Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑрамасӑр (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чалтӑртатса сирпӗнсе тухнӑ хӗлхем пек йӑлтӑртатса, ҫу кунӗ хӑвӑрт сӳнет, сисмелле мар час иртсе каять, вӑрмана, тӗрлӗ тӗслӗ кӑвар сапса, пушар тухасран пӗртте хӑрамасӑр, кӗр хуҫаланса пырса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫак событие асра тытни тата хӑйсен халӑхӗн пуласлӑхӗшӗн пӗр хӑрамасӑр ҫапӑҫнӑ ҫынсене хисеплени пирӗн ҫынсен чӗрисенче таса упранса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлек ял тӑрӑхӗн ялӗсенче Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ митингсем иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... tn-3760894

Узурпаттӑра Алмазов куҫран хӑрамасӑр пӑхса ларнинче: «Ҫук, никама та ҫур сӑмах шарламан», — тесе тупа тунине вулама пулать.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Халӗ акӑ сивӗрен хӑрамасӑр ял касатӑн.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑрамасӑр ҫӳретӗн.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анук ним хӑрамасӑр чупса тухни пушшех тӗлӗнтерчӗ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ ҫав ҫӗлене хӑрамасӑр кӗтсе ил.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Ешӗлпи ятлӑ сарӑ хӗр ҫеҫ ҫумӑртан, аслатирен хӑрамасӑр ташлать.

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Хӑрамасӑр, тӗпсӗр кӳлӗрен эпир нихҫан та курман чӗрчунсем сиксе тухсан ҫынсен вара ӑҫта кӗрсе каймаллла тет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӗсем, нихӑҫан та ҫынна курманскерсем, ҫӳревҫӗсем патне ним хӑрамасӑр пынӑ.

Они никогда не видели людей и подходили к путешественникам без малейшего страха.

Кӑнтӑр полюсӗ патне кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Анчах вӗсем тӑвӑлсемпе тӗтресем витӗр ним хӑрамасӑр ҫӗнтерсе туха-туха кайнӑ, самолечӗсене пӑрланса ларма парас мар тесе кӗрешнӗ, Сталин юлташран илнӗ задание чаплӑн туса ҫитернӗ.

Но они мужественно пробивались через бури и туманы, боролись с обледенением самолетов и с честью выполнили задание, полученное от товарища Сталина.

Мускав — Ҫурҫӗр полюсӗ — Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эсир хӑвӑра ҫапла каланӑ пулӗ-ха: халӗ хӑюллӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫе хӑрамасӑр, хастаррӑн тытӑнакансен вӑхӑчӗ, мӗнех вара, эпӗ ҫак пур статьясем енӗпе те юрӑхлӑ пулаймастӑп-им?

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫын хӑй валли нимӗнле усӑ илмесӗрех ҫавӑн пек нимрен хӑрамасӑр паттӑр ӗҫ тума пултарнине ӗненме, ун ҫинчен шухӑшлама та пултарайман вӑл.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӑхсассӑн, ҫын сывлӑшра вӗҫсе пынӑ пек е нимрен хӑрамасӑр машинӑпа ыткӑнса пынӑ пек, е тӗпсӗр ҫырма урлӑ сикнӗ пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эсир хӑрамасӑр шухӑшланине пула союзниксем сирӗнтен пӑрӑнма пултараҫҫӗ.

При ваших бесстрашных и категоричных суждениях многие ваши союзники могут оттолкнуться от вас.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кирек мӗнле ӗҫе те пӗр хӑрамасӑр пуҫӑнӑр.

Смело беритесь за любые задачи.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑтан та йытти кашкӑр пек Хӑрамасӑр килсе кӗтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Ятарласа хатӗрленӗ конкурссемпе ӑмӑртусене те шӑпӑрлансем пӗр хӑрамасӑр хутшӑнчӗҫ, чылайӑшӗ пылак парнесене тивӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Кам ирӗк панипе хуҫаланатӑр ман пахчара? — хӑй ҫинелле хӑрамасӑр, шанса пӑхакан чӗрчунсемпе кулкаласа калаҫрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Ку ыйтӑва та вӑл хӑйне евӗр, хӑй тӗллӗн, хӑюллӑн, санпа та, манпа та тава кӗрсе кайма пултарассинчен хӑрамасӑр татса пани паха.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех