кахалӗпе.)

Сразу видать, хитроват Илле Щеголь, не любит никого, более того — ненавидит всех.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Асту, Левентей, — терӗ вӑл, ӑс-тӑна тата ытларах ҫивӗчлетсе, — Ятман чее хӑтланать.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫе кайнӑ ытти колхозниксем те учӗсене килсе панӑ курӑнать, мӗншӗн тесен тислӗк купи патӗнче икӗ лаша хыҫкаланса тӑраҫҫӗ, ҫывӑхра тата тепӗр лаши клевер ани патне тухмалли алӑка уҫма хӑтланать.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пире хур тӑвас тесе ҫапла хӑтланать ӗнтӗ тӑшман.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн каласси пур, аван хӑтланать аслӑ князь: вӗсене хӑех пӗрне утлӑ ҫар воеводи, тепӗрне кимӗсемпе анакан ҫар воеводи туса хурать, ҫавӑнтах шанса та пӗтереймест иккен, айккинчен сӑнаса тӑма хушать.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чее хӑтланать аслӑ карачи чӑваш, ирҫе, ҫармӑс, удмурт мӑрсисем тӗлӗшӗнчен.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл та тепӗр чух ытла куштанланма хӑтланать мар-и?

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Урасмет пекех хӑтланать.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах мӗн тӑвас тен, ҫын выльӑхла хӑтланать пулсан мӗнле тӳссе тӑран-ха?

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кашкӑр вӗсене курсан капкӑна ҫӗклесе ура ҫине тӑма хӑтланать, асав шӑлӗсене кӑтартса йытӑ пек хӑрлатса илет, анчах ури ыратнипе каялла тӗшӗрӗлет.

Куҫарса пулӑш

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсене пӗр хӗр ҫапӑҫасран уйӑрма хӑтланать.

Одна девушка пытается их разнять.

Шупашкарта икӗ каччӑ ҫапӑҫнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33128.html

Ай мӗнле чее хӑтланать пысӑк карачи!

Куҫарса пулӑш

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑшман пулӗ вӑл Сарри, ун пек хӑтланать пулсан вырӑссене сутӑннӑ пулӗ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кур, Ятламас, мӗн хӑтланать кунти халӑх! — терӗ Ахтупай итленӗҫемӗн крепость хапхи патне ҫывӑхарах шӑвакан юлташне.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иккӗленӳ юлмарӗ: Саадет-Гирей хӑйӗн пиччӗшӗн Мухаммед-Гирейӗн политикине тытса пырать, унтан та ытларах ҫӗнӗ хан лешӗнчен пуҫтахрах хӑтланать, вӑл престола ларнӑ-ларман кӳршӗсене юнама пӑхать.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Палатӑра тытма ҫук ӑна: аташать, тӑрса тарма хӑтланать.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех