Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗттӗм пулсан пӗччен юлма хӑракан пултӑм.
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Куҫӗсенчен пӑхма хӑракан пултӑм ӗнтӗ, хама хам тем туса хурӑттӑм.
Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫакна аса илчӗ те вӑл, пушшех хӑракан пулчӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Эпӗ ахаль те питӗ хӑракан пултӑм.
6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Малти пӳрте Павлуш пӗччен кӗме хӑракан пулчӗ: ашшӗ тупӑк ӑшӗнче выртнӑнах туйӑннӑ ӑна.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ракетӑсен каварлӑхӗнчен хӑракан Цаупере хуҫи ҫумне тӗршӗннӗ.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫак вӑхӑтра сӗтел хушшинче хӑйӗн ҫунса тухасла пит ҫӑмартисем ҫине пӑхма хӑракан ҫын пур тӑк — вӑл эпӗ.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Годвина питӗ хаваслӑн ӑсатса ячӗҫ; вӑл сулланни вакун чӳречинчен те курӑнать; кунта юлакан Бутспа Томас, Лей тата Брентган ыталашнӑ та — тутӑрӗсене ҫил ҫине кӑларса хунӑ, вӗсемпе вӗлкӗштере-вӗлкӗштере телейлӗскерпе сыв пуллашаҫҫӗ, — ашшӗ аскӑнлӑхшӑн каҫарнӑскерпе; халӗ вӑл иртнӗ пурнӑҫне кӑштах та пулин сӑваплатмашкӑн турӑран хӑракан аппӑшӗсем патне ҫул тытрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.
— Ара, Мӗтри Микулайчӑ, тӳррипе, хӑранӑран кӑна килмен эпӗ сан пата, — терӗ вара ҫирӗппӗн, — Тата, ху пӗлен, эпӗ аттене хывнӑ, пули-пулмишӗнех пит хӑракан йышши мар.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Антун ӑна куҫне хӗсерех пӑхрӗ те: — Эпӗ хӑракан йышши мар. Ҫитменнине, малашне ку тӑрӑхра пурӑнма шутламастӑп. Яснӑ? — терӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ассоль ӑна капӑрлатнӑ вӑхӑтра Лонгрен тӗтӗм сывласа ҫӑтасран хӑракан ҫын евӗр пит-куҫне хыттӑн пӗркелентерсе ларчӗ, хӗрӗн сӑмахӗсене илтсен ҫӑвар туллин ахӑлтатса кулса ячӗ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
— Ку вӑййа кӑтӑкран хӑракан ҫынсемпе кӑна выляма пулать, ӑнланатӑн-и? — ӑнлантарать Ида.— Понимаешь, это выходит только с тем, кто боится щекотки, — объяснила Ида.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Пӗррехинче уҫӑлса ҫӳреме тухсан, Свифт типсе хӑракан хурама тӑррине кӑтартнӑ та хӑйпе калаҫакана: «Эпӗ те акӑ вилме пуҫран тытӑнатӑп», тесе пӗлтернӗ.
5 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Кӑтӑкран хӑракан лаша кам та пулин ун урине тытсанах тапкалашнӑ.Лошадь эта просто не выносила щекотки, поэтому стоило до неё дотронуться, как она брыкалась и ржала.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Пӗр енчен французсем, хӑйсем питӗ хӑракан ҫурҫӗртен тараканскерсем, тепӗр енчен — вӑрман хӗррисенче, кӑнтӑрти ҫулсене сыхласа тӑракан вырӑссем.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Манах тумтирне вӑл вуншар пин манах пурӑнакан, манахсене хисеплекен тата вӗсенчен хӑракан ҫӗршывра лайӑх хӳтлӗх пулнӑран кӑна упраса хӑварнӑ.
Джордано Бруно // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Сан пурӑнма пулать кунта, санран хӑракан пулаҫҫӗ…
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ку мана унпа хытӑрах интереслентерчӗ, анчах эпӗ, именекен е хӑракан ҫын пулман пулин те, пачах урӑхла — яланах пурне те тата хӑвӑртрах пӗлесшӗн ҫунакан ҫын пулнӑ пулин те, мана ку унпа паллашма хӑюллӑх параймарӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Апла пулин те, вӗсем турӑран хӑракан ҫынсем; турӑсӑр епле пурӑнтӑр-ха чухӑн ҫын.Но зато народ богобоязненный; дело известное — без бога как бедноте прожить?
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Сквайр Бен Ганна вӑл ҫав тери хӑракан ӗҫех ячӗ: ӑна паркра привратник вырӑнӗнче ӗҫлеме хушрӗ.Сквайр сделал с Беном именно то, чего Бен так боялся: дал ему место привратника в парке.
XXXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.