Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйӗн (тĕпĕ: хӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян утрав хӑйӗн эрехӗсемпе паллӑ, ҫавӑн пекех туристсем те кунта нумаййӑн килеҫҫӗ.

Сегодня остров известен своими винами, а также это популярное туристическое место.

Эльба (утрав) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BB%D ... %B0%D0%B2)

2001 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗнче Эльба ҫинче паллӑ фри-дайвер Жак Майоль хӑйӗн ҫине алӑ хурса пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

22 декабря 2001 года на Эльбе известный фри-дайвер Жак Майоль покончил жизнь самоубийством.

Эльба (утрав) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BB%D ... %B0%D0%B2)

Ҫапӑҫу АПШ хӑйӗн пӑхӑнманлӑхӗ ҫинчен пӗлтериччен 5 уйӑх маларах пулса иртнӗ.

Сражение произошло за 5 месяцев до провозглашения независимости США.

Мурскрик-Бридж патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D1%83%D ... 2%AB%D1%83

Ҫак йывӑрлӑха сирме ӑна Лайонел Лог логопед пулӑшнӑ, хӑй вӑл дипломлӑ тухтӑр пулман пулин те, халӑх умӗнче сӑмах тухса калама хӑйӗн уйрӑм меслетлӗхне хатӗрленӗ.

Справиться с этим ему помог логопед Лайонел Лог, который хотя и не был дипломированным врачом, но разработал собственную методику подготовки к публичным выступлениям.

VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3

1952 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Георг Кение ҫула тухма хатӗрленекен хӑйӗн Елизавета хӗрне ӑсатма пынӑ.

29 января 1952 года Георг приехал проводить свою дочь Елизавету перед её поездкой в Кению.

VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3

1947 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче Георг VI хӑйӗн арӑмӗпе тата ачисемпе пӗрле Кӑнтӑр Африкӑна патшалӑх ятӗнчен тӗнче курмалла ҫула тухнӑ.

1 февраля 1947 года Георг VI вместе со своей женой и детьми отправились с государственным визитом в Южную Африку.

VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3

Тепӗр темиҫе ҫултан утрав ҫинчи пурнӑҫ ҫӗнӗрен вӗреме пуҫланӑ, курортлӑ вырӑн пек вӑл хӑйӗн ҫӗнӗ пурнӑҫне пуҫланӑ, кунта туристсем йышлӑ килме тытӑннӑ.

Через несколько лет остров заново отстроили и он начал свою новую курортно-туристическую жизнь.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

Унпа усӑ курса Британи ҫар ҫыннисем нацистла Германи хӑйӗн шывай киммисем валли туса лартнӑ бункерсене тата ытти ҫурт-йӗре ҫӗмӗрнӗ.

С его помощью британские военные уничтожили бункеры и другие сооружения, построенные нацистской Германией для своих подводных лодок.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

— Ҫынсен чӗрине юсаканскер, хӑйӗн чӗрине упрама пӗлеймерӗ…

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Сӗрме купӑс, хӑйӗн юратнӑ хуҫипе каллех тӗл пулнӑшӑн савӑннӑ евӗр, макӑрнӑ та кулнӑ; Петр Петровичӑн пӗртен-пӗр куҫӗнчен шултра куҫҫуль тумламӗсем шӑпӑртатнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Акӑ амӑшӗ те пасарта хӑйӗн ҫӗнӗ кӗпине сутӗ, купӑса ҫак тухтӑр туянӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Зоя халь хӑйӗн тӑван ашшӗ камне пӗлмест, вӑл Свердловскра вилнӗ ашшӗне тӑван тесе шутлать.

Куҫарса пулӑш

3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вӑл, врач, хӑйӗн сывлӑхӗн шайне пӗлнех пуль ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

«Эпир пӗрлешни — йӑнӑш япала кӑна пулнӑ вӑл, Петр Петрович, — вӗҫленӗ вӑл хӑйӗн вӑрӑм ҫырӑвне.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Лида хӑйӗн чӑрсӑрлӑхне ҫавӑнтах туйса илнӗ, анчах та ку кайран пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Тепӗр чухне Зойӑна ҫав купӑс хӑйӗн тӑван ҫӗршывне — хӗвелпе, юрӑпа, кӑвак тинӗссемпе тата килсӗр-ҫуртсӑр, анчах сӗрме купӑслӑ юрӑҫӑсемпе пуян Италие аса илсе тунсӑхланӑ пек туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ҫиелтен пӑхсан, Лидия Алексеевна пурнӑҫӗ хулленех хӑйӗн картине кӗрсе пынӑ пек туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Хӑйӗн пурнӑҫӗн иккӗмӗш тапхӑрне вӑл, Балти флочӗн вӑтӑр ҫулхи аслӑ матросӗ, Хӗллехи Двореца штурмланӑ чух пуҫласа янӑ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Ҫав тӗлпулу хыҫҫӑн тепӗр эрнерен эпӗ паллакан милиционера куртӑм та ҫакӑн пек хыпар илтрӗм: пӗр тӗттӗм кӗрхи каҫ ман юлташӑм хула хӗрринчен, юлташӗ патӗнчен, хӑйӗн хваттерне таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Космоса пӗрремӗш ҫын вӗҫсе кайнӑ кун Егор Петрович хӑйӗн вырӑнӗ ҫумӗнчех чалӑшшӑн тӑракан туйине ҫурмаран хуҫса кӑмака умнелле пенӗ те чӗлӗм тивертсе янӑ, вара тайкалана-тайкалана урама тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех