Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйӗнне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрлехи вӑхӑт хӑйӗнне хӑҫан та пулин тӑватех, ыйхӑн асамлӑ утиялӗ кирек кама та хупласа хурать сисмелле мар…

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫирӗмре вӗт, хӑйӗнне хӑй пӗлет пуль…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫапла вара, писатель хӑйӗнне те, вулаканӑнне те вӑхӑтне сая яни кӑна пулса тухать, хӑй калас тенӗ шухӑшӗсем унӑн пӗтӗмпех сӗвӗрӗлсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Хӑйӗнне хӑй патӑр!

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кашниех хӑйӗнне тӑвать, тӗнчере пулман пысӑк та питӗ кирлӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗр те хӑйӗнне тата мӗнле ӗҫпе-тӗллевпе, кам сӗннипе килнине каларӗ, РОНОра панӑ хута сумкӑран кӑларса ӑна аслине тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Ҫӑлтӑрсен ҫути мана шухӑша ярать, кашни ҫын хӑйӗнне туптӑр тесе йӑлкӑшмаҫҫӗ-ши вӗсем?

— Хотел бы я знать, зачем звезды светятся, — задумчиво сказал он, — наверно, затем, чтобы рано или поздно каждый мог вновь отыскать свою.

XVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

«Эсир халь ун ҫинчен манса кайма пултарнӑ, — ҫине тӑрсах хӑйӗнне пенӗ следователь.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Саня шывакрах сӗтеклӗ панулмине ним чӗнмесӗрех ҫирӗ, хӗр хӑйӗнне ҫав-ҫавах аллинче тытса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑл вара, Павӑл, ӑна хаклама пӗлеймерӗ, унӑн юратӑвне те, хӑйӗнне те упраймарӗ, унӑн телейне те, хайӗнне те таптаса тӑкрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Турунов хӑйӗнне турӗ-турех.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ятне те тӗрӗссине каламасть вӑл хӑйӗнне, районпа ял ятне те суять.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑйӗнне хӑех пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Фонд филиалӗ уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=LwwKKoN9N_c

Чӑн вӗт? — ҫирӗплетет ялсовет председателӗ хӑйӗнне.

Куҫарса пулӑш

Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.

Е арӑму хӑйӗнне пӗр япала та хӑварман?

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫын шӑлне мӗнлерех сиплет вӑл — пӗлместӗп, анчах хӑйӗнне кашни кунах ҫивӗчлетсе якатать пулмалла.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑйӗнне пурнӑҫлать-пурнӑҫлатех, ӑна «504» земснаряд ҫине илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Вунӑ ҫул вӗреннӗ, хӑйӗнне хӑй аван пӗлет, — ӑнлантаратӑп Хӗветура инкене, — паянах института кайса хучӗсене патӑр, экзаменсене тӗплӗн хатӗрлентӗр, вара кӗме те пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.

Анчах туссем, чылайччен ҫывӑрса каяймасӑр, кашни хӑйӗнне шухӑшласа, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ассӑн сывласа выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Манӑн пурнӑҫа ҫеҫ мар, хӑйӗнне те эрех аркатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех