Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑравҫӑна (тĕпĕ: хӑравҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӑйне тӗлӗнмелле ҫав тери типтерлӗн тыткалать, кушак пекех асӑрхануллӑ, ҫуралнӑранпа та вара нимӗнле пӳтсӗр ӗҫе те хутшӑнса курман; анчах та май килнӗ чухне хӑйне палӑртма, хӑравҫӑна тата та ытларах хӑратма е пӳлсе лартма юратать.

Он удивительно хорошо себя держит, осторожен, как кошка, и ни в какую историю замешан отроду не бывал, хотя при случае дать себя знать и робкого человека озадачить и срезать любит.

Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.

Сире ҫакна пӗлтеретӗп; отрядран эпир йывӑрлӑхран хӑраса ӳкнӗ пӗр хӑравҫӑна хӑваласа ятӑмӑр.

Довожу до вашего сведения, что мы выгнали из отряда одного труса — он испугался трудностей борьбы.

21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Боецсен кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклеме хӑравҫӑна отрядран хӑваласа яни персе вӗлерессинчен лайӑхрах, — терӗ Павӑл, Гвоздена персе вӗлернӗ хыҫҫӑн ҫакна ҫынсем кӑмӑлсӑррӑн кӗтсе илессине ӑнланса.

— Для отряда сейчас лучше прогнать труса, чем расстрелять, — сказал Павле, он считал, что после истории с Гвозденом это тяжело подействовало бы на людей.

21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ротӑран хӑравҫӑна хӑваласа яни ҫинчен кӗҫӗрех боецсене пӗлтеретпӗр.

Сегодня же вечером мы сообщим бойцам, что вышвырнули этого труса из роты.

21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

«Йӗркерен тухнӑ… Хӑравҫӑна ернӗ… Интеллигентланнӑ… Хӑйне ытлашши пысӑка хурать!» — аса илчӗ Павӑл.

«Деморализован… паникер… интеллигенция… болезненное честолюбие!» — припоминал Павле.

4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Хӑравҫӑна ернӗ…

Паникуют…

3 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Мӗншӗн тесен Конопатов пеккисем колхоза каялла туртаҫҫӗ, Любава пеккисене тата сире хӑвӑра та пурӑнма кансӗрлеҫҫӗ, сире кама та пулин шел пек туйӑнать пулсан, эпӗ сире ҫакна аса илме сӗнетӗп: кахала шелленипе ӗҫе юратакана пырса тиветӗр эсир, хӑравҫӑна шеллесе, паттӑра тиветӗр, вӑрра шеллесе, тӳрӗ ҫынна пырса тиветӗр.

Потому что такие, как Конопатовы, тащат колхоз вниз и мешают жить таким, как Любава, и вам самим, и когда вам жалко кого-нибудь, то я советую вам вспомнить, что, жалея лентяя, бьешь трудолюбивого, жалея труса, бьешь отважного, жалея вора, бьешь честного.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Хӑюлли яланах малта, хӑравҫӑна хыҫалта та вӗлереҫҫӗ, — тенӗ.

— Храбрый всегда впереди, трусишку и позади убивают.

Умра тата хыҫра // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех