Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑнӑхма (тĕпĕ: хӑнӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Пӗшкӗннӗ чухне ҫакӑ хӗре пӗрмай сисӗнтерет те унӑн ирӗксӗрех пуҫне тӳрӗ тытмашкӑн хӑнӑхма тивет».

Куҫарса пулӑш

Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Куракансем ҫавӑн пекех йӑлана кӗнӗ чӑваш тӗррисемпе, орнаменчӗсемпе, хурӑн хуппипе усӑ курса Ҫӗнӗ ҫул эрешӗсем, открыткӑсем тума хӑнӑхма та пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьел педагогӗсем «Раҫҫей» форумра // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%bf%d0%b ... %80%d1%83/

Ҫӳллӗше хӑнӑхма тӑрӑшса Ирина хӑйне аялалла пӑхма хистерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хулари тусне ял пурнӑҫне хӑнӑхма вӗрентрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫак йӗкӗт ун патӗнче ҫичӗ кун пурӑнчӗ те, Завьялов Виктора хӑнӑхма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Пирвайхи вӑхӑтра эп вӗсене ниепле те хӑнӑхма пултараймарӑм.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах чӑн чӑвашлисене те халӑха хӑнӑхма йывӑр-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

«Каҫал ен» хаҫатра архив ӗҫченӗ В.Шингалова ҫырнӑ «Пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхма пулӑшнӑ» статьяна хапӑлласах вуларӑм.

Куҫарса пулӑш

Халӗ те ырӑпа асӑнатпӑр // Тамара Григорьева. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Эсӗ пӗлместӗн-ха ӑна, Симӑна пурпӗрех хамӑра май ҫавӑратӑпах, цех ӗҫне хӑнӑхма пулӑшатпӑрах тесе пӗтӗм ҫын умӗнче мухтанса ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫӑмӑл пулмарӗ хӗре ҫӗнӗ ӗҫе хӑнӑхма.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ашшӗ килӗнче хӑнӑхма тивнӗ «ылханлӑ йӑласенчен» тӗпӗ-йӗрӗпех хӑтӑлса ҫитессишӗн Виктор пӗтӗм вӑйне хурса тӑрӑшать.

Виктор изо всех сил старался избавиться от остатков «проклятого воспитания», полученного в родительском доме.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Элекҫей пуян пурнӑҫа хӑнӑхма питӗ ҫӑмӑл тата унӑн ашшӗ-амӑшӗсем ҫав тери кӑмӑллӑ этемсем, Анук вӗсем патӗнче хӑйне ҫуралнӑ тӑван килӗнчи пекех туйӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапах та виҫҫӗмӗш кунне кӑштах хӑнӑхма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Ҫум курӑкне аталанма нӳрӗк те, ҫутӑ та нумай кирлӗ мар, усал йӑлана хӑнӑхма та йывӑр мар.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ӗмӗрне те хӑнӑхас ҫук эп кунти пурнӑҫа, хӑнӑхма та кирлӗ мар, пирӗн хамӑр ялтах лайӑх тесе шухӑшланӑ Ваҫук.

Ему казалось, что он никогда не привыкнет ко всему новому, да и не старался привыкнуть — в его деревне все было лучше.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чутайсем кӑмакана ирхи хутнине те, яшкипе шарккуне чугун савӑтра пӗҫернине те хӑнӑхма тивнӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Пысӑк предприятисем ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма пултарчӗҫ, оперативлӑ ӗҫлесе ҫӗнӗ проектсем пуҫарчӗҫ, ҫӗнӗ техника, импорта улӑштаракан продукци туса кӑлараҫҫӗ, хӑйсен комплектлакан производствисене локализацилерӗҫ, ҫапла майпа тӑван республика аталанӑвӗн ҫул-йӗрне палӑртрӗ, экономикӑпа потребитель рынокӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ отраслӗсен ӗҫне тивӗҫтерчӗҫ.

Крупные предприятия смогли проявить гибкость и адаптивность, оперативно создав новые проекты и технику, импортозамещающую продукцию, локализовали собственные производства комплектующих, в целом задав вектор развития нашей республики и обеспечивая работу жизненно важных отраслей экономики и потребительского рынка.

Олег Николаев Машинӑсем тӑвакансен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/09/25/ole ... ostroitely

Ҫӑлтӑрсем пӗлтерӗшлӗ, тупӑш кӳрекен ыйтусене хӑвӑр тӗллӗн татса памашкӑн хӑнӑхма сӗнеҫҫӗ.

Звезды советует научиться делегировать обязанности и самостоятельно решать ключевые вопросы, которые могут принести вам большую прибыль.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кусем чаплӑ мӑрсасемпе княҫсен ачисем пулчӗҫ, вӗсене ашшӗ-амӑшӗсем юри хана сыхлама тата вӑрҫӑ ӗҫне хӑнӑхма кӑларса янӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех