Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпнипе (тĕпĕ: хӑп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Илле малтанах тӗлӗннипе, сехри хӑпнипе сехмет юпи пекех хытса кайнӑ.

Илле, хлебавший картофельную похлебку, так и остолбенел.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ариадна Леопольдовна, пӑшал сассисене илтсен, сехри хӑпнипе сасартӑк йывӑрланса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Гобспа пӗрле арӑмӗ пулнӑ, вӑл, мӗн пулса иртнӗрен сехри хӑпнипе аптӑранӑ-вӑйсӑрланнӑскер, тинӗспе малалла ишессине пачах хирӗҫлет.

С Гобсом была жена, так напуганная происшествием, что наотрез отказалась плавать по морю.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Горн сассине ҫемҫетрӗ, сехри хӑпнипе лӑпчӑнсах ларнӑ ассие ӑшшӑн йыхӑрать, гном евӗрлӗрех тӗлӗнмеллерех чӗрӗ ҫак чуна тимлӗн пӑхса тӗпчет.

Горн смягчил голос, почти проникнутый нежностью к загнанному уродцу, внимательно рассматривая это странное существо, напоминавшее гномов.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Малтанхи слонпа вӑл ҫапларах курнӑҫрӗ: хоботне ҫӗкленӗ слон ун ҫинелле ыткӑнчӗ, Витт хобота аллипе яваласа тытрӗ, сехӗрленсе ӳкнӗ улӑп пуҫне ҫӗр ҫумне пӗксе хурсан Витт унӑн асав шӑлӗсене тӑпӑлтарса кӑларчӗ; ҫак «операци» хыҫҫӑн тискер кайӑк сехри хӑпнипе ухмаха ернӗн тарса ҫухалчӗ; Витт вара асав шӑлсене ҫӗре чиксе лартса малалла ҫул тытрӗ.

Его первая встреча со слоном произошла так: слон бросился на него, подняв хобот. Витт намотал хобот на руку, пригнул голову испуганного великана к земле и вырвал клыки; после такой операции зверь бросился бежать, а Витт, всадив клыки в землю, пошел дальше.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Кӑмӑл ҫирӗплӗхне ҫухатасран сехри хӑпнипе Ассоль урипе ҫӗре тапрӗ те хӑйне алла илчӗ; хӗрлӗ парӑса унран вӑхӑтран вӑхӑт е пӳрт тӑрри, е карта хупла-хупла хураҫҫӗ; ҫав самантсенче парӑс ахаль мӗлке евӗр ҫухаласран хӑраса хӗр асаплӑ чӑрмавсене хыҫа часрах хӑварма васкать, карапа тепӗр хут курсанах сывлӑш ҫавӑрса ямашкӑн чарӑна-чарӑна тӑрать.

Вне себя от страха потерять волю, она топнула ногой и оправилась; временами то крыша, то забор скрывали от нее алые паруса; тогда, боясь, не исчезли ли они, как простой призрак, она торопилась миновать мучительное препятствие и, снова увидев корабль, останавливалась облегченно вздохнуть.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Эгль пит-куҫне пӗркелентерсенех е мӗн те пулин кӑшкӑрсанах — сехри хӑпнипе ураран ӳксе, макӑрса ярса хӗр ача кунтан тӗк те ҫил вӗҫтернӗ пулӗччӗ.

Сострой теперь Эгль гримасу или закричи что-нибудь — девочка помчалась бы прочь, заплакав и изнемогая от страха.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӑл курать ҫакна, сехре хӑпнипе чӗтрет те хӑй, ҫав хушӑрах тата ку мӗлкене урӑххи — хӑйӗн чун-чӗрине килӗшекенни картласа хурасса та ӗмӗтленет: ҫак урӑх мӗлке вӑл — хӗрлӗ-гвардеецран туртса илнӗ винтовкӑллӑ Россия бонапартийӗн, буржуй юратса пӑрахнӑ диктаторӑн, «тӑван ҫӗршыв», «ирӗклӗх», «пролетариат», «социализм», «пӗтӗм халӑх телейӗ» йышши сӑмахсем хӑйне пачах илӗртмен циникӑн мӗлки…

Он это видит, и дрожит от ужаса, и мечтает, чтобы эта тень была заслонена другой, милой его сердцу тенью российского бонапартия с винтовкой, отобранной у красногвардейца, тенью возлюбленного диктатора, циника, для которого такие слова, как «отечество», «свобода», «пролетариат», «социализм» и «всеобщее счастье», не имеют никакого обаяния…

6 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Лешӗ ҫак хушӑра мана лартса хӑварнӑ вырӑна таврӑннӑ та эпӗ ҫуккине курсан, сехри хӑпнипе мана чӗне-чӗне шырама тытӑннӑ.

Та уже успела вернуться и в страшной тревоге разыскивала и окликала меня.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сехре хӑпнипе эпӗ вӗсен темиҫе сӑмахне ӑнланса илнӗ пекех туйӑнчӗ.

От страха мне показалось даже, что я уловил и понял несколько слов.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ҫари! кӑшкӑрса ятӑм та, ачи сехре хӑпнипе мана аллинчен ӳкерчӗ.

Я так отчаянно завопил, что ребенок в испуге выронил меня.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Машина ӑшӗнчен гестаповецсем сехри хӑпнипе вилес патнех ҫитнӗ нимӗҫ майорне сӗтӗрсе кӑларнӑ, ӑна ҫавӑнтах хӗнесе тӑкнӑ та, гестапона илсе кайнӑ.

Из машины гестаповцы вытащили полумертвого от страха немецкого майора, избили его и увезли в гестапо.

Тавӑру // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Кунтан та тӗрӗсрех калама пултараймастпӑр, сехресем хӑпнипе нимех те астуса юлаймарӑмӑр.

А точно сказать не можем: со страху не запомнили.

Кӗмӗл хӗҫ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Сехри хӑпнипе вӑл пуҫне ҫӗклеме те хӑйман.

И было так жутко, что он не смел поднять головы.

VIII // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Микул-турӑ! — тесе пӑшӑлтатнӑ вӑл, сехри хӑпнипе пуҫне ҫӗклеме хӑймасӑр; урӑх хӑй пӗр сӑмах та калайман.

Микола-бог! — в ужасе шептал он, не смея поднять головы, и не мог ничего выговорить больше.

I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Сехри хӑпнипе анранӑ Макҫӑмӑн пичӗ-куҫӗнчен сивӗ тар тумла пуҫланӑ; чӗри, хӑй вырӑнӗнчен ҫӑлӑнса тухнӑ пек, сикме тытӑннӑ.

Обомлевший от ужаса, Максимка почувствовал, что холодный пот капает у него с лица, а сердце прыгает и колотится в груди, точно сорвавшись с своего места.

I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Ленӑна шелленипе тата сехри хӑпнипе Кольӑн ҫӳҫӗ вирелле тӑнӑ, хӑй сиксе чӗтренӗ.

Он весь дрожал от ужаса и жалости.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Нимӗҫсем, ӑна курсанах, сехри хӑпнипе кӑшкӑрашма, йӑвана-йӑвана кайма пуҫланӑ.

Фашисты кричали от страха и падали, когда видели его.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

«Карчӑк тытса пачӗ!» — шухӑшласа илнӗ те Коля, сехри хӑпнипе, тарласа кайнӑ.

«Старуха выдала!» — подумал Коля, и отчаяние охватило его.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Староста канава кӗрсе выртнӑ, тет, арӑмӗ хапха айне хӗсӗнсе ларнӑ, тет те, вӑл хаяррӑн кӑшкӑрнӑран, хӑйсен картишӗнчи йытти сехри хӑпнипе сӑнчӑрне татса, ҫатан урлӑ килтен вӑрмана тухса тарчӗ, тет.

Староста наш в канаву залез; старостиха в подворотне застряла, благим матом кричит, свою же дверную собаку так запужала, что та с цепи долой, да через плетень, да в лес.

Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех