Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпарнӑ (тĕпĕ: хӑпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Республика шайӗнче 2007-2008 ҫулхисем хушшинче 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ пулсан, 2009-2010 ҫулхи спортсменсем хӑйсен категорийӗнче призерсен йышне кӗме пултарнӑ, пьедесталӑн 2-мӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Модель сывлӑша 13 метр ҫӳллӗше ҫити хӑпарнӑ, вӑл 20 ҫеккунт таран сывлӑшра вӑхӑт ирттерме пултарнӑ.

Модель поднималась в воздух на высоту до 13 метров, продолжительность полётов составляла до 20 сек.

Энрико Форланини // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BD%D ... 0%BD%D0%B8

2024 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ тӗлне 133 совет тата Раҫҫей космонавчӗсем тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе хӑпарнӑ; вӗсенчен 5 — хӗрарӑмсем.

На 5 марта 2024 года 133 советских и российских космонавтов совершили космические полёты; из них 5 — женщины.

СССР тата Раҫҫей космонавчӗсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%A1%D ... 0%BA%D3%97

1990 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ — «Союз ТМ-11» космос карапӗ ҫинче тӗнче уҫлӑхне тӗпчевҫӗ-космонавт пулса «Мир» орбита станцин саккӑрмӗш тӗп экспедицийӗ шутӗнче В. М. Афанасьев карап командирӗпе тата М. Х. Манаров бортинженерпа пӗрле вӗҫсе хӑпарнӑ.

2 декабря 1990 года — стартовал в космос на корабле «Союз ТМ-11» в качестве космонавта-исследователя в составе экипажа восьмой основной экспедиции орбитальной станции «Мир» совместно с командиром корабля В.М Афанасьевым и бортинженером М. Х. Манаровым.

Тоёхиро Акияма // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%BE%D ... 0%BC%D0%B0

Ӑмӑртса ярӑннӑ май паллӑ велосипедҫӑсем ту каҫҫи ҫине Джирора та, Турта та чи малтан хӑпарнӑ.

Известные велосипедисты первыми поднимались на перевал в ходе гонки как на Джиро, так и Туре.

Мӑн Сен-Бернар // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D3%91%D ... 0%B0%D1%80

Хӗвелтухӑҫӗнчен, инҫетри Атӑл енчен, ҫав тери илемлӗ хӗвел шуса хӑпарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ун чух ҫӑлтӑрсем те сӳнме ӗлкӗреймен, хӗвел тин кӑна хӗрелсе хӑпарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫавӑнтан хӑпарнӑ чухне Шурӑн чӗри мӗнле тапнине илтрӗм пулас эпӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Сахал мар хӑпарнӑ вӑл ҫакӑнти хурӑнлӑха ҫамрӑк чухне.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан ыйхӑран вӑраннӑ ҫӗре хӗвел чылай ҫӳле хӑпарнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каялла хӑпарнӑ чухне илтетпӗр: Вова темле юрӑ ӗнӗрлесе пырать.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Пӗррехинче, лупас айӗнчи чӗкеҫ йӑви патне хӑпарнӑ чухне, чутах леш тӗнчене ӑсанман шӑпӑрлан.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

«Хӑвараҫҫӗ-и мана ҫак ӗҫре, хӑвармаҫҫӗ-и?» — шутларӗ вӑл янӑракан пусма картлашкисемпе ҫӳлелле хӑпарнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Эх, тытӑнчӗ лекци вулама, енчен те эсӗ ҫапла ҫӳле хӑпарнӑ, ригель тӑрӑх утса кайнӑ пулсан сӑнчӑртан такӑнса аялалла вирхӗнеттӗн…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Раман тӑвӑлса хӑпарнӑ ҫиллине пусараймарӗ, пӗр утӑм ярса пусрӗ Ваҫҫа еннелле, тепӗр утӑм…

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӳллӗ тусем ҫине хӑпарнӑ чух ҫынсене мӗнле хӑрушлӑхсем тӗл пулма пултараҫҫӗ?

Каким опасностям подвергаются люди, поднимаясь на высокие горы?

Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

«Сирӗн топливӑпа вӗҫсе хӑпарнӑ самолет старт хыҫҫӑн виҫӗ минутран сиксе ҫурӑлса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Нимӗҫсем пур енчен те чупса пынӑ, автоматсенчен пенӗ, анчах вӑл пурӗ пӗр вӗҫсе хӑпарнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Воронин вара хӑйӗн самолетне унпа юнашар лартнӑ, летчике илнӗ те вӗҫсе хӑпарнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Чи шӑрӑх кӑрлач уйӑхӗнче сывлӑш температури кунта Цельсипе виҫсен аллӑ градус таран хӑпарнӑ.

В самый знойный месяц январь температура воздуха здесь поднималась до пятидесяти градусов по Цельсию.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех